Пӗлӳ — Пӗлменлӗх

 

7471Авалах каланӑ: вӗреннӗ ҫын пӗрре анчах, вӗренменни вуннӑ кирлӗ мар тенӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7472Авӑнма пӗлмен пилӗк час хуҫӑлать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7473Авма пӗлсен автан шӑмми те авӑнать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7474Аз6уки астарать, веди глагол вӗрентет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7475Алӑ пӗлмен пирки пит хӗрелет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7476Ачана хута ярсан тӳр пилӗке вӗренет вӑл теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7477Вӗренесси вӗрен явасси мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7478Вӗренесси мутлӑ та, ҫимӗҫӗ тутлӑ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7479Вӗренессин вӗҫӗ ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7480Вӗренмен ҫын хӑй чӗлхине те лайӑх ӑнланаймасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7481Вӗренмен ҫын чипер куҫлӑ пулсан та япӑх курать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7482Вӗренмен ҫынна куҫлӑ суккӑр теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7483Вӗренмесен вӗрен явма та ал пӗлмест.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7484Вӗренмесӗр вӗрӳҫ те пулма ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7485Вӗренмесӗр хӑмпӑ та вӗрсе хӑпартаймӑн.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7486Вӗреннӗ пӗр ҫын вӗренмен ҫичӗ ҫынна тӑрать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7487Вӗреннӗ ҫын вӗренерен те хурама тӑвӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7488Вӗреннӗ ҫын виҫӗ айванран ирттерет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7489Вӗреннӗ ҫын вутра та ҫунмасть, шывра та путмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7490Вӗреннӗ ҫын ҫавӑтать, вӗренменни ун хыҫҫӑн утать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7491Вӗреннӗ ҫын та вӗренерен хурама тӑваймасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7492Вӗреннӗ ҫын ухмах пулать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7493Вӗреннӗ ҫынна вӗренмен ҫын вӗрентес ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7494Вӗреннӗ ҫынпа вӗренмен ҫын ҫӗрпе пӗлӗт пек уйрӑм.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7495Вӗреннӗ ҫынпа виҫӗ вӗренмен ҫын улӑштармаҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7496Вӗренни аван пуянтан.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7497Вӗренни вӗрен явать, вӗренменни мӑйкӑч явать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7498Вӗренни вӗрлӗк мар, хулпуҫҫинчен уртӑнмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7499Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7500Вӗренни кирек хӑҫан та кирлӗ пулӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7501Вӗренни пур ҫӗрте те кирлӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7502Вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть, хӑй тӑрантарать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7503Вӗренни ҫӑнӑх мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7504Вӗренни ҫиме ыйтмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7505Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни тӗттӗм.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7506Вӗренни хӗрлӗ, вӗренменни типӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7507Вӗренни этеме ҫунат парать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7508Вӗреннине ҫӗклесе ҫӳрес ҫук, вӑл ҫӑкӑр ыйтмасть.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7509Вӗрентекен пур чух вӗренсе юл.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7510Вӗрентекене аҫу-аннӳне хисепленӗ пек хисепле.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7511Вӗрентмен ача — путек, вӗрентнӗ ача — йӗкӗт.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7512Вӗрентнине итлемесен пархатар пулас ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7513Вӗрентсе ҫитерменни усал вӗренменнинчен.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7514Икерчӗ пӗҫерме пӗлмест, лавккара кулач суйлать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7515Итлеме пӗлекеншӗн хӗлле юрлакан кайӑк та пур.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7516Кала пӗлмен шӑпӑрҫа тухатмӑш тухатнӑ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7517Кам вӗренет, вӑл ялан малта теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7518Кам кӗнеке сума пӗлет, вӑл ҫӗтмест.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7519Кам нумай пӗлес тет, нумай ҫывӑрма кирлӗ мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7520Кам нумай пӗлет — вӑл ҫухалас ҫук.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх