Пӗлӳ — Пӗлменлӗх

 

7622Ташла пӗлмен ҫынна кӗвӗ килмен.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7623Темле пӗлекен ҫыннӑн та пӗлмен вырӑн пур теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7624Туртма пӗлсен — Тур пулӑн, пӗлмесессӗн — пӗт пулӑн.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7625Тутӑ мӑйӑр сарӑ пулать, вӗреннӗ ҫын усӑллӑ пулать.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7626Тыткала пӗлмен ал-уран чӗрни вӗҫне шӑрпӑк кӗнӗ тет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7627Ута пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7628Утма пӗлмесен ҫул нумай.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7629Чара пӗлмен вӑкӑрӑн чари ҫурӑлнӑ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7630Чӗн йӗвен чӗрре вӗрентнӗ тет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7631Чухлакан ҫын чухлатех ҫав.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7632Чухлакансем чул хула тунӑ тет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7633Чухлама пӗлмен чухӑн мар вара.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7634Шӑршӑ пӗлме пысӑк сӑмса кирлӗ мар.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7635Япалан мелне пӗлсе ӗҫлеме кирлӗ теҫҫӗ.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7636Япӑх вӗрентиччен пачах ан вӗрент.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
7637Яшлӑхра пӗлменни ватлӑхра сисӗнет.Пӗлӳ — Пӗлменлӗх