| 575 | Пӑр ҫине пӳрт лартса нумай пурнаймӑн, тип ҫӗре лартсан пӳрчӗ ҫӗреччен пурнӑн теҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 576 | Пӑр ҫӳхе пулсан путса анасси час пулать. | Юр — Ҫумӑр |
| 577 | Пӑр хытӑ шӑнмасӑр шартлатмасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 578 | Пӑр шӑнтмасӑр юр лармасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 579 | Пӑр яка та, никӗс тума юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 580 | Пӑр якашне шанма ҫук. | Юр — Ҫумӑр |
| 581 | Пӗр кӗреҫе юр кӗриччен виҫ кӗреҫе тусан кӗтӗр. | Юр — Ҫумӑр |
| 594 | Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет. | Юр — Ҫумӑр |
| 582 | Ҫумӑр айне пулнӑ ҫын сывлӑшран хӑрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 583 | Ҫумӑр йӗпетет, хуйхӑ типӗтет. | Юр — Ҫумӑр |
| 584 | Ҫумӑр йӗпетсен те хӗвел типӗтет теҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 585 | Ҫумӑр сунчӑкран хӑрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 586 | Ҫумӑр ҫусан курӑк тапранать тет. | Юр — Ҫумӑр |
| 587 | Ҫумӑр та ҫусан-ҫусан чарӑнать. | Юр — Ҫумӑр |
| 588 | Ҫумӑр умӗн шӑм-шак йӑвӑрланать. | Юр — Ҫумӑр |
| 589 | Ҫумӑр умӗн ыйхӑ пусать. | Юр — Ҫумӑр |
| 590 | Ҫумӑр хыҫҫӑн сунчӑк кирлӗ мар. | Юр — Ҫумӑр |
| 591 | Ҫумӑр чукмар мар, пилӗкрен ҫапса хуҫас ҫук. | Юр — Ҫумӑр |
| 592 | Ҫумӑра хирӗҫ тӑракан лаша ҫунатлӑ. | Юр — Ҫумӑр |
| 593 | Ҫумӑрӗ пулсан кӑмпасем те шӑтӗҫ. | Юр — Ҫумӑр |
| 595 | Ҫумӑрпа йӗпенни хӗвелпе типет. | Юр — Ҫумӑр |
| 596 | Ҫумӑрта кайӑк та шеп ларать. | Юр — Ҫумӑр |
| 597 | Ҫумӑртан тарса шыва сикмеҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 598 | Юр ирӗлсе пӗтсен те пӑр юлать. | Юр — Ҫумӑр |
| 599 | Юр йӗп куҫӗ пек шӑтӑкран пӗр пасма кӗрет теҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 600 | Юр кайсан шӑпчӑк та юрӑ пуҫлать. | Юр — Ҫумӑр |
| 602 | Юр нумай та, ҫапах ирӗлсе пӗтет. | Юр — Ҫумӑр |
| 601 | Юр нумай та, ҫапах ҫуллана юлмасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 603 | Юр пӗтсен йӗр ҫӗтет. | Юр — Ҫумӑр |
| 604 | Юр пуҫне юр ҫиет. | Юр — Ҫумӑр |
| 605 | Юр ҫинче ӑшши ан шыра. | Юр — Ҫумӑр |
| 606 | Юр ҫинче кӑмпа ан шыра теҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 607 | Юр ҫинче юмах калаҫҫӗ, ҫумӑр ҫунипе тырӑ акаҫҫӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 608 | Юр ҫинче юрла, курӑк ҫинче тарла. | Юр — Ҫумӑр |
| 609 | Юр ҫинчи йӗр юр ирӗличчен. | Юр — Ҫумӑр |
| 610 | Юр ҫумӑра: «Суккӑр», — тесе мӑшкӑллать тет. | Юр — Ҫумӑр |
| 611 | Юр ҫунӑ чух ӑшӑтать, юр кайнӑ чух сивӗтет. | Юр — Ҫумӑр |
| 612 | Юр ҫусан кутсене хӗсет. | Юр — Ҫумӑр |
| 613 | Юр ҫусан юрлӑ ҫынна хӗн килет. | Юр — Ҫумӑр |
| 614 | Юр ӳксен мулкач та шурӑ, юр кайсан — сӑрӑ. | Юр — Ҫумӑр |
| 615 | Юр шуратать, шыв тасатать. | Юр — Ҫумӑр |
| 616 | Юр шурӑ та, ҫиме юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 617 | Юр шурӑ та, чуна сивӗ. | Юр — Ҫумӑр |
| 618 | Юр шурӑ та, юрма юрма юрамасть. | Юр — Ҫумӑр |
| 619 | Юрлӑ-пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать, хура чӗкеҫ тулта ларать. | Юр — Ҫумӑр |
| 620 | Юрпа ҫӑвӑнсан ҫич ҫул кайман хура та кайнӑ тет. | Юр — Ҫумӑр |