| 7666 | Икӗ юлташ ушкӑн тӑшманран та вӑйлӑрах тенӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7667 | Пӗлӗш инкекре пӗлӗнет. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7668 | Пӗр тӑшман пуличчен ҫӗр тус пултӑр. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7669 | Пӗр тус ҫӗр пуҫран хаклӑрах. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7670 | Пуслӑх хуҫӑлсан ҫӗнӗ тӑвӑн, туслӑх татӑлсан мӗн тӑвӑн? | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7671 | Суккӑр куракана юлташ мар. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7672 | Ҫӗлӗк илнипе анчах паллашни ӗмӗре пымасть. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7673 | Ҫӗнӗ тусна ту, киввине ан ман. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7674 | Ҫӗр сум укҫа пуличчен ҫӗр тус пултӑр теҫҫӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7675 | Ҫӗр ҫинче пурӑнма ҫӗр тус та сахал, пӗр тӑшман та ытлашши. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7676 | Ҫӗр тӗнче укҫи ан пултӑр, ҫӗр тус пултӑр. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7677 | Ҫурма ҫын та ҫул ҫинче юлташ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7678 | Ҫывӑх туса пӑрахсан инҫетри те сивӗнет. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7679 | Ҫывӑх юлташ тӑванран мала. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7680 | Тӑшман пуҫа ҫиет, тус чуна илет. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7681 | Тӑшман пуҫне тӑшман ҫитӗр. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7682 | Тӑшман юнӗ хура юн теҫҫӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7683 | Тӑшмана ӑна хӑйӗн урапи ҫине лартса ӑсатас пулать. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7684 | Тӑшмана сӑхайман ҫӗлен хӑйне хӑй сӑхать теҫҫӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7685 | Тӑшмана уру ҫине ан пустар. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7686 | Тос котне йос. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7687 | Тос токмак тыттарать. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7688 | Тупа ту хирӗҫ пулмаҫҫӗ, ҫынпа ҫын хирӗҫ пулаҫҫӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7689 | Тус пулсан тӑшман та пур. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7690 | Тус ҫыннуна мулпа ан улӑштар. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7691 | Тус та тепӗр чух юс пулать. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7693 | Туслӑ пурӑнсан яла пӗр пӗрчӗ шӑрпӑк ҫитет. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7694 | Туслӑ тус тепӗр тӑванран аванрах. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7695 | Туслӑх ӗҫре палӑрать. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7696 | Туссене пӗр тупӑкра та тӑвӑр мар теҫҫӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7697 | Тусу ҫук пулсан тупма тӑрӑш, тупсан упрама тӑрӑш. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7692 | Тӳс, хӑйматлӑх нумай пултӑр, тӑшман сахал пултӑр. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7698 | Фронтри туслӑха хӗҫ витмен. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7699 | Хӑравҫӑ юлташ тӑшманран хӑрушӑ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7700 | Чун тус чуна илет тет. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7701 | Шанчӑклӑ тус вӑл пурнӑҫ сиплӗхӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7702 | Шанчӑклӑ тусӑн хакӗ ҫук. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7703 | Ырӑ юлташ пуянтан паха. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7704 | Юлташ пуҫа ҫӑлнӑ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7705 | Юлташ ҫук пулсан шыра, тупсан астуса упра. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7706 | Юлташ тени хӑвӑнтан маттур пултӑр. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7707 | Юлташ хӑвӑнтан хитре пултӑр теҫҫӗ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7708 | Юлташна ан пӑрах, юлмӑн хӑрах. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7709 | Юлташпа ҫул кӗскелет. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7710 | Юлташпа юлташла, тӑшманпа тӑшманла пулма хушнӑ. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7711 | Юлташран уйрӑлсан пӗр ҫул йӗрӗн, кил-йышран уйрӑлсан вун ҫул йӗрӗн, ял-йышран уйрӑлсан ӗмӗр йӗрӗн. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7712 | Юлташран юлни — юлташсӑр юлни. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7713 | Юлташсӑр ҫын тымарсӑр йывӑҫ пек. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7714 | Юлташу пулмасан юпапа та пулин канашла. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |
| 7715 | Юлташу хӑвӑнтан лайӑх пултӑр. | Туслӑх — Тӑшманлӑх |