| 7717 | Апла та ҫук, капла та ҫук, килӗшӳрен ырри ним те ҫук. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7718 | Вӑрҫӑ вӑрҫма паттӑр кирлӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7719 | Вӑрҫӑ кама пуйтарать, кама ҫука хӑварать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7720 | Вӑрҫӑ хушшине ырӑ кӗмес. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7721 | Вӑрҫӑ чарӑнсан паттӑр нумай. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7722 | Вӑрҫӑран вӑкӑр тухать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7723 | Вӑрҫӑри кун ӗмӗр тӑршшӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7724 | Вӑрҫма ӳркенмен, калаҫма вӑтаннӑ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7725 | Вӑрҫса пурӑнакан ҫын ырӑ пурӑнаймасть. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7726 | Вӑрҫсан ӗмӗр вӑрӑм, вӑрҫмасан кӗске теҫҫӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7727 | Вӑрҫтарсан йӑтӑ та вӑрҫать теҫҫӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7728 | Вутта вутпа сӳнтереймӗн, ҫилле ҫилӗпе ҫӗнтереймӗн, йӑвашлӑхпа ҫӗнтерӗн. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7729 | Икӗ йытӑ ҫапӑҫсан тӑманашӑн тӗк пулӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7730 | Икӗ йытӑ шӑмӑшӑн тавлашнӑ чух виҫҫӗмӗшӗ савӑнать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7731 | Икӗ ухмах харкашсан виҫҫӗмӗшӗ ан ҫулӑх. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7732 | Иккӗн вӑрҫнӑ чох виҫҫӗмӗшин айӑккарах кайса тарас полать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7733 | Килӗшсе ӗҫлесен кимӗ те, карап та пулать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7734 | Килӗшсе памасан илме ҫук. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7735 | Килӗштерни чул стенаран ҫирӗпрех. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7736 | Килӗштерсен кӳршӗ те аван. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7737 | Килӗшӳ — Турӑран, харкашу — усалран. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7738 | Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар теҫҫӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7739 | Куҫран ҫапакан куҫҫуль кӑларать, чӗрене амантакан хуйхӑ хускатать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7740 | Миршӗн пурте паттӑр пулар, вӑрҫӑ тӗп пултӑр! | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7741 | Патак хытӑ, ҫан ҫемҫе. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7742 | Патак шушкӑ мар, ҫиме тутлӑ мар теҫҫӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7743 | Патак шушкӑ мар, ҫисе ярсан пулакан япала. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 1144 | Патакпа ҫапнинчен йӗркеллӗ сӑмах ыраттарах парать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7745 | Патакпа хӑмсарсан йытӑ та ҫыпҫӑнмасть. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7746 | Пӑшал тытма пӗлмесен вӑрҫа та ан кай. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7747 | Пуҫ касакан пуҫсӑр юлнӑ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7748 | Пуху вӑрҫа юратнӑ, ӗҫкӗ мыскарана юратнӑ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7749 | Пысӑк ҫынна ҫапаканӑн алли чӑлах пулнӑ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7750 | Ҫапайман пысӑк кӳсек ҫӗкленӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7751 | Ҫапайман пысӑк ҫӗкленӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7752 | Ҫапаймӑн мӑн йытӑна. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7753 | Ҫапӑҫакана касамат, ӗҫлекене ҫӑкӑр. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7754 | Ҫапӑҫакансене чаракана ик енчен те лекет. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7755 | Ҫапӑҫмашкӑн вирлӗ ӑсталӑх кирлӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7756 | Ҫапӑҫура пуян ҫын питне сыхлать, чухӑн ҫын сӑхманне сыхлать. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7757 | Ҫапиччен ҫапӑ пух. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7758 | Ҫапса утайми пулсан туртса уттарни нумаях мар. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7759 | Ҫапсан ытлашши пулӗ, ҫапмасан хама пулӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7761 | Ҫынсем вӑрҫнине сурса иртсе кайма хушнӑ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7762 | Тапсан тап, туртсан турт. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7763 | Тепле тарӑхсан та, Турӑпа тавлашас ҫук. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7764 | Тӳпелешнӗ ҫӗре пыриччен пӗр пӑхмасӑр тӑр. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7765 | Укҫа шута юратать, пуху вӑрҫа юратать теҫҫӗ. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7766 | Харкашакан сив сӑмахран хӑрамасть. | Килӗшӳ — Харкашу |
| 7767 | Харкашасси килсен йӑтайми чул ҫӗкле. | Килӗшӳ — Харкашу |