| 7789 | Алса ӑшӗнче чышкӑ кӑтартни паттӑрлӑх мар. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7790 | Вӑрманти кашкӑртан хӑриччен умӑнти кашкӑртан хӑра. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7791 | Виклӑ-шиклӗ, тӳнтер кӗрӗк пӗркеннӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7792 | Кам харсӑр ҫын — вӑрманта, кам аскӑн ҫын — хупахра. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7793 | Кашкӑртан хӑрасан вӑрмана та каяймӑн. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7794 | Паттӑр ӗҫре паллӑ, хӑравҫӑ — килте. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7795 | Паттӑр пӗр хут вилет, хӑравҫӑ ҫӗр хут вилет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7796 | Паттӑр ҫине паттӑр тата тупӑнать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7797 | Паттӑр ҫынна ним каласа та ҫӗнтерес ҫук теҫҫӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7798 | Паттӑра ик пурнӑҫ панӑ теҫҫӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7800 | Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ тет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7799 | Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7801 | Паттӑрӑн сӑмахӗ сахал та ӗҫӗ нумай. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7802 | Паттӑрлах ҫапӑҫура палӑрать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7803 | Паттӑрпа ан кӗреш, пуянпа ан тавлаш. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7804 | Пӗр хӑрама вӗреннӗ йытӑ виҫӗ кун вӗрнӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7805 | Ҫар иртсен паттӑр нумай. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7806 | Ҫарта паттӑр нумай. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7807 | Тапӑнакан ҫӗнтереймен — хирӗҫ тухакан ҫӗнтернӗ тет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7808 | Тараканӑн йӗрӗ выртнӑ, паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7809 | Харсӑр кӑмпа ҫумӑрсӑр та ҫитӗнет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7810 | Харсӑрӑн ыйхи кӗске. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7811 | Хастар йӗкӗте хитре хӗр. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7812 | Хӑравҫа хӑйӗн хӑти те хӑяматӑн курӑннӑ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7813 | Хӑравҫӑ арҫын арҫын та мар. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7814 | Хӑравҫӑ йытӑ хӳрине хӗстерет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7815 | Хӑравҫӑ куянӑн хӑрасах кун иртет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7816 | Хӑравҫӑ ҫын хӑратнипе йӗрсе янӑ тет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7817 | Хӑравҫӑ ҫынна анчӑк та тапӑнать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7818 | Хӑравҫӑн хӑрах куҫӗ те ҫиччӗ курать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7819 | Хӑравҫӑпа вӑрҫӑ ҫинчен ан канашла, сутаканпа улшу ҫинчен ан канашла. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7820 | Хӑравҫӑшӑн тӑпра муклашки те улӑм ури. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7821 | Хӑравҫӑшӑн хура тунката та усалӑн курӑнать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7822 | Хӑракан валли йытӑсем нумай. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7823 | Хӑракан ҫын хӑрӑк тункатаран та хӑрать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7824 | Хӑракана тунката та тукмакӑн курӑнать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7825 | Хӑракана хӑратас килет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7826 | Хӑраканӑн куҫӗ аслӑ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7827 | Хӑраканшӑн пашалу та арман чулӗн курӑнса кайнӑ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7828 | Хӑрама вӗреннӗ йытӑ виҫ кун малтан вӗрнӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7829 | Хӑраман ҫынна йытӑ вӗрет ҫеҫ, хӑравҫине ҫыртать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7830 | Хӑранӑ вырӑн тытать теҫҫӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7831 | Хӑранӑ йытӑ виҫ кун вӗрнӗ тет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7832 | Хӑранӑ кайӑк катаран та хӑрать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7833 | Хӑюлӑх — этем ҫуначӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7834 | Хӑюллӑ ҫын ҫине хӑю ҫакнӑ тет. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7835 | Хӑюллӑ ҫын хӑйма ҫинӗ, хӑюсӑрри пӑхса тӑнӑ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7836 | Хӑюллӑ ҫынран вилӗм те хӑрать. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7837 | Хӑюсӑр ҫын выҫӑ вилмен. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |
| 7838 | Хӑюсӑрри хӑлаҫланнӑ ҫӗре хӑюлли ҫапса ӳкерет теҫҫӗ. | Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх |