| 7912 | Айван авланать — хусах хускалать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7913 | Айван айӑплать, ӑсли татса парать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7914 | Айван айри ӑспа пурӑнать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7915 | Айван алли хӑрӑк турат. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7916 | Айван аллинче ыр япала та пӑсӑлать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7917 | Айван аллипе нумаях авӑн ҫапаймӑн. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7918 | Айван ашакран ӑслӑ выльӑх пулас ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7919 | Айван ӑсӗ арпалӑхра ҫывӑрать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7920 | Айван ӑсӗ виҫӗ сӑмах каличчен. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7921 | Айван ӑсӗпе ӑсан чӗппи те тытайман. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7922 | Айван ӑслӑ ачасем хӗр куҫӗнчен ӳкеҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7923 | Айван ӑспа пыллӑ сӑра мар, ӑсла та ӗҫме хушман. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7924 | Айван ӑспа тӗнче касаймӑн. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7925 | Айван сурӑх кашкӑр телейӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7926 | Айван ҫӑка сӳнӗ ҫӗре ӑсли така сӳсе пӗтерет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7927 | Айван ҫерҫи Атӑла путнӑ тет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7928 | Айван ҫинче ӑсли ларса ҫӳрет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7929 | Айван ҫуралнӑ ҫынна ҫӗнӗрен авма ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7930 | Айван ҫӳҫӗ хуйхӑпа мар, хӗвелпе шуралать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7931 | Айван ҫын ӑслӑ ҫынна кураймасть. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7932 | Айван ҫын виҫ хурӑн хушшинче аташнӑ тет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7933 | Айван ҫын йӑлине пӗлсе пӗтереймӗн. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7934 | Айван ҫын ҫӑвар карса тӗлӗнет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7935 | Айван ҫын эртел пуҫӗ пулас ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7936 | Айван ҫын юррине ан юрла. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7937 | Айван ҫын яланах ӑслине вӗрентме пӑхать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7938 | Айван ҫынна ӑс вырӑнне пӑс кӗрет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7939 | Айван ҫынна пурнӑҫ пӑхать теҫҫӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7940 | Айван ҫынна пурте тӑван. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7941 | Айван ҫынна Турӑ та телейлӗ тӑвайман. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7942 | Айван ҫынна улталама ҫӑмӑл, ҫиллӗ ҫынна ҫиллентерме ҫӑмӑл. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7943 | Айван ҫыннӑн ӑсӗ хӑйшӗн те ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7944 | Айван ҫыннӑн именесси ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7945 | Айван ҫыннӑн куласси пӗтмест. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7946 | Айван ҫыннӑн кулли малта, ӗҫӗ хыҫалта; ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫӗ малта, кулли хыҫалта. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7947 | Айван ҫыннӑн пуртӑ аври урлӑ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7948 | Айван ҫыннӑн пурте килте ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7949 | Айван ҫыннӑн пуҫӗ пӗчӗккӗ. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7950 | Айван ҫыннӑн ҫылӑх сахал. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7951 | Айван ҫыннӑн турти кӗске. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7952 | Айван ҫыннӑн чӗлхи вӑрӑм. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7953 | Айван ҫыннӑн чӗлхи те пуклак. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7954 | Айван ҫыннӑн яланах арӑмӗ ухмах. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7955 | Айван та хисеп тунине юратать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7956 | Айван тилӗ ҫуха пулать, чее тилӗ ватта юлать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7957 | Айван Турӑран ыйтать, маттур ӗҫлесе тупать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7958 | Айван туяс ҫук, ӑсли калас ҫук. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7959 | Айван тӳр ҫул ҫинчен те сукмак ҫине тухать, ӑсли сукмак ҫинчен тӳр ҫул ҫине тухать. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7960 | Айван тытӑнсан арман та тӳнет. | Чеелӗх — Айванлӑх |
| 7961 | Айван укҫа сӗнет, ухмах ӑна та илме пӗлмест. | Чеелӗх — Айванлӑх |