Чӑнлӑх — Суялӑх

 

8219Чӑнлӑх Турӑ аллинче, уҫҫи патша аллинче.Чӑнлӑх — Суялӑх
8220Чӑнлӑх ума тухиччен ултав куҫа шӑтарӗ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8221Чӑнлӑх шыракан нумай, тупакан сахал.Чӑнлӑх — Суялӑх
8222Чӑнлӑх шыракан чул хушшине хӗсӗннӗ тет.Чӑнлӑх — Суялӑх
8223Чӑнлӑха кая пӑрах, вӑл мала пырса ӳкет.Чӑнлӑх — Суялӑх
8224Чӑнлӑха чӑлана хупса усраймӑн.Чӑнлӑх — Суялӑх
8225Чӑнлӑхӑн та чӑпарлӑхӗ пур теҫҫӗ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8226Чӑнна пурте мухтаҫҫӗ, суяна кирек хӑш те ӗненмест.Чӑнлӑх — Суялӑх
8227Чӑнни куҫа та шӑтарать.Чӑнлӑх — Суялӑх
8228Чӑнпа суя пӗрле пурӑнаймаҫҫӗ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8229Ырӑ суя ҫӗр ҫинче ҫирӗм пус.Чӑнлӑх — Суялӑх
8230Элек паракан амаҫурине юранӑ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8231Элек паракан тӳрене юранӑ, тӳрӗ калакан тӑванне юрайман.Чӑнлӑх — Суялӑх
8232Элек паракан юранӑ, ӗҫлекен юрайман.Чӑнлӑх — Суялӑх
8233Элек парса ҫынна вӗлерттернӗ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8234Элек саракан сакӑр ҫылӑхлӑ тет.Чӑнлӑх — Суялӑх
8235Элек тикӗт пек, пӗр вараласан час тасалмасть.Чӑнлӑх — Суялӑх
8236Элек хыҫҫӑн кайса ҫынна вӗлерттернӗ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8237Элек шехер хыптарать.Чӑнлӑх — Суялӑх
8238Элек эрлӗх кӳрет.Чӑнлӑх — Суялӑх
8239Элекӗн чӗлпӗрӗ ҫук.Чӑнлӑх — Суялӑх
8240Элеклӗ ҫын таҫта кайсан та вилмен.Чӑнлӑх — Суялӑх
8241Элекпеле хӑравҫӑ — куҫ хыҫӗнчи хуралҫӑ.Чӑнлӑх — Суялӑх
8242Элекҫӗ элек сараймасан ун чӗлхине хурт ҫиет тет.Чӑнлӑх — Суялӑх