| 8243 | Асамлӑ шӑпӑрӑн кӗвви те асамлӑ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8244 | Асамҫӑ шӑпӑрҫӑ пулнӑ тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8245 | Асамҫӑсем кӑна шӑпӑрҫӑ пулнӑ теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8246 | Илем — арлӑ пуличчен, ӑс-пуҫ — ӗмӗр иртиччен. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8247 | Илеме ӑна турилкке ҫине касса хума ҫук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8248 | Илемли — пӑхса савӑнма, ӑсли — пурнӑҫ пурӑнма. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8249 | Илемлине — илеҫҫӗ, сарӑплине сутаҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8250 | Кайӑк хитре тӗкӗпе, этем ырӑ чӗлхипе. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8251 | Кайӑкӑн кӗвви, сӑвӑҫӑн юрри. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8252 | Кам купӑс кӗввипе, ухмах ал ҫуппипе. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8253 | Кам шӑхӑрса, кам юрласа тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8254 | Кашни уявӑн хӑйӗн юрри пур. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8255 | Кӑвакал шывсӑр, этем юрӑсӑр пурнаймасть. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8256 | Кӗслене Торӑ йоратать, кил хӑчӗ те йоратать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8257 | Кӗслеҫӗ кӗсел ҫиет тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8258 | Кӗслеҫӗ хыҫать те, ҫемӗ пулать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8259 | Лайӑх йӑла кивелмест. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8261 | Лайӑх юрӑ — ӗҫкӗ-ҫикӗ илемӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8260 | Лайӑх юрӑ ватӑлмасть. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8262 | Лайӑх юрӑ кулач ҫине пыл сӗрсе ҫининчен те ирттерет тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8263 | Лайӑх юрӑ сассипе макӑракан ача та макӑрма чарӑнать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8264 | Параппан — туй илемӗ, юрӑ — ҫын илемӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8265 | Параппан юррипе курак юрри пӗр тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8266 | Пичӗ-куҫӗ илемсӗр пулсан куҫкӗскине ан хурла. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8267 | Пуш чиперӗн илем сахал. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8268 | Сӑвӑ: «Эпӗ юрӑсӑр тӑлӑх», юрӑ: «Эпӗ сӑвӑсӑр тӑлӑх», — тесе калать тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8269 | Сӑвӑҫӑ сӑвӑ йӗркелет, шӑпчӑк юрӑ кӗвӗлет тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8270 | Сӑна сӗтел ҫине хумаҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8271 | Сӑнӗ лайӑх та, ӑсӗ япӑх теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8272 | Сӑрнай сӑрлать, шӑни нӑрлать тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8273 | Сысна тесен — шӑрчӗ ҫук, этем тесен — сӑнӗ ҫук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8274 | Ҫамки шит ҫурӑ, манки пӑт ҫурӑ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8275 | Ҫӑвар карнипех юрӑ пулмасть. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8276 | Ҫӗнӗ юрӑ ҫӗнӗ юрпа килӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8277 | Ҫын тулашӗнчен хbтре пулин те унӑн ӑсне пӗлмесӗр ан мухта теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8278 | Ҫынна тумтир хитрелетмест, ҫын хӑй тумтире хитрелетет теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8279 | Ташӑ ӑсти вырӑн тупать теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8280 | Ташӑ ӑсти пилӗк пус ҫинче те ташлать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8281 | Ташӑ ӑсти ташлама ҫинӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8282 | Ташӑ-юрӑ — чун илемӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8283 | Ташла пӗлекене пӗр хӑма та ҫитет тет, ташла пӗлмен ҫынна пӗтӗм урай хӑми те ҫитмен тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8284 | Ташла пӗлене пӗр хӑма, пӗлмене ҫӗр хӑма та ансӑр тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8285 | Ташла пӗлмен ҫынна кӗвӗ килмен тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8286 | Ташла пӗлмен урана атӑ хӗснӗ тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8287 | Ташла пӗлмене купӑс юраман тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8288 | Ташла пӗлмене ташлама вырӑн аслӑ кирлӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8289 | Ташлакансем нумай та, ташӑ ӑсти сайра ҫех. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8290 | Ташлама пӗлмен ҫыншӑн яланах урай яка мар. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8291 | Ташлама пӗлмесен ҫӑпата та кансӗрлет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8292 | Ташланӑ чух усалсем кутран, ураран тимӗр сенӗкпе тӗкеҫҫӗ тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |