| 8293 | Ташлас ҫук, юрлас ҫук, ӗҫке кайни усси ҫук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8294 | Ташша тӑман ташша тӑрсан чухлать теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8295 | Ташшӑн, юррӑн тумхи ҫук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8296 | Тумлантарсан тунката та илемлӗ пулать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8297 | Тумлантарсан тунката та туй арӑм пулать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8298 | Туя кайсан туй юрри, ӗҫке кайсан ӗҫкӗ юрри. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8299 | Ура хуҫкаланмасӑр таш пулмасть теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8300 | Хаваслӑ юрӑ пӳрт-ҫурта илем кӳрет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8301 | Халӑх пӗтмесӗр юрӑ пӗтмест теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8302 | Халӑх пулсан юрӑ пулатех. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8303 | Хӑнана юрӑпа кӗрекен тутӑ пулнӑ тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8304 | Хӗрӗсем ҫырла пек чипер, каччисем ҫурта пек яштак теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8305 | Хӗрлӗ кайӑк тӗкӗпе, этем вӗреннипе. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8306 | Хитрелӗх вӑхӑтлӑха, кӑмӑл ӗмӗрлӗхе. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8307 | Хитрене турилкке ҫине лартмалла мар теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8308 | Чӑваш юрри илемлӗ юрлама пӗлсен кӑна теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8310 | Чипер ача ытларах куҫӑхать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8309 | Чипер ача, сар ача сайра амаран ҫуралать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8311 | Чипер те нумай, хитре те нумай, чун юратни пӗрре ҫех. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8312 | Чипер туйра палӑрать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8313 | Чипер хӗре шанма ҫук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8314 | Чипер хӗре яшсем хавас. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8315 | Чипер хушшинче ула пур. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8316 | Чипер чӑпӑркка чипере вӗрентет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8317 | Чипер чечек чиперри кӗрхи сивӗ ҫитиччен, чипер хӗрӗн чиперри хӗр ӗмӗрӗ иртиччен. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8319 | Чипер чухне — Чиперук, качча кайсан — Кӗтерук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8318 | Чипер, чипер теҫҫӗ, чипер епле пулать-ши теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8320 | Чиперрине пӑхма лайӑх, ӑслипе пурӑнма лайӑх. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8321 | Шывҫи кӑпӑк, пӑхҫи хӑмла. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8322 | Ырри — чуншӑн, хитри — куҫшӑн. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8323 | Ытла хитри час йӑмӑхать тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8324 | Этем илемне тум тумасть, кӑмӑл тӑвать теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8325 | Этем хитре ӗҫӗпе. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8341 | Юрӑ — чӑн, юмах — суя. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8342 | Юрӑ — чун уҫҫи теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8326 | Юрӑ ӑсти те такӑнать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8327 | Юрӑ ӑсти юрлать, ухмах ӑсти ҫынтан кулать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8328 | Юрӑ ӑстин шӑхӑрсан та юрӑ пулать. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8329 | Юрӑ ӑстине юрлани те килӗшет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8330 | Юрӑ вилӗмсӗр теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8331 | Юрӑ вилнӗ ҫынна та чӗртнӗ тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8332 | Юрӑ кӑмӑла ҫӗклентерет теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8333 | Юрӑ кӗввине кӗве ҫинӗ тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8334 | Юрӑ пӗлекен кашӑк шаккаса та кӗвӗ тӑвать тет. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8335 | Юрӑ пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8336 | Юрӑ пулсан пурнӑҫ пур, пурнӑҫ пулсан юрӑ пур. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8337 | Юрӑ пыл та мар, ҫу та мар, ҫапах та унсӑрӑн пурӑнма ҫук. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8339 | Юрӑ хуйха-суйха мантарать теҫҫӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8340 | Юрӑ хывма хайла кирлӗ. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |
| 8343 | Юрӑ юрланипе выҫ хырӑма юраймӑн. | Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх |