Сывлӑх — Чир-чӗр

 

8423Сарамакпа чирленӗ ҫынна пӗтӗм япала саррӑн курӑнать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8424Селӗп калаҫаканран ан кул — калаҫайми пулса ларӑн.Сывлӑх — Чир-чӗр
8425Суккӑр анчах пӗр вырӑнта саккӑр такӑнать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8426Суккӑр йӗп тупать теҫҫӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8427Суккӑр кӑнтӑрла ҫурта ҫутнӑ, ҫапах ҫӗтсе кайнӑ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8428Суккӑр ҫын сукмакӗ такӑр мар.Сывлӑх — Чир-чӗр
8429Суккӑр ҫын уксахран кулмасть, уксах — суккӑртан.Сывлӑх — Чир-чӗр
8430Суккӑр ҫыннӑн хӑлхи витӗр.Сывлӑх — Чир-чӗр
8431Суккӑр ҫынран ҫул ыйтмаҫҫӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8432Суккӑр тытсан хытӑ тытать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8433Суккӑр этем кун ҫутинче ҫӑлтӑр курнӑ тет.Сывлӑх — Чир-чӗр
8434Суккӑр этем ҫутӑ курнӑ, суя этем Турӑ курнӑ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8435Суккӑра сӗт те шыв.Сывлӑх — Чир-чӗр
8436Суккӑра сут ҫук.Сывлӑх — Чир-чӗр
8437Суккӑра ҫутӑ та тӗттӗм.Сывлӑх — Чир-чӗр
8438Суккӑрпа уксаха улталама хӗн тенӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8439Суккӑрри куҫлине ҫавӑтса ҫӳремест.Сывлӑх — Чир-чӗр
8440Суккӑршӑн тӗс ҫук.Сывлӑх — Чир-чӗр
8441Суккӑршӑн уйӑх та, хӗвел те пӗр.Сывлӑх — Чир-чӗр
8443Сунаспа анас мӑшӑрлӑ ҫӳреҫҫӗ тенӗ: сунасӗ аплах мар, анасӗ — пӗр ҫын анасласан тата тепӗр ҫын та пӗрле ларнӑ-тӑнӑ ҫӗрте анасласа ярать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8442Сунаспа анас мӑшӑрлӑ ҫӳреҫҫӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8444Суран кӗҫӗтсен ӳт илет теҫҫӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8445Сурана лӑпкӑ кирлӗ, хӗре каччӑ кирлӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8446Суранлӑ чӗрен ҫӗвви юлать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8447Сусӑр ҫынна сусӑрри кӑна ӑнланать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8448Сусӑра сусӑр ҫӗклет теҫҫӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8449Сывӑ пулас тесессӗн сахал ҫи те сахал ӗҫ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8450Сывӑ ҫын — ирӗклӗ ҫын.Сывлӑх — Чир-чӗр
8451Сывӑ ҫын — ҫунатлӑ ҫын.Сывлӑх — Чир-чӗр
8452Сывӑ ҫын уксах ҫын нушине ӑнланмасть.Сывлӑх — Чир-чӗр
8453Сывӑ ҫын чухӑн пулмасть.Сывлӑх — Чир-чӗр
8454Сывӑ ҫынна пур апат та тутлӑ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8455Сывӑ ҫынна тухтӑр кирлӗ мар.Сывлӑх — Чир-чӗр
8456Сывӑ ҫынна чир ҫулӑхмасть.Сывлӑх — Чир-чӗр
8457Сывӑ ҫынна юмӑҫ карчӑк кураймасть тет.Сывлӑх — Чир-чӗр
8458Сывӑ ҫыншӑн кашни кун уяв.Сывлӑх — Чир-чӗр
8459Сывӑ ҫыншӑн юмӑҫ ют.Сывлӑх — Чир-чӗр
8460Сывва сывсӑр туртать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8461Сыввине мар, чирлине эмел памалла.Сывлӑх — Чир-чӗр
8474Сывлӑх — пуянлӑх.Сывлӑх — Чир-чӗр
8462Сывлӑх апатран килет.Сывлӑх — Чир-чӗр
8463Сывлӑх ахах пекех, час ҫухалма пултарать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8464Сывлӑх пӗрре, мул нумай.Сывлӑх — Чир-чӗр
8465Сывлӑх пӗтсен укҫа парса илеймӗн.Сывлӑх — Чир-чӗр
8466Сывлӑх пулмасан мулпа мӗн тӑвас?Сывлӑх — Чир-чӗр
8467Сывлӑх пулмасан пурлӑх та кирлӗ мар теҫҫӗ.Сывлӑх — Чир-чӗр
8468Сывлӑх пулсан мул та, укҫа та пулать.Сывлӑх — Чир-чӗр
8469Сывлӑх пулсан нимӗнле инкек те хӑрушӑ мар.Сывлӑх — Чир-чӗр
8470Сывлӑх пулсан пуринчен пуян.Сывлӑх — Чир-чӗр
8471Сывлӑх пулсан пурте пулать.Сывлӑх — Чир-чӗр