Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш

 

8578Йӑнӑш йӑнтарать, тӗрӗс тӳрлетет.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8579Йӑнӑшасси кашнинех пулать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8586Саккун йыттин хӑйӗн саккунӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8580Саккун сакки сарлака, ҫитсе лармаллӑ мар.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8581Саккун саламатне саккӑрла явнӑ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8582Саккун саламачӗ саккӑрлӑ ҫаптарать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8583Саккун саппун айӗнче.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8584Саккун умӗнче ҫӗлӗк хывса тӑр тенӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8585Саккун урлӑ сиксе каҫаймӑн.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8587Саккун эрешмен карти пек: пӗр лексен хӑтӑлма хӗн.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8588Саккун ячӗпе саккӑрлӑ саламат кастарать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8589Сулахай алӑпа ҫапсан сут ҫук.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8590Сут — вут теҫҫӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8591Сут ӗҫӗ такана ҫинчи шыв пек.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8592Сут ӗҫне йытӑ ҫиет тенӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8593Сут серепи — эрешмен карти: ҫук ҫын ҫакланать, пуян ҫын хӑтӑлать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8594Сут ҫинчи — хӗлӗх ҫинчи.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8595Сут таврашпе тус тытӑн та, килна ан кӑтарт.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8596Сут тенкелӗ хытӑ теҫҫӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8599Сут умне тӑраччен юпа кутне тӑр.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8597Сут умне тӑриччен вут умне тӑр.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8598Сут умне тӑриччен тан пӑр ҫине тӑр.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8600Сутӑн куҫне куриччен кутне кур теҫҫӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8601Сутри — такана ҫинчи тенӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8602Сутсенчи ӗҫ — таканасенчи шыв.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8603Тӗрес ӗҫ кирек хӑҫан та ҫиеле тухать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8604Тӗрӗс калаҫмасӑр тӗрӗслӗхе асаплас мар.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8605Тӗрӗс, кӑмака ҫинчен кӗрӗс! Шап! Лаххана.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8606Тӗрӗслӗх пурпӗрех ҫиеле тухать теҫҫӗ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8607Тӗрӗслӗх ҫӗр айне алтӑнса юлнӑ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8608Тӗрӗслӗх ҫиелте тет.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8609Тӗрӗслӗх ҫуран ҫӳрет, ултав утпа ҫӳрет.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8611Тӗрӗслӗх те термене хупӑнать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8610Тӗрӗслӗх те тӗрлӗрен пулать: пуянсен хӑйсен, чухӑнсен хӑйсен. !Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8612Тӗрӗслӗх тӗрмене хуптарать.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8613Тӗрӗслӗх тӗрмерен тухайман.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8614Тӗрӗслӗх тӗрмерен хӑрамасть.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8615Тӗрӗслӗх тинӗс тӗпӗнче те ҫук.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8616Тӗрӗслӗх тӳпере, тӗрӗсмарлӑх ҫӗр ҫинче.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8617Тӗрӗслӗх тӳрӗ те, мӗлки кукӑр.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8618Тӗрӗслӗх ула кӗсре хӳри айӗнче.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8619Тӗрӗслӗх умӗнче хӗвел те пуҫ тайнӑ тет.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8620Тӗрӗслӗх шыракан тӗксӗр юлнӑ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8621Тӗрӗслӗхе тӗнче пӗлет.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8622Тӗрӗслӗхе тӗрмепе хӑратаймӑн.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8623Тӗрӗслӗхе Тур пӗлет.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8624Тӗрӗслӗхе чаршав карса хуплама ҫук.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8625Тӗрӗслӗхе юратсан тӗрӗс калаҫ.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8626Тӗрӗслӗхпе хӑюлӑх йӗкӗреш.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш
8627Тӗрӗслӗхпе чӑнлӑх йӗкӗреш.Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш