Чӑвашсем — Ытти халӑхсем

 

8953«Тутарла тӑвар каланӑ, ҫу каламан», — тесе каланӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8749Акӑлчан акман ҫӗрте те вырса илет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8750Акӑлчан кӑмӑлӗ — акман тырӑ хӑмӑлӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8751Арабсем те арлӑ йӑх, мӑкшӑсем те мӑшӑрлӑ йӑх.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8752Атӑл урлӑ каҫсассӑн ҫармӑса та ӑс кӗнӗ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8753Вӑл вырӑс ҫав теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8754Вӑрман та пӗр тикӗс мар, халӑхсем те пӗр тан мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8755Вирьял вир пӑттишӗн тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8756Вирьял халӑхӗ — вӑрман халӑхӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8768Вырас куҫӗ — выҫӑ куҫ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8762Вырӑс — вырӑсла, тутар — тутарла.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8779Вырӑс — ҫырӑ, кӑмӑлӗ — ырӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8781Вырӑс — турӑшпа, тутар — тупӑшпа.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8757Вырӑс авалтан вышкай.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8758Вырӑс вӑйпа илет, тутар туртса илет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8759Вырӑс виҫҫӗ чӑтать, тӑваттӑмӗшӗпе хӑй хуҫать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8760Вырӑс вырӑн шырать, тутар тупӑш шырать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8761Вырӑс вырӑсла пӗлмест, чӑваш чӑвашла пӗлмест.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8763Вырӑс кайрӗ — вырӑн юлчӗ, ирҫе кайрӗ — ирӗк юлчӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8764Вырӑс кайрӗ — вырӑн юлчӗ, тӑван кайрӗ — хуйхӑ юлчӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8765Вырӑс кайрӗ вырӑн юлчӗ теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8766Вырӑс кайсан — вырӑн юлать, майри кайсан — майлӑ пулать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8767Вырӑс курсан вӑрмана, кашкӑр курсан катана, упа курсан килелле.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8769Вырӑс пирне вилсен тӑхӑнаҫҫӗ, чӑваш пирне пурӑннӑ чух тӑхӑнаҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8770Вырӑс сивви — нимӗҫсене вилӗм кӗвви.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8771Вырӑс сивви тимӗр хуҫать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8772Вырӑс ҫӗрӗ нихҫан та паттӑрсӑр пулман.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8773Вырӑс ҫитмен вырӑн ҫук.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8774Вырӑс ҫын — ырӑ ҫын.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8775Вырӑс ҫынни вырӑнлӑ калаҫать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8776Вырӑс ҫыннин ӑс хуранӗ пысӑкрах.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8777Вырӑс ҫыннин кӑмӑлӗ ырӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8778Вырӑс ҫыннине вырӑсла апатра ӑс кӗрет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8780Вырӑс ҫыру — хут ҫинче, чӑваш ҫыру — тӗр ҫинче.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8782Вырӑс Турри вырӑс майлӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8783Вырӑс умӗнче выртса макӑрсан та усӑ ҫук.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8784Вырӑс чӑтать-чӑтать те, пӗр вӗҫерӗнсен ӗмӗр асӑнмалӑх тӑвать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8785Вырӑс чонӗ час токмасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8786Вырӑс юрласан ҫумӑр пулать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8787Вырӑс яшки вырӑн тупать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8788Вырӑса курсан — вӑрмана, кашкӑра курсан — катана.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8789Вырӑса пичче ту, тутара юлташ ту.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8790Вырӑса тус ту, тутара кунтӑк ту.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8791Вырӑса хирӗҫ ҫӑкӑрпа, тутара курсан — ҫырмана.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8792Вырӑса ятна ан кала, тутара килне ан кӑтарт.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8793Вырӑсӑн — им, чӑвашӑн — юм.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8794Вырӑсӑн пуртти икӗ майӗпе те касать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8795Вырӑсӗ вӑрман касать, турпасӗ кӑмпа татать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8796Вырӑсла пӗлместӗп, чӑвашла маннӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
8797Вырӑсла ҫын урӑхла.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем