8798 | Вырӑсна ятна ан кала, мишерне ҫуртна ан кӑтарт. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8799 | Вырӑсне кура майри. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8800 | Вырӑспа пулсан тӑшман ҫӗнеймӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8801 | Вырӑспа ҫула тух, тутарпа сысма ан тух. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8802 | Вырӑспа тус пул, тутарпа кутӑн пул. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8803 | Вырӑспа тус тусан пасма тулӑ парса уйӑрмалла теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8804 | Вырӑспа чӑваш — пиччӗшӗпе шӑллӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8805 | Вырӑссем выльӑха та ҫын ячӗпе чӗнеҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8806 | Ӗлӗк укҫа салатнӑ чух вырӑс укҫа салатакана пӑт чӗрес кайса панӑ тет, чӑваш — пӗчӗк хутаҫ, ҫавӑнпа чӑваш начар тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8807 | Ӗҫкӗ-ҫикӗ хутӑшсан ҫармӑс та хурӑнташ пулать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8808 | Ӗҫле-ӗҫле те, вил те вырт терӗ тет тутар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8809 | Икӗ мӑкшӑ пӗр пасар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8810 | Инке кукӑль пӗҫерет, тутар ҫисе пӗтерет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8811 | Каҫ пулсан калмӑка та ӑс кӗрет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8812 | Кашни чӑваш хӑй патша. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8813 | Кӑвакал амӑшне пӑх та, ҫармӑс хӗрне пӑх. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8814 | Кӑркӑс ҫынни какриш киличчен ҫиет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8815 | Кирек ӑҫта кайсан та пӗр хӗвел, хӗвел пӗр те, халӑх пӗр мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8816 | Мӑкшӑ ӗни мӑк ҫисех сӗт парать тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8817 | Мӑкшӑ куҫӗ пин куҫ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8818 | Мӑкшӑ мӑккӑлӗ те авланнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8820 | Мӑкшӑ симӗс шӑрҫа пек. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8821 | Мӑкшӑ ҫынни виҫ чӗлхеллӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8822 | Мӑкшӑ ҫынни мӑклӑ ҫӗр ҫинче пурӑнма юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8819 | Мӑкши сари пуҫ сари, тӗпретсен ҫавах мар-и. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8823 | Мишер ларнӑ вырӑна саваламасӑр ан лар теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8824 | Мишер пек суеҫҫи, вырӑс пек усалли, чӑваш пек йӑвашши ҫын та ҫук. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8825 | Мишер сакки сӑрлӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8826 | Мишер саккине лариччен калла-малла шутлама каланӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8827 | Мишер чӑвашран кулса: «Чӑваш ӗҫсӗр аптӑрасан хуралтӑ пӑсма тытӑнать», — тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8828 | Мишере ҫуртна ан кӑтарт, вырӑса ятна ан кала. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8829 | Нимӗҫ вӑл ӑспа пурнакан ҫын, алхапӑлтах мӗн курнӑ ун хыҫҫӑн каймасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8830 | Нимӗҫ куҫ умӗнче йӑпӑлти, кут хыҫӗнче — туйи. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8831 | Нимӗҫ салтакӗн алли арчара, куҫӗ кӗсйинче. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8832 | Нимӗҫе умри ҫитмен тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8833 | Нимӗҫӗн куҫӗ выҫӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8834 | Пултӑран пур ҫӗрте тӑватӑ пушкӑрт ҫынни вилмен тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8835 | Пур чух пушкӑртла, ҫук чух кашкӑрла. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8836 | Пур чухне калмӑкла, ҫук чухне пушкӑртла. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8837 | Пушкӑрт лаши пушӑлла чупмасть. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8838 | Пушкӑрт лаши пуштӑ чупма. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8839 | Пушкӑрт пушши лексен тутарла та юрласа ярӑн. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8840 | Пушкӑрт тутарӗ тем те тутарӗ теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8841 | Пушкӑрт хӑни пуш алӑпа ҫӳремест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8842 | Пушкӑрта курсан вырӑс чӗри те кӑрт! Тунӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8843 | Пушкӑрта пушӑлла илеймӗн теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8844 | Пушкӑртӑн та пуҫ купташки пушӑ мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8845 | Пушкӑртпа тутар — пушӑпа чукмар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8846 | Ҫармӑс алӑк урлӑ каҫсан ҫамкине ҫапнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
8847 | Ҫармӑс Атӑл урлӑ каҫсан тин астунӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |