Чӑвашсем — Ытти халӑхсем

 

9099Чӑваша ыраш хӑмӑлӗнчен туса янӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9113Чӑвашӑн — чӑкӑт, тутарӑн — турӑх.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9100Чӑвашӑн ӑрӑмӑҫ нумай.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9101Чӑвашӑн ӑсӗ хӑйӗнчен виҫ ҫухрӑм кайра пырать, тутарӑн — виҫ ҫухрӑм малта, вырӑсӑн — хӑйпе пӗрле.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9102Чӑвашӑн ҫынна ҫимесӗр сӑмах ҫук теҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9103Чӑвашӑн та алли чапрас мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9104Чӑвашӑн та ҫынлахӗ пысӑк.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9105Чӑвашӑн та чӗри чӑмӑр.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9106Чӑвашӑн телейӗ чӑлах ҫуралнӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9107Чӑвашӑн тетсӗр сӑмах ҫук.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9108Чӑвашӑн Турри те йӑваш пулнӑ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9109Чӑвашӑн ура салтса сырсах ҫур ӗмӗр иртет тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9110Чӑвашӑн чаплӑ апачӗ — вир пӑтти.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9111Чӑвашӑн чаплӑ апачӗ — чӑх яшки.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9112Чӑвашӑн чӑвашла алӑк, вырӑсӑн вырӑсла алӑк.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9114Чӑвашӑн юратнӑ апачӗ: ҫуркунне — пултӑран, кӗркунне — шӑрттан.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9115Чӑвашӑн юрри-сӑвви кӗсйинчех тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9116Чӑвашӑнне касман та, ҫапах космонавт пулса вӗҫеҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9117Чӑвашпа чӑвашла пупле, вырӑспа вырӑсла пупле.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9118Чӑвашсем ҫӗрӗн пулсан та, пӗр харӑссӑн калаҫҫӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9119Чӑвашсен ӗлӗк-авал ҫитмӗл те ҫичӗ Турӑ пулнӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9121Чее ирҫе ир тӑрать, ир тӑрать те ӗҫ тӑвать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9120Чее ирҫе ир тӑрать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9122Чӗнмен майра, чӗннӗ вырӑс.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9123Чӗнсен тутар та килет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9124Чикан алли чуман лашана та чуптарать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9125Чикан аллинче чуман лаша та чӗвен тӑрать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9126Чикан аллинче чуман лаша та чупать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9127Чикан ӑйри виҫ кунтан чуман.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9128Чикан ӑйри чӑхӑмӑҫ тет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9129Чикан ӑсӗ — хӑюлӑх.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9130Чикан куҫӗ — ҫӑхан куҫӗ: аякранах асӑрхать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9131Чикан лаши ҫимесӗр пурӑнма вӗренсе те ҫитнӗ, вилсе те кайнӑ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9132Чикан лаши чӑтӑмлӑ, тутар лаши тӳсӗмлӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9133Чикан лаши ыр тӗкӗн мар.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9134Чикан лашине туянсан куллен виҫҫӗ ларса йӗрӗн.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9135Чикан лашине туянсан туй вырӑнне ҫуй курӑн.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9136Чикан майри чике тӑршшӗ лартма та пӗлет.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9137Чикан начар лашине лайӑх лашапа улӑштарсан та сӗтев ыйтать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9138Чикан сӑмахне ӗненме хушман.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9139Чикан ҫие кӗме юратать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9140Чикан ҫынни именме пӗлмест.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9141Чикан тӳшекӗ — ешӗл курӑк, ҫи виттийӗ — кӑвак тӳпе.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9142Чикан улталамасӑр кун каҫаймасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9143Чикан хӑйӗн ачине айӑп тӑвичченех патакласа хурать.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9144Чикан хӑюлӑхӗ чирлӗ выртмасть.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9145Чикан чӗлхи илес мар ҫӗртен илтерӗ.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9146Чикан чунне чухлама хӗн.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9147Чикан чухӑн мар, пӗтем тӗнче унӑн.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем
9148Чикан шучӗпе ҫу килмест.Чӑвашсем — Ытти халӑхсем