| 9160 | Авӑн ҫапма улттӑн ҫӑмӑл, иккӗн икерчӗ ҫиме ҫӑмӑл. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9161 | Ӗмӗр пӗрле порӑнас, урӑм вилес. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9162 | Иккӗн автан ҫиме, вун иккӗн авӑн ҫапма аван. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9163 | Иккӗн ик кулач иличчен пӗччен пӗр пӗремӗк ил. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9164 | Иккӗн икерчӗ ҫиме аван тет, тӑваттӑн авӑн ҫапма аван тет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9167 | Иккӗн иккӗнех теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9165 | Иккӗн иккӗнех: инкек пулсан та ҫурмалла. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9166 | Иккӗн иккӗнех: лашине илсе кайсан та ҫуни юлать теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9168 | Иккӗн упана та ҫӗннӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9170 | Йыш апатне йытӑ та ҫимен. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9171 | Йыш ҫук, куҫ ҫук. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9173 | Йышӗ йыттине палламан пек пулать теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9172 | Йышӗ йыттине, йытти хӳрине. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9174 | Йышлӑ ҫемьере кӑвас чӗресӗ пушӑ лармасть. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9175 | Йышлӑ ҫемьере ҫӑкӑр ҫитмест. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9176 | Йышне кура хурӑнташӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9177 | Йышпа ватти те ташланӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9178 | Йышпа ӗҫ тума аван, пӗччен пыл ҫиме аван. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9179 | Йышпа ҫисен апат тутлӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9180 | Йышпа тӑрсан кӑткӑсем те ҫӗлене ҫӗнеҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9181 | Йышпа ӳпре те вӑйлӑ теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9182 | Йышра вилӗм те хӗрлӗ тет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9183 | Йышра ӗҫлеме лайӑх. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9184 | Йышра йыш пек пулас те, ялта ял пек пулас те. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9185 | Йышран уйрӑлсан пурӑнма йывӑр. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9186 | Килӗшре пӑтӑ та ҫӑра. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9190 | Пӗр пуҫ та пӗр кут, ӑҫта кайсан та аптрас ҫук. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9189 | Пӗр пуҫ, пӗр кут, таҫта та йӳнеҫет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9191 | Пӗр ҫын пӑснине пин ҫын та тӳрлетеймест. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9187 | Пӗр-пӗччен пӗкӗ аваймӑн. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9188 | Пӗр-пӗччен пус чавма кӗрӗшмеҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9193 | Пӗрле пӗлӗм ҫинипех ҫынна пӗлсе ҫитме ҫук. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9194 | Пӗрле ҫисен пилеш те тутлӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9195 | Пӗрле тӑвӑр пек, пӗччен кичем пек. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9196 | Пӗрлешӳре — вӑй. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9197 | Пӗрлӗх чул хӳмерен ҫирӗпрех. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9217 | Пӗччен — ыйхӑ ҫапма, эртелпе — вӑрман касма. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9198 | Пӗччен автан ашӗ ҫиме анчах аван теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9199 | Пӗччен алӑпа тӗвӗ салатма йӑвӑр тенӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9200 | Пӗччен йывӑҫ час тӳнет. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9201 | Пӗччен йывӑҫа ытларах ҫил тустарать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9202 | Пӗччен кайнӑ — пурлӑх курнӑ, йышпа кайнӑ — телей тупнӑ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9203 | Пӗччен пӗлӗм ҫиме анчах аван. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9204 | Пӗччен пурнӑҫ упа пурнӑҫ теҫҫӗ. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9205 | Пӗччен пурнӑҫ эрӗмрен те йӳҫӗрех. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9206 | Пӗччен пуҫ пӗшкӗнет, ушкӑн йыш ут утланать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9207 | Пӗччен путеке тукмак тытать. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9208 | Пӗччен пыл хурчӗ нумаях пыл тӑвас ҫук. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9209 | Пӗччен ҫӑтмахра та савӑк мар. | Пӗчченли — Ушкӑнли |
| 9210 | Пӗччен ҫуралнӑ пулин те, йышпа пурӑн. | Пӗчченли — Ушкӑнли |