| 9325 | Пур пӗтет, ҫук пӗтмест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9326 | Пур пулаччен ҫук пул. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9327 | Пур пулсан лайӑх, ҫук пулсан тата лайӑхрах теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9328 | Пур ҫын ҫумне ҫыпӑҫиччен ҫук ҫын ҫумне ҫыпӑҫ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9329 | Пур тесе ан мухтан, ҫук тесе ан хурлан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9330 | Пур чух алтӑрпа, ҫук чух ҫӑпалапа. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9332 | Пур чухне пунеттей, ҫук чухне святой теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9333 | Пур чухне путене, ҫук чухне карӑш. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9334 | Пур чухне путенелле, ҫук чухне куракла. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9335 | Пур чухне пылпа, ҫук чух шывпа. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9336 | Пурлӑх пухма пурлака каймаҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9337 | Пурлӑху ҫине ан тайӑн, хам ӗмӗре ҫитет тесе ан тӗкел. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9338 | Пуррӑн пин шухӑш, ҫуккӑн пӗр шухӑш. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9339 | Пурри аякран тӗкмест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9340 | Пурри патне ал пырать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9341 | Пурри пуррипе тӑмасть, ҫукки ҫуккипе тӑмасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9342 | Пурри пуршӑн хуйхӑрать, ҫукки ҫукшӑн хуйхӑрать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9343 | Пуррин ҫӗрет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9344 | Пуррине пӗтерсе ҫукка шырасси пит хӗн ӗҫ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9345 | Пурринчен ҫукки ирттерет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9346 | Пуртан пыл тумлать, ҫукран юн тумлать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9347 | Пуҫтаракана татӑк та пӗр чӗлӗ тӗшне. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9348 | Пухнӑ мула леш тӗнчене илсе каяймастӑн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9356 | Пуян — минутлӑх, ҫук — ӗмӗрлӗх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9349 | Пуян вилсен мул юлать, ыр ҫын вилсен ят юлать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9350 | Пуян выҫлӑх пуласса кӗтет, пупӗ ҫын вилессе кӗтет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9351 | Пуян ӗҫке юратать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9352 | Пуян йытти хыт ҫыртать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9353 | Пуян карап хӗрхенет, чухӑн туя хӗрхенет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9354 | Пуян кушакки карсак тытать, йытти тилӗ тытать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9355 | Пуян мар, сывлӑх пуян теҫҫӗ ваттисем. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9357 | Пуян мултан тӑранман. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9358 | Пуян пулас пулсассӑн вӑрманта утса ҫӳрени мар. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9359 | Пуян пур выльӑхне хӗрхеннӗ, ҫук ҫын ҫук чӑххине пусса хӑна тунӑ теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9360 | Пуян пурлӑх пухать, ҫук ҫын саклат хывать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9361 | Пуян пурнас тесен кӑмака ҫинче выртма юрамасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9362 | Пуян пурҫӑн тӑхӑнать, ҫук ҫын ҫурхах тӑхӑнать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9363 | Пуян пуяна пӗлет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9364 | Пуян пуяссипе аташать, суйкӑн суяссипе аташать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9365 | Пуян пӳлмине пурлӑх пӑсман тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9366 | Пуян сӑмахӗ витӗмлӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9367 | Пуян сӑмахне илтсен те илтмӗш пул теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9368 | Пуян сӑра тусан юрлӑ ҫыннӑн ҫӑпати ҫӗтӗлет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9369 | Пуян ҫӑкӑрне хырӑмпа туртса пӗтереймӗн. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9370 | Пуян ҫӑкри пыра та ларать, кута та тӑрӑнать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9371 | Пуян ҫӑмха пек, ҫук ҫын ҫурта пек. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9372 | Пуян ҫук ҫын патӗнче чухӑн тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9388 | Пуян ҫук ҫынна шеллемест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9373 | Пуян ҫын ани ҫырма тӑрӑх, ҫук ҫын ани ҫула тӑрӑх. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9374 | Пуян ҫын вилме выртсан та мул ҫинчен шутлать тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |