| 9630 | Ҫӗвӗҫӗн ӗмӗр вӑрӑм пулмасть. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9631 | Ҫӗвӗҫӗн кӗрӗкӗ ҫӗтек, тимӗрҫӗн пуртти катӑк, платникӗн пӳрчӗ ҫӗрӗк. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9632 | Ҫӗвӗҫӗн те кӗвӗҫ пур, кӗлмӗҫӗн те кӗвӗҫ пур. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9633 | Ҫӗвӗҫӗн укҫи йӗппипех тухать, тимӗрҫӗн — тимӗрпеле. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9634 | Ҫӗвӗҫӗн укҫи ҫип пек ҫинҫе, тимӗрҫӗн кӑмрӑк пек ҫӑмӑл. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9635 | Ҫӗвӗҫӗн юмахӗ ҫӗр каҫиччен тӑсӑлать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9636 | Ҫӗвӗҫрен ҫип ан ыйт, тимӗрҫӗрен тимӗр ан ыйт. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9637 | Ҫил арман хуҫи ҫилпе пуять. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9638 | Ҫилӗмҫӗ — кӗлмӗҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9641 | Тарҫӑ — сӗм суккӑр, ывӑл — хӑрах куҫлӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9643 | Тарҫӑ — тарҫах, ӑна шанса кӑмака ҫине хӑпарса выртмалла мар. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9639 | Тарҫӑ йыт вырӑнче ӗҫлет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9640 | Тарҫӑ пулас килмен таркӑна тухнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9642 | Тарҫӑ ҫурӑмӗ ҫинче матак ташлать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9644 | Тарҫӑ тӑварпа пуҫса ҫиет, улпут услам ҫупа пуҫса ҫиет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9645 | Тарҫӑ-тӗрҫе шанакан хӑрах куҫсӑр пулнӑ, ывӑла-хӗре шанакан тӗп куҫсӑр пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9646 | Тарҫӑн тар типмен, пурлакӑн пыр тӑранман. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9647 | Тарҫӑн тар тухнӑ, чуран — чун тухнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9648 | Тарҫӑсем — суккӑр, ывӑл — хӑрах куҫ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9649 | Тарҫийӗн тарҫи пур. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9650 | Тарҫине шанакан тӗп пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9651 | Тимӗрҫ ҫынсӑр тӑмӗ, арман ҫынсӑр тӑмӗ, юмӑҫ ҫынсӑр тӑмӗ, | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9652 | Тимӗрҫӗн алли тимӗр теҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9653 | Тимӗрҫӗн ӗҫӗ вӗркӗҫре. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9655 | Тимӗрҫӗн пуртти катӑк, платникен пуртӑ аври ҫук, пупӑн кӗнеки ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9656 | Тимӗрҫӗн пуртти катӑк, ҫӗвӗҫӗн сӑхманӗ ҫӗтӗк, каскалаканӑн пӳрт ӑш-чикки пулса пӗтмен. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9654 | Тимӗрҫӗн пуртти катӑк. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9657 | Тимӗрҫӗн пуртти ҫук, ҫӗвӗҫӗн йӗппи ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9658 | Тимӗрҫрен кӑмрӑк ыйтса илеймӗн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9659 | Тимӗрҫшӗн пулсан тимӗр хаклӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9660 | Тияккӑна пот то пот, тиечука чип те ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9661 | Тӳре таврашӗнче тӳрӗ кӑмӑл тӗс паман. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9662 | Тӳре умӗнче тӳрре тухаймӑн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9664 | Тӳре-шара ятпа ҫӳрет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9663 | Тӳрепе пуҫлӑх умӗнче суйса суйма именӗр. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9665 | Тӳррӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9666 | Улпут та, йытӑ та пӗр пек. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9667 | Хантарайсем — кантурта. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9668 | Хупах енне ҫавӑрӑнсан ким яракан хуҫа та саланать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9669 | Хур шӑмми тытан хур пулман. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9670 | Хусан хуҫин те хуранӗ хура. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9671 | Хуҫа ӗҫӗ пилӗке хуҫать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9672 | Хуҫа ӗҫне ӗҫлесе пӗтереймӗн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9673 | Хуҫа пушӑ ларсан хуҫалӑх пушанать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9674 | Хуҫа тесе хӗрӗх хуҫӑк пулса ӳкме ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9675 | Хуҫана юрасшӑн тарҫи ҫын вӗлернӗ теҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9676 | Хуҫасӑр арманта шуйттан табак авӑртать тет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9677 | Хуҫасӑр кил саланать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9678 | Хуҫи мӗнле, йытти те ҫавнашкал. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9679 | Хуҫи хушать йыттине, йытти хушать хӳрине. | Хуҫа — Тарҫӑ |