1028 | Авӑр шуйттансӑр пулмасть. | Турӑ — Шуйттан |
1029 | Арман шуйттансӑр пулмасть теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1030 | Арҫурие шыва май тесен пырать тет, шыва хирӗҫ тесен тарать тет. | Турӑ — Шуйттан |
1031 | Аташ, ман пӗр сӑмах: Турӑ ҫук, шуйттан ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1032 | Ӗҫлесессӗн, тӑван, Турӑ мул парӗ; тӑванӑм, шухӑшласан Турӑ ӑс парӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1033 | Ишек Турри куштан майлӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1034 | Ишек Турри ҫынна пӑхать. | Турӑ — Шуйттан |
1035 | Ишек Туррине пуҫҫапиччен пупна пуҫҫап. | Турӑ — Шуйттан |
1036 | Кам Турӑпа, Турӑ та унпа. | Турӑ — Шуйттан |
1037 | Кӗлтунипе кӗлет лартаймӑн. | Турӑ — Шуйттан |
1038 | Кунне те, апатне те Турӑ парать. | Турӑ — Шуйттан |
1040 | Пӗвере шуйттан пӗтмест теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1041 | Пӗрре вырӑнне Турӑ вуннӑ парать теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1042 | Пӗррӗн Турри ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1043 | Пилне кура Тур парать тет. | Турӑ — Шуйттан |
1044 | Пихампар та парне панине юратать. | Турӑ — Шуйттан |
1045 | Ҫукки Турӑра теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1046 | Ҫукран пур пулсан — Турӑпа тан, пуртан ҫук пулсан — ҫӗрпе тан. | Турӑ — Шуйттан |
1047 | Тепле тарӑхсан та Турӑпа тавлашас ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1048 | Торӑран тортса илмелле мар тенӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1056 | Тур вӑй патӑр теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1058 | Тур ирӗкӗпе тӗнче тӑрать. | Турӑ — Шуйттан |
1059 | Тур курать те, калаҫмасть. | Турӑ — Шуйттан |
1060 | Тур куртӑр та, шуйттан чартӑр. | Турӑ — Шуйттан |
1061 | Тур лаша Турри — тулли валашка. | Турӑ — Шуйттан |
1062 | Тур палли турӑхпа ҫусан та шуралмасть. | Турӑ — Шуйттан |
1063 | Тур паллине тумла шывӗпе ҫуса та пӗтереймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
1064 | Тур паллине Тур Амӑш парать. | Турӑ — Шуйттан |
1065 | Тур паллине Тур парать, усал ята кам парать? | Турӑ — Шуйттан |
1066 | Тур паманнине ҫапӑҫса илеймӗн. | Турӑ — Шуйттан |
1067 | Тур панӑ телей шӑл ҫӗмӗрсе кӗрет. | Турӑ — Шуйттан |
1068 | Тур панӑ турпас тура пулнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1069 | Тур панине пухса пыр, ху тупнине хушса пыр. | Турӑ — Шуйттан |
1070 | Тур панине ҫинӗ чух Турра та пайсӑр ан хӑвар. | Турӑ — Шуйттан |
1071 | Тур панине ҫын ҫӗклеймен. | Турӑ — Шуйттан |
1072 | Тур панине шуйттан илет. | Турӑ — Шуйттан |
1073 | Тур патӑр тесе йӑлӑниччен Турра шӗкӗр! — ҫӑмӑлрах. | Турӑ — Шуйттан |
1074 | Тур перекетне пар. | Турӑ — Шуйттан |
1075 | Тур пулӑшсан — ӑнать, мур пулӑшсан — кӑнать. | Турӑ — Шуйттан |
1076 | Тур пулӑшсан ӗҫ пулать. | Турӑ — Шуйттан |
1077 | Тур пулӑшсан мур та ҫӗнеймест. | Турӑ — Шуйттан |
1078 | Тур пулӑштӑр ӗмӗр вӗҫне тухма. | Турӑ — Шуйттан |
1079 | Тур пулӑштӑр ыр курма. | Турӑ — Шуйттан |
1080 | Тур савнӑ ҫын самӑр пулать. | Турӑ — Шуйттан |
1081 | Тур сирнипе инкек сирӗлмест. | Турӑ — Шуйттан |
1082 | Тур сыхлани ху сыхланине ҫитес ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1057 | Тур хӑйне хӑй тасатать. | Турӑ — Шуйттан |
1199 | Турӑ — чӑннипе, усал — ултавпа. | Турӑ — Шуйттан |
1085 | Турӑ аллинче кун нумай та, пирӗн тӗле мар. | Турӑ — Шуйттан |
1086 | Турӑ анчах ҫылӑхсӑр. | Турӑ — Шуйттан |