| 10381 | Кута куршанак ҫыпӑҫать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10384 | Лав йывӑрӑшне лавҫӑ пӗлмест, лаша пӗлет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10385 | Лава кайма Лаваҫ, укҫине илме Укаҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10386 | Лайӑхрах тумланса ҫӳрес пулсан кантӑрпа йӗтен ак, сурӑх ҫӑмӗ ҫук пулсан сурӑх йышлӑрах усра теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10387 | Лашасӑр ҫын хресчен мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10388 | Малтан ӗҫ тума тытӑначчен шухӑшлас пулать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10389 | Малтан шухӑшламасӑр пӗлмен ӗҫе ан ту. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10390 | Мӑн кахал кӗҫӗн кахала ӗҫ хушнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10391 | Мел пӗлсен кирек хӑш ӗҫ те ансат. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10392 | Мӗн тӑван ӗҫ ӑнмасан, пултран яшки пулмасан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10393 | Мӗнле суха туни, ҫавнашкал тырри-пулли. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10394 | Мӗнле ҫын, ӗҫӗ те ҫавнашкал. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10395 | Навус тӑксан ампар пушӑ пулмӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10396 | Начар ҫын тытӑнсан ӗҫ пула пӗлмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10397 | Наянӑн Турри ҫывӑхра теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10398 | Нимен нимӗрӗ те хамӑртанах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10399 | Нумай ӗҫе тытакан пӗр ӗҫне те тӑвайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10400 | Нумай калаҫакан сахал ӗҫлет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10401 | Нумай ҫывӑракан нушаран тухайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10402 | Нумай ҫывӑракан ҫын пархатар кураймасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 4627 | Нумай ҫывӑракан ҫын ырӑ кураймасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10403 | Нумай ҫывӑракан ыйхинчен киленнӗ тет, ир тӑракан ӗҫӗнчен киленнӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10404 | Нумай ҫывӑраканӑн пит шӑлли йӗпе. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10405 | Парыш илейместӗн тӑрӑшмасан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10406 | Пӑлахай инкен кашни кун инкек. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10407 | Пӑлахай ҫынна Турӑ та пулӑшмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10408 | Пӑлахайӑн ӗҫӗ пӑхлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10409 | Пӑсасси ҫӑмӑл та, тӑвасси хӗн теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10410 | Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10411 | Пӑссан ҫӗр ҫын пӑсать тет, юсасан пӗр ҫын юсать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10412 | Переймен пысӑк ҫӗкленӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10413 | Пӗлекен ӗҫе хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳрес ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10414 | Пӗр кона йолнӑ ӗҫ пин кона йолнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10415 | Пӗр кун ӗҫлени пӗр ҫул тӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10416 | Пӗр кун кая юлсан виҫӗ кунта хуса ҫитеймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10417 | Пӗр спаҫҫипӑшӑн пӗр ҫул ӗҫленӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10418 | Пӗр уйӑх ӗҫлет те ҫулталӑк пурӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10419 | Пӗр хӑнӑхнӑ ӗҫе пӑрахма хӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10420 | Пӗри — армана, тепри — вӑрмана. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10421 | Пӗрре кассах йывӑҫа ӳкереймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10422 | Портӑ аврине тытма хӑтланса порттине шыва янӑ тет ӗлӗк пӗри. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10423 | Прахса хӑвар юлхавна, ан прахса хӑвар ӗҫне. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10424 | Пурнӑҫ тӑвас килсессӗн ир ирех тӑр, тӑван каҫ каҫарарах юл. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10425 | Пурне те тӑваканӑн пилӗкӗ хуҫӑлнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10426 | Пурне те харӑс тӑваймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10427 | Пуртӑ аврине тытма хӑтланса пурттине шыва янӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10429 | Пуҫланӑ ӗҫ — пӗтнӗ ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10431 | Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10430 | Пуҫтарма ӗмӗрлӗх, саланма виҫ кунлӑх. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10432 | Пухура пухӑнса лараҫҫӗ, ларура саркаланса лараҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |