10381 | Кута куршанак ҫыпӑҫать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10384 | Лав йывӑрӑшне лавҫӑ пӗлмест, лаша пӗлет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10385 | Лава кайма Лаваҫ, укҫине илме Укаҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10386 | Лайӑхрах тумланса ҫӳрес пулсан кантӑрпа йӗтен ак, сурӑх ҫӑмӗ ҫук пулсан сурӑх йышлӑрах усра теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10387 | Лашасӑр ҫын хресчен мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10388 | Малтан ӗҫ тума тытӑначчен шухӑшлас пулать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10389 | Малтан шухӑшламасӑр пӗлмен ӗҫе ан ту. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10390 | Мӑн кахал кӗҫӗн кахала ӗҫ хушнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10391 | Мел пӗлсен кирек хӑш ӗҫ те ансат. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10392 | Мӗн тӑван ӗҫ ӑнмасан, пултран яшки пулмасан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10393 | Мӗнле суха туни, ҫавнашкал тырри-пулли. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10394 | Мӗнле ҫын, ӗҫӗ те ҫавнашкал. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10395 | Навус тӑксан ампар пушӑ пулмӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10396 | Начар ҫын тытӑнсан ӗҫ пула пӗлмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10397 | Наянӑн Турри ҫывӑхра теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10398 | Нимен нимӗрӗ те хамӑртанах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10399 | Нумай ӗҫе тытакан пӗр ӗҫне те тӑвайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10400 | Нумай калаҫакан сахал ӗҫлет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10401 | Нумай ҫывӑракан нушаран тухайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10402 | Нумай ҫывӑракан ҫын пархатар кураймасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
4627 | Нумай ҫывӑракан ҫын ырӑ кураймасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10403 | Нумай ҫывӑракан ыйхинчен киленнӗ тет, ир тӑракан ӗҫӗнчен киленнӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10404 | Нумай ҫывӑраканӑн пит шӑлли йӗпе. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10405 | Парыш илейместӗн тӑрӑшмасан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10406 | Пӑлахай инкен кашни кун инкек. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10407 | Пӑлахай ҫынна Турӑ та пулӑшмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10408 | Пӑлахайӑн ӗҫӗ пӑхлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10409 | Пӑсасси ҫӑмӑл та, тӑвасси хӗн теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10410 | Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10411 | Пӑссан ҫӗр ҫын пӑсать тет, юсасан пӗр ҫын юсать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10412 | Переймен пысӑк ҫӗкленӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10413 | Пӗлекен ӗҫе хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳрес ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10414 | Пӗр кона йолнӑ ӗҫ пин кона йолнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10415 | Пӗр кун ӗҫлени пӗр ҫул тӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10416 | Пӗр кун кая юлсан виҫӗ кунта хуса ҫитеймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10417 | Пӗр спаҫҫипӑшӑн пӗр ҫул ӗҫленӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10418 | Пӗр уйӑх ӗҫлет те ҫулталӑк пурӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10419 | Пӗр хӑнӑхнӑ ӗҫе пӑрахма хӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10420 | Пӗри — армана, тепри — вӑрмана. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10421 | Пӗрре кассах йывӑҫа ӳкереймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10422 | Портӑ аврине тытма хӑтланса порттине шыва янӑ тет ӗлӗк пӗри. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10423 | Прахса хӑвар юлхавна, ан прахса хӑвар ӗҫне. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10424 | Пурнӑҫ тӑвас килсессӗн ир ирех тӑр, тӑван каҫ каҫарарах юл. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10425 | Пурне те тӑваканӑн пилӗкӗ хуҫӑлнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10426 | Пурне те харӑс тӑваймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10427 | Пуртӑ аврине тытма хӑтланса пурттине шыва янӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10429 | Пуҫланӑ ӗҫ — пӗтнӗ ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10431 | Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10430 | Пуҫтарма ӗмӗрлӗх, саланма виҫ кунлӑх. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
10432 | Пухура пухӑнса лараҫҫӗ, ларура саркаланса лараҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |