| 10433 | Пушӑ арман ҫилсӗр авӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10434 | Пӳрне ӗмсе пӳрт ҫавӑрма ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10435 | Пысӑк ӗҫе пӗччен ан пуҫӑн: ӗнсӳне хуҫӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10436 | Саккӑрӑн явнӑ саламат сакӑр ҫӗрелле каяймасть, саккӑрӑн пурӑнакан ҫынсен сакӑр ӗҫӗ пулса тӑрать, вунулт урисемпе сакӑр ҫӗрӗн каяҫҫӗ теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10440 | Саклат пӑрах та салат ту. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10437 | Салатма сакӑр алӑк, пухма пӗр алӑк. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10438 | Салатма часах, пуҫтарма часах мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10439 | Сарса пар мана, ҫӗклесе хур мана, витсе пар мана, кайран эпӗ хамах ҫӳреп. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10441 | Сухал тухиччен сухана тухакан сакӑр вунна ҫитнӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10443 | Сухаласа пӗтерсен ана тавра тимӗр карта ҫавӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10442 | Сухалӗ кӑна мар, усси те кирлӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10444 | Сухӑрлӑ тӑпрана суха та илмест теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10445 | Сӳт те ҫӗле, ялан ӗҫре. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10446 | Сылтӑм аллу тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10447 | Сысна ҫулталӑкра пӗрре хӗвел курать тет, кахал кунне пӗрре курать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10448 | Сысна та улма кӑларать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10449 | Ҫӑварни чупас килет пулсан лашуна пӑхма ан ӳркен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10450 | Ҫӑпатине хуҫнӑ та, кантрине явма ӳркеннӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10451 | Ҫӗклеме ҫӑмӑл, пӑрахма йывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10452 | Ҫӗнесси ҫӑмӑл та, ӗҫлесси йывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10453 | Ҫӗнӗ ҫӗрте акмасӑрах тырӑ пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10454 | Ҫӗр ӗҫе пуҫӑнакан пӗр ӗҫне те вӗҫлеймен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10455 | Ҫӗр ӗҫӗ вӑл ҫӗр тӗрлӗ ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10456 | Ҫӗр ҫинче этем туман ӗҫ ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10457 | Ҫӗре хӗвел илемлетет, ҫынна — ӗҫ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10458 | Ҫӗрлехи ӗҫ — ир кулли. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10459 | Ҫӗрсӗр этем хресчен мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10460 | Ҫиелтен тунӑ ӗҫ ҫиеле витмелӗх те ҫитеймен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10461 | Ҫуккине пушши ҫине яр, пушшине ҫуккипе тултар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10462 | Ҫуламасан шумасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10463 | Ҫулталӑк ӗҫлени тӑрантармасть, виҫ кун ӗҫлени тӑрантарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10464 | Ҫурла кӑларасси кун тиркет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10465 | Ҫурла тытма пӗлмен ҫын вырма та пӗлес ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10466 | Ҫурри вилӗ, ҫурри чӗрӗ ӗҫленипе ӗҫ пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10467 | Ҫӳлелле вӗҫтернӗ, аялта хупман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10468 | Ҫӳреме те юрат, ҫунине туртма та юрат. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10471 | Ҫывӑракан — ҫылӑхлӑ, калаҫакан — айӑплӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10469 | Ҫывӑракан йытта ҫӗрӗк какай. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10470 | Ҫывӑракан ҫылӑх тупнӑ, ӗҫлекен ырлӑх тупнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10472 | Ҫывӑракан ҫыннӑн телейӗ те тӗлӗрет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10473 | Ҫывӑракан тӗлӗк курнӑ, ҫывӑрманни кӗрӗк тупнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10474 | Ҫывӑрмасӑр тӗлӗк ҫук, ӗҫлемесӗр телей ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10475 | Ҫывӑрса выртакана шур кулачӑ лекмен тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10476 | Ҫын туман ӗҫ тӗнчере те ҫук теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10477 | Ҫынни ҫемӗн ӗҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10478 | Ҫынсем ҫывӑрнӑ чух ӗҫчен ӗҫ вӑрланӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10479 | Ҫынсем ҫын тунӑ, эпир ӗҫ тунӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10480 | Тапак туртакан пӳрт лартнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10481 | Тар питрен тухнӑ чухлӗ пӗлӗтрен те сывлӑм ӳкмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10482 | Тарӑн сухала, нумайтарах ҫӑкӑр чӑмлӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |