| 10483 | Тарне кура укҫи. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10484 | Таса ӗҫпе кермен туса лартаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10485 | Тӑвайманӑн чӗлхи тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10486 | Тӑвакан черккипе, туманни алтӑрпа. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10488 | Тӑвиччен туманни. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10489 | Тӑк навус ҫӑрарах, ампар пушӑ пулмӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10490 | Тӑрӑшни тӑрантарать, наянлӑх пӑсать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10491 | Тӗлӗк курса ӗҫлес тӗк ӗҫ умне те тӑрас мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10492 | Тимӗр пулсан — тилмӗрмен, аптӑри пулсан — аптӑраман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10493 | Тума йывӑр мар та, шухӑшлама йывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10494 | Тума пӗлсен кӑмака ҫинче те ырӑ пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10495 | Турӑ ӗҫлекен ҫынна пулӑшать, наян ҫынна пулӑшмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10496 | Турпас тӑвакана мар, пӳрт лартакана платник теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10497 | Тӳр пилӗк хитрине турилкке ҫине хума ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10498 | Тӳр пилӗкӗн ҫулӗ тӳрӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10499 | Тӳр пилӗкре пиллӗх ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10500 | Тыр вырассипе авӑн ҫапасси кахалӑн ӗҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10501 | Тырӑ аксассӑн ан ҫывӑр, вырма пуҫласан ыйхӑ килмӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10502 | Тырӑ пулсан та суха пуҫне пӑрахма хушман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10503 | Тырӑ пулсан тутӑ пулӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10505 | Тыт сухаран, кукӑр ураран. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10506 | Ура хуҫкаланмасӑр ташӑ пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10507 | Урапа кӳл те урапа ут. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10508 | Урасем утсан алсем тӑрантараҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10515 | Уркев хутаҫ ҫактарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10517 | Уркевӗн кӗпи ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10518 | Уркевӗн ҫӑпати ҫӗтӗк. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10528 | Уркенӳре ӳсӗм ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 6402 | Уруна салтмасӑр Атӑл урлӑ каҫаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10509 | Услапшӑн куллен уяв. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10510 | Усси пулмасан та, сухалӗ пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10511 | Усси пулмасан та, хӳтти пур. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10512 | Утар пурнӑҫӗ сакам пурнӑҫӗ пек теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10513 | Утта ҫулассинчен ытла пухасси. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10514 | Ӳркев тӑварсӑрах ҫиет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10516 | Ӳркев юр ҫине кӑмпа шырама янӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10519 | Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх тӑратать, чапа кӑларать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10520 | Ӳркевпе кахал — пӗр урапа. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10521 | Ӳркенекен ӳпкеве юлнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10522 | Ӳркенмен ӑста пулнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10523 | Ӳркенсе ӗҫлесен ӳкӗнмелле пулӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10524 | Ӳркенсе пулӑ тытаймӑн, кулянса пурнӑҫ юсаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10525 | Ӳркенсе ӳкерчӗк тума ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10526 | Ӳркенсен ҫын кулӗ, тӑрӑшсан ӗҫ пулӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10527 | Ӳркенсен-ӳркенсен ӳкӗнес пулӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10529 | Ӳркенчӗк ҫыннӑн ӗҫлемесӗрех тар юхать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10530 | Хаваслӑ ӗҫ — чун канӑҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10531 | Хавхаланса ӗҫлесен ӗҫ ӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10532 | Хапха тума чус кирлӗ, чусне тума ӑс кирлӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10533 | Хӑваран пулӑшса пулмӗ теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |