| 10534 | Хӑрӑк йывӑҫа касма ҫӑмӑл. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10535 | Хӑш-пӗр ҫынсем кӑмака ҫинче выртнипех ҫиме кӗтеҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10536 | Хӑш-пӗр ҫынсем кӑшт ҫитӗнӳсем тусанах канма лараҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10537 | Хӑяккӑн выртса тияккӑна тухма ҫук, тӳртӗн пӑхса тӳре пулма ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10539 | Хӗрсе ӗҫлекене Хӗресук та юратать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10540 | Хӗрсе ӗҫленӗ чух йӗм кантри те чӑрмантарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10541 | Хӗрсе ӗҫленӗ чух хӗрелни те чух. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10542 | Хӗрсе ӗҫлесен Хӗресук та ывӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10543 | Хир ӗҫӗ ир тӑнине юратать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10544 | Хир ӗҫне выҫ варла пуҫӑнмаҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10545 | Хир ӗҫне выҫ варла пуҫӑнсан тырӑ выҫӑ пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10546 | Хирӗлмесӗр хир ӗҫне тума ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10547 | Хирӗлсе тӑнипе хир ӗҫне ӗҫлеймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10548 | Хирте ӗҫлесе хӗрмесен сулхӑнра выртнипе сӑн кӗмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10549 | Ху ӗҫлеме ӳркенсен Турӑ телей парас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10550 | Хур тыт — ачусене ӗҫ пултӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10551 | Хура халӑхӑн хура тӑпра ҫине урине чикмесен хырӑмӗ тӑранаймасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10552 | Хысна ӗҫӗ пӗтмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10553 | Хытӑ ал тылла та чоптарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10554 | Чашӑк ҫӑвас килмесен вӑник кошак осрас полать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10555 | Шаймӑк ҫын праҫникре ӗҫлеме пуҫлать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10556 | Шӑхӑрса пыман акана пушӑпа пыртараймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10557 | Шӑхӑрса пыман акана ҫапса-хӗнесе пыртараймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10558 | Шурӑмпуҫпе тӑракан юрлӑ пулас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10559 | Шурӑмпуҫпе тӑрсан Турӑ укҫа парать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10560 | Шурӑмпуҫпе тӑрсан шур ҫӑкӑр та ҫисе курӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10561 | Шуҫӑмпа тӑракан шур ҫӑкӑр ҫинӗ, хӗвелпе тӑракан пиҫӗ ҫӑкӑр ҫинӗ, кайран тӑракан кӑвас тӗп те тупайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10562 | Шуҫӑмпа тӑракан ылтӑн тупнӑ, хӗвелпе тӑракан кӗмӗл тупнӑ, кайран тӑракан пӑхӑр та тупайман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10563 | Шухӑшу санӑн, ӗҫӗ манӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10564 | Шывлӑ ӗҫӗн усси те шывах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10565 | Шывлӑ ӗҫленипе шыв арманӗ тытаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10567 | Ыр ӗҫ ик ӗмӗр пурӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10568 | Ыр ҫын ир тӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10566 | Ыранхи ӗҫпе паян хырӑм тулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10569 | Ырашши пулсан виҫи пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10570 | Ырӑ ӗҫ ӗҫлесен мухтаҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10572 | Ырӑ ӗҫ ӳпкевсӗр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10571 | Ырӑ ӗҫ ырмасть, усал ӗҫ усӑ памасть теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10573 | Ырӑ ӗҫе ӳлӗме ан хӑвар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10574 | Ырӑ ӗҫе халӑх манмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10575 | Ырӑ ӗҫӗн ҫимӗҫӗ те ырӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10576 | Ырӑ ӗҫсем хут ҫинче, усал ӗҫсем пуҫ ҫинче. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10577 | Ырса акнӑ ыраш ырхан пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10578 | Ырса килсен ыйӑх тутлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10580 | Эрнеччӗ те, паян эрне мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10581 | Этем тени ӗҫпе паха. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10582 | Юлни юр айне пулать тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10584 | Юлхав вӑкӑр пӗр ҫул ӗҫлет теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10585 | Юлхав ҫын ӗҫе ырана хӑварать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10586 | Юлхав ҫын праҫниксене астӑвать, ӗҫлемелли куна манать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |