Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх

 

10029Ӗҫ вӑл ӗҫчене юратать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10030Ӗҫ вӑл пурнӑҫ илемӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10031Ӗҫ вӑл пурнӑҫ тыткӑҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10032Ӗҫ вӑрҫмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10033Ӗҫ вӑрҫтарать теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10034Ӗҫ веремере, ӗҫле те хуна валли тупӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10035Ӗҫ вилсен те виҫ кунлӑх юлать тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10036Ӗҫ выльӑхӗ улӑм ҫинче, ахаль тӑран сӗлӗ ҫинче.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10037Ӗҫ ӗретне пӗлсе ӗҫле.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10038Ӗҫ ӗҫлемесӗр ӳсӗнмест теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10039Ӗҫ ӗҫлесси хӑяккӑн выртасси мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10040Ӗҫ ӗҫлесси шӑл йӗресси мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10041Ӗҫ йывӑр пулсассӑн та ыйӑх тутлӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10042Ӗҫ кайӑк мар, вӗҫсе тарас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10043Ӗҫ кахала юратмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10044Ӗҫ лаши улӑм ҫиет, туй лаши тулӑ ҫиет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10045Ӗҫ паракан ҫиме те парать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10046Ӗҫ пӗлмен ҫын ӗне хӳрине те тӑмасть теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10047Ӗҫ пӗлмен ҫын пурнӑҫ тума та пӗлеймест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10048Ӗҫ пӗрле поличчен ҫӑва пӗрле пултӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10049Ӗҫ пулмасан ӗнерхи ӗҫе сӳтсе яв теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10050Ӗҫ пулсан пурӑнма пулать вара теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10051Ӗҫ пулсан телей те пур.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10052Ӗҫ пулсан укҫа та пулӗ, ӗҫ ҫук пулсан укҫа та ҫук пулӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10053Ӗҫ пурӑнма вӗрентет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10054Ӗҫ пуррин ҫиме те пур, ӗҫме те пур теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10056Ӗҫ пуҫлама вӑхӑтне пӗлес пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10057Ӗҫ пуҫласси кун тиркет, авланасси юн тиркет тенӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10058Ӗҫ пуҫласси ҫын тиркет теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10059Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10060Ӗҫ ҫине ӗҫ тупӑнсах тӑрать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10061Ӗҫ ҫинче вилес карчӑк та ҫӗкленнӗ тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10062Ӗҫ ҫинче кут хыҫма та вӑхӑт ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10063Ӗҫ ҫук енне калаҫса ларни те ӗҫ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10064Ӗҫ ҫукран ӗҫ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10065Ӗҫ ҫынна илем кӳрет теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10066Ӗҫ ҫынна мухтава кӑларать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10067Ӗҫ ҫынна тӑрантарать, юлхав выҫӑхтарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10068Ӗҫ ҫырла мар, ҫӗре тӑкӑнмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10069Ӗҫ такама та йӗркене кӗртет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10070Ӗҫ тӑвасси ӗҫсе ларасси мар теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10071Ӗҫ тӑвасси ҫывӑрса выртасси мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10074Ӗҫ тӑрантарать те, тӑхӑнтарать те.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10072Ӗҫ тӑрантарать, кахал выҫтарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10073Ӗҫ тӑрантарать, кахал пӑсать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10075Ӗҫ тумасӑр хӗҫ те сулӑнмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10076Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫма ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10077Ӗҫ тунипе ал пӗтмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10078Ӗҫ тутине ӗҫлекен пӗлет теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10079Ӗҫ тухӑҫлӑхне хӑпартасси мӑйӑр катасси мар теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх