| 10080 | Ӗҫ хуйха-суйха сирет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10081 | Ӗҫ хутра, йӗм кутра. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10082 | Ӗҫ хыҫӗнчен ӗҫ тухать, урай шӑлсан ҫӳп тухать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10083 | Ӗҫ хытӑ та, ҫавах та чикмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10084 | Ӗҫ чечек мар, типсе хӑрас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10085 | Ӗҫ чикет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10086 | Ӗҫ этеме чапа кӑларать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10055 | Ӗҫ-пуҫ малалла, тӑшман пуҫ каялла теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10263 | Ӗҫ-хӗлӗнтен ан йӗрӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10087 | Ӗҫе ӑна упа та ӗҫлет, пурӑнма ӑс кирлӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10088 | Ӗҫе вӑхӑчӗпе ӗҫле, тимӗре хӗрнӗ чух тупта. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10089 | Ӗҫе йӗркине пӗлсе ӗҫлес пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10090 | Ӗҫе кура тупӑш. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10091 | Ӗҫе лайӑх ту, ху умнах тӑрӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10092 | Ӗҫе пӗлсе тусан сӑпӑрчӑк ҫӑмартаран та чӗпӗ тухать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10093 | Ӗҫе пӗлсе тытӑнсан юра та вут хыпать, пӗлмесен ҫу та ҫунмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10094 | Ӗҫе пуҫӑнни ҫур ӗҫ тунипе тан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10095 | Ӗҫе ҫийӗнче ту, вӑраха кайсан вӑрлӑх шӑтать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10096 | Ӗҫе тӗплӗ тӑвас пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10097 | Ӗҫе тытӑнсан пӗтерме тӑрӑш. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10098 | Ӗҫе хӑнӑхма ӑс кирлӗ, ӗҫке хӑнӑхма ухмах та пӗлет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10099 | Ӗҫе хӑнӑхман ача усала вӗренет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10100 | Ӗҫе хӑнӑхнӑ ҫын ӗҫсӗр пурнаймасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10101 | Ӗҫе ыранччен хӑварсан ӗмӗрлӗх юлать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10102 | Ӗҫӗ йӗплӗ те, ҫимӗҫӗ сиплӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10103 | Ӗҫӗ йӳҫӗ те, ҫимӗҫӗ тутлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10104 | Ӗҫӗ йывӑр та мар, майне кӑна пӗлмелле. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10105 | Ӗҫӗ мӗнле, хакӗ ҫапла. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10106 | Ӗҫӗ мутлӑ — ҫимӗҫӗ тутлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10107 | Ӗҫӗ нумай та, вӑхӑчӗ сахал. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10108 | Ӗҫӗ пур та — ҫиме пур, ӗҫӗ ҫук та — ҫиме ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10109 | Ӗҫӗн алли хытӑ ҫав. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10110 | Ӗҫӗн йӗппи вӑрӑм. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10111 | Ӗҫӗн йӗппи кутран тӑрӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10112 | Ӗҫӗн йӗрки пур, ӗҫкӗн виҫи пур. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10113 | Ӗҫӗн пархатарӗ пысӑк. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10114 | Ӗҫӗн тӑкки хытӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10115 | Ӗҫӗн хӑтлӑхӗ пысӑк теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10116 | Ӗҫӗн чӗрни вӑрӑм. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10117 | Ӗҫкӗ ӗҫме — тӑван ҫине тӑван, ӗҫре пулӑшма — шыраса та тупма ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10118 | Ӗҫкӗ пӑсать, ӗҫ тӳрлетет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10119 | Ӗҫкӗ пӗрле, ӗҫ уйрӑм. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10121 | Ӗҫле пӗлмен ҫын ӑс пама ӑста. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10122 | Ӗҫле пӗлмене вӗрентме йывӑр мар, ӗҫме пӗлмене тӳрлетме йывӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10123 | Ӗҫле пӗлменӗн аллине шӑрпӑк тӑрӑннӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10124 | Ӗҫле тарличчен, ҫи тӑраниччен тенӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10125 | Ӗҫле усал ӗҫ, ҫи тутлӑ ҫӑкӑр. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10120 | Ӗҫле-ӗҫле лаша та ывӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10126 | Ӗҫлекен аллине йытӑ сысман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10127 | Ӗҫлекен аллине Турӑ сысмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |