| 10128 | Ӗҫлекен виличчен ҫывракан вилсе кайнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10129 | Ӗҫлекен вилмест теҫҫӗ, ҫывракан вилӗмӗ ҫухрӑмра тӑрать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10130 | Ӗҫлекен выҫӑ ларман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10131 | Ӗҫлекен ӗҫе ӗлкӗреймен, кахал кӗрекене кӗрсе ларнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10132 | Ӗҫлекен патне пыриччен йытӑ патне кай. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10133 | Ӗҫлекен патне пыриччен сысакан патне кай теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10134 | Ӗҫлекен пин хут йӑнӑшать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10135 | Ӗҫлекен сахал, ҫиекен яланах йышлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10136 | Ӗҫлекен ҫын выҫӑ вилмен. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10137 | Ӗҫлекен ҫын уттинченех паллӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10138 | Ӗҫлекен ҫыннӑн йӑнӑш та пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10139 | Ӗҫлекен юрлать-ташлать, ӗҫлемен пуҫне хыҫать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10140 | Ӗҫлекене апат тутлӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10141 | Ӗҫлекене Пӳлӗх пӑрахман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10142 | Ӗҫлекене пыл курки, ӗҫлемене пуш курки. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10143 | Ӗҫлекене Турӑ тӑрантарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10145 | Ӗҫлекенен алли хулӑн, наянӑн пырӗ хулӑн тенӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10144 | Ӗҫлекенӗн алли ҫине Турӑ сурман теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10146 | Ӗҫлекенӗн ҫылӑха кӗме вӑхӑчӗ ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10147 | Ӗҫлекенни пӗри, пурнаканни тепри. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10148 | Ӗҫлекенпе ан выля, сысаканпа выля. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10149 | Ӗҫлекенсем — хӗсӗкре, харам пырсем — ирӗкре. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10150 | Ӗҫлеме вӗрениччен ӗҫме хушман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10151 | Ӗҫлеме вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть, хӑй тӑрантарать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10152 | Ӗҫлеме пӗлекен тутӑ пуйнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10153 | Ӗҫлеме пӗлсен ӗҫ пулать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10154 | Ӗҫлеме ӳркенекен хӑй пуҫне ҫухатнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10155 | Ӗҫлеме хӑраманнине ҫиме те ан вӑтан. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10156 | Ӗҫлемен ӗҫ вӗҫленмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10157 | Ӗҫлемен ӗҫ ҫук, спасибо калакан ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10158 | Ӗҫлемен кӑмака та сивӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10159 | Ӗҫлемесен нимӗн те пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10160 | Ӗҫлемесен пурлӑх пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10161 | Ӗҫлемесен ҫӑкӑр та, ама та пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10162 | Ӗҫлемесӗр ӗҫ пулмасть теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10163 | Ӗҫлемесӗр ӗҫ ӳсӗнмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10164 | Ӗҫлемесӗр ларакана ӗҫ ҫилленет тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10165 | Ӗҫлемесӗр ҫиме ҫук, ҫимесӗр пурӑнма ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10166 | Ӗҫлемесӗр ҫинӗ апатӑн тути ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10167 | Ӗҫлемесӗр ҫурт пулмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10168 | Ӗҫлемесӗр ҫын мулӗпе нумаях пурӑнаймӑн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10169 | Ӗҫлемесӗр хырӑм тӑранмасть. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10170 | Ӗҫлемесӗр ырлӑх та ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10171 | Ӗҫлемесӗрех пӗлӗтрен хӗвелпе пиҫнӗ апат татӑлса анас ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10172 | Ӗҫлемесӗрех ҫуллӑ ҫӑмах ҫиеймӗн. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10173 | Ӗҫленӗ хыҫҫӑн апат витмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10174 | Ӗҫленӗ чух апат тутланать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10175 | Ӗҫленӗ чух ӑс ҫуралать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10176 | Ӗҫленӗ чух вӑйна вылят, ҫинӗ чухне янах вылят теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10177 | Ӗҫлени — ӗмӗрлӗх, вӑрлани — виҫ кунлӑх. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |