| 10230 | Ӗҫрен таракан таркӑна тухнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10231 | Ӗҫрен хӑракан ыр курман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10232 | Ӗҫрен ырри ним те ҫук. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10233 | Ӗҫрен юлманни миртен юлман. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10234 | Ӗҫри юлташна ӗҫкӗрен те ан хӑвар теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10235 | Ӗҫсӗр аптранӑ — ҫурт пӑснӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10236 | Ӗҫсӗр арӑмӑн кӗвӗҫмесӗр кун иртмест. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10237 | Ӗҫсӗр ахаль тӑнинчен ӗҫлекен ухмах ирттерет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10238 | Ӗҫсӗр вӑйли те халсӑр, ӑсли те тӑмсай, илемли те шатра. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10239 | Ӗҫсӗр йытӑ хӑй хӳрипе вылянӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10240 | Ӗҫсӗр ларакан арманӑн чулӗ ҫурӑлнӑ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10241 | Ӗҫсӗр лараканӑн хырӑмӗ ытларах выҫать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10242 | Ӗҫсӗр лариччен йӑвача та пулин йӑвала. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10243 | Ӗҫсӗр ларсан алӑсӑр-урасӑр пекех. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10244 | Ӗҫсӗр пурӑнни вӑл йывӑр ҫӗклем. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10245 | Ӗҫсӗр пуртта тутӑх пусать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10246 | Ӗҫсӗр ҫынна кӑмака та сивӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10247 | Ӗҫсӗр ҫынна кичемлӗх пусать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10248 | Ӗҫсӗр ҫынна куллен уяв. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10249 | Ӗҫсӗр ҫыннӑн алли ҫемҫе. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10250 | Ӗҫсӗр ҫыннӑн чӗрни вӑрӑм, ӑссӑр ҫыннӑн чӗлхи вӑрӑм теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10251 | Ӗҫсӗр ҫыншӑн пӗр эрнере ҫичӗ вырсарни. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10252 | Ӗҫсӗр тимӗрҫ уксах такине те пулин таканлать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10253 | Ӗҫсӗр ухмаха ерме пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10254 | Ӗҫсӗр этем ӗмӗрех мухтанать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10255 | Ӗҫсӗр этем ӗмӗтпе супать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10256 | Ӗҫсӗр этем ӗҫке ернӗ тет. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10257 | Ӗҫсӗр этем павра пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10258 | Ӗҫсӗрӗн ачи нумай пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10259 | Ӗҫсӗрӗн хырӑм шухӑш, шухӑшсӑрӑн ыйхӑ шухӑш. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10260 | Ӗҫсӗрлӗхре йӗк ҫуралать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10261 | Ӗҫсӗртен сӑра лайӑх, мухмӑртан шӳрпе лайӑх. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10262 | Ӗҫӳпе васка, чӗлхӳпе мар. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10264 | Ӗҫчен — акана, кахал — сулхӑна. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10265 | Ӗҫчен ал валли ӗҫ тупӑнать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10266 | Ӗҫчен алӑ ӗҫ тӑвать, усал алӑ хӗҫ туптать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10267 | Ӗҫчен алли ӗҫ ыйтать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10268 | Ӗҫчен ҫынна куллен ӗҫҫи. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10269 | Ӗҫчен ҫынна ял-йыш та мухтать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10270 | Ӗҫчен ҫыннӑн автанӗ те ир вӑратать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10271 | Ӗҫчен ҫыннӑн ачи-пӑчи те пит ӗҫчен пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10272 | Ӗҫчен ҫыннӑн лаши те ӗҫшӗн тулхӑрать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10273 | Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10274 | Ӗҫчен ҫынсем вырмара, кахал ҫынсем выртмара теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10275 | Ӗҫчен этем ӑста пулнӑ, кахал этем пӑста пулнӑ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10276 | Ӗҫчен этем ӗҫ тӑвать, кахал ҫынран ял кулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10277 | Ӗҫчене пӗр сӑмах, кахала ҫӗр сӑмах. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10278 | Ӗҫченшӗн кун кӗске, юлхавшӑн ҫӗр кӗске. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10279 | Ӗшениччен ӗҫлес пулать, тӑраниччен ҫиес пулать. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |
| 10280 | Ӗшенмесӗр ӗҫ пулмасть теҫҫӗ. | Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх |