| 10702 | Ал памасӑр укҫа ан кӑлар. | Паракан — Илекен |
| 10703 | Алӑ хире-хирӗҫ ҫусан шуралать. | Паракан — Илекен |
| 10704 | Алӑран кайни анратмасть. | Паракан — Илекен |
| 10705 | Алӑран тыттарнине ӗҫ, ума хунине ҫи. | Паракан — Илекен |
| 10706 | Алӑри пушшуна парса яр та, кӗсрӳ шӑра тӑтӑр. | Паракан — Илекен |
| 10707 | Аллипе салатакан аркипе пухать. | Паракан — Илекен |
| 10708 | Аллупа пар та, урупа ҫӳре. | Паракан — Илекен |
| 10709 | Аллупа паран та, урупа илен. | Паракан — Илекен |
| 10710 | Ансат укҫа антӑхтарать. | Паракан — Илекен |
| 10711 | Аҫтӑрханта вӑкӑр пӗр укҫа, киле ҫитиччен пин укҫана ҫитет. | Паракан — Илекен |
| 10712 | Вӑрманти вут — виҫ тенкӗ, киле ҫитсен — вун тенкӗ. | Паракан — Илекен |
| 10713 | Вунӑ пуслӑх куян, хӗрӗх пуслӑх сӑян. | Паракан — Илекен |
| 10715 | Иккӗленсе париччен ан та пар. | Паракан — Илекен |
| 10716 | Илекен алӑ чирлесе ӳкмӗ, паракан алӑ хӑрса ӳкмӗ. | Паракан — Илекен |
| 10717 | Илекен пулсан Илепер шывӗн те хакӗ пулать. | Паракан — Илекен |
| 10718 | Илекен яланах йӳнни шырать. | Паракан — Илекен |
| 10719 | Илекене хаклӑ, сутакана йӳн теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10720 | Илемлине илеҫҫӗ, сӑрӑплине сутаҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10721 | Илесси ик кӗтеслӗ, парасси — виҫ кӗтеслӗ. | Паракан — Илекен |
| 10722 | Илме пӗлнине парасах пулать. | Паракан — Илекен |
| 10723 | Илме ҫӑмӑл, сутма йывӑр. | Паракан — Илекен |
| 10724 | Илнӗ чух хӑлаҫланса ан ил, панӑ чух хӗссе ан пар. | Паракан — Илекен |
| 10725 | Йӑлтӑртатакан япаласем пурте ылтӑн мар. | Паракан — Илекен |
| 10726 | Йӳн какайӑн ҫу сахал. | Паракан — Илекен |
| 10727 | Йӳн тавар йӳнеҫтерет, пирӗн укҫана ҫавӑ пӗтерет. | Паракан — Илекен |
| 10728 | Йӳн япалан юнӗ ҫук. | Паракан — Илекен |
| 10729 | Йӳне ан ил, хаклӑ ан пар. | Паракан — Илекен |
| 10730 | Йӳнӗ какая сӑмса туять. | Паракан — Илекен |
| 10731 | Йӳнӗ пӑрӑҫ пылран тутлӑ. | Паракан — Илекен |
| 10732 | Йӳнӗ тавар йӳнеҫтерет, хаклӑ тавар хакне кӑларать. | Паракан — Илекен |
| 10733 | Йӳнӗ тавар юрлӑн укҫине пӗтерет. | Паракан — Илекен |
| 10734 | Йӳнӗ япала йӳнеҫтерет. | Паракан — Илекен |
| 10735 | Йытта та хӳре, мӑкша та кучченеҫ, сана та пасар. | Паракан — Илекен |
| 10736 | Касман укҫа каснара, вак-тӗвек укҫа пасарта. | Паракан — Илекен |
| 10737 | Касман укҫа каснара, пур вак укҫа сышчӑкра. | Паракан — Илекен |
| 10738 | Катак нухрат ҫӗрте выртмасть. | Паракан — Илекен |
| 10741 | Кӑсьери укҫа кӑшкӑрать. | Паракан — Илекен |
| 10739 | Кӗве ҫӑма касать, парӑм чуна касать. | Паракан — Илекен |
| 10740 | Кӗпи пӗттӗр, пуҫӗ юлтӑр. | Паракан — Илекен |
| 10743 | Кӗтесле кӗттерет те, кайран аса илтерет. | Паракан — Илекен |
| 10742 | Кӗтесле кӗттерет. | Паракан — Илекен |
| 10744 | Кӗтесле пар та, хыҫҫӑн ут. | Паракан — Илекен |
| 10745 | Кӗтесле париччен кӗтессе хур теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10746 | Кӗтесле парсан кӗтме пӗл. | Паракан — Илекен |
| 10747 | Кӗтмелле пани — пӗтмелле пани. | Паракан — Илекен |
| 10748 | Кӗтмелле париччен кӗтесрех вырттӑр. | Паракан — Илекен |
| 10749 | Кив парӑма каялла илни ҫул ҫинче мул тупнӑпа пӗрех. | Паракан — Илекен |
| 10750 | Кивӗ парӑм хутаҫ та ҫактарать теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10751 | Кивҫен вилсен те тутӑхмасть. | Паракан — Илекен |
| 10752 | Кивҫен илнӗ ҫур патманшӑн ҫур ҫул тар тӑкас пулать. | Паракан — Илекен |