10753 | Кивҫен илнӗ укҫа хӑвӑн мар. | Паракан — Илекен |
10754 | Кивҫен илни кивелмест. | Паракан — Илекен |
10755 | Кивҫен илнипе пуяймӑн. | Паракан — Илекен |
10756 | Кивҫен илсен парса татасси. | Паракан — Илекен |
10757 | Кивҫен кӗнине сӑмса ҫине картса хур. | Паракан — Илекен |
10758 | Кивҫен кӗттерме юратать. | Паракан — Илекен |
10759 | Кивҫен кулачӑ кута тӑрӑннӑ тет. | Паракан — Илекен |
10760 | Кивҫен панӑ укҫан хӳри юплӗ: е пуҫӗпе пӗтет, е каялла килет. | Паракан — Илекен |
10761 | Кивҫен панӑ чух вӑл сана пуҫҫапӗ, парӑм ыйтнӑ чух эсӗ ӑна пуҫҫапӑн. | Паракан — Илекен |
10762 | Кивҫен пар та, каялла ан кӗт теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10763 | Кивҫен парсан кӗтсе тӑр. | Паракан — Илекен |
10764 | Кивҫен ҫине кирӗк лармасть. | Паракан — Илекен |
10765 | Кивҫен хушшине шыв кӗмест теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10766 | Кивҫен ыйтасси — упа тытасси, кивҫен шырасси — тилӗ тытасси. | Паракан — Илекен |
10767 | Кивҫене илесси мӗн, тавӑрса парасси хӗн. | Паракан — Илекен |
10768 | Кивҫене кӗриччен парӑм татасси ҫинчен уйласа пӑх. | Паракан — Илекен |
10769 | Кивҫеншӗн сӑмаха кӗресси йывӑр. | Паракан — Илекен |
10770 | Килти сутӑ — Мускав сутти теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10771 | Колаҫ сотакантан ҫӗпре илеймӗн. | Паракан — Илекен |
10772 | Кулса парӑн — йӗрсе шырӑн. | Паракан — Илекен |
10773 | Куркипе парать те, аврипе тӗртет. | Паракан — Илекен |
10774 | Лайӑх тавар выртса тӑмасть. | Паракан — Илекен |
10775 | Лайӑх тавар йӳн пулмасть. | Паракан — Илекен |
10776 | Лайӑх тавар хак ыйтать. | Паракан — Илекен |
10777 | Лайӑх тавар хӑйне хӑй мухтать. | Паракан — Илекен |
10778 | Малтан пурттине те парӗ, ҫӗҫҫине те парӗ, кайран аври те пулмӗ. | Паракан — Илекен |
10779 | Мерчентен хула ҫавӑрни ҫук, кив укҫаран лавкка ларни ҫук. | Паракан — Илекен |
10780 | Нухратӑн нӑхти ҫук. | Паракан — Илекен |
10781 | Пама парӑп, илме ан лектӗрччӗ теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
10782 | Пама пулнине кӗтес пулать. | Паракан — Илекен |
10783 | Пама пулнине парасах пулать. | Паракан — Илекен |
10784 | Паман — пӗр усал, панӑ — ҫӗр усал. | Паракан — Илекен |
10785 | Памасан пӗр ҫылӑх, паракана — ҫӗр ҫылӑх. | Паракан — Илекен |
10786 | Панӑ ҫӗре ан палӑрт, илнӗ ҫӗре ан иксӗт. | Паракан — Илекен |
10787 | Панӑ чухне юс пулса тухса каять, килнӗ чух кашкӑр пулса килет. | Паракан — Илекен |
10795 | Паракан — хуҫа, ыйтакан — чура. | Паракан — Илекен |
10788 | Паракан алӑ пархатарлӑ. | Паракан — Илекен |
10789 | Паракан алла Тур парать. | Паракан — Илекен |
10790 | Паракан асра тытать, илекен манма пӑхать. | Паракан — Илекен |
10791 | Паракан вӑтанмасан илекен именмест. | Паракан — Илекен |
10792 | Паракан пуп кӑмӑлне юранӑ. | Паракан — Илекен |
10793 | Паракан ҫилпе вӗҫтерет, илекен пуҫне хӗстерет. | Паракан — Илекен |
10794 | Паракан ҫыннӑн пӑхӑр укҫи ыйтакан ҫыншӑн ылтӑнран хаклӑ. | Паракан — Илекен |
10796 | Паракана пиллӗк те нумай, илекене улттӑ та сахал. | Паракан — Илекен |
10797 | Паракана пуп та юратать. | Паракан — Илекен |
10798 | Паракантан ил, ҫапакантан тар. | Паракан — Илекен |
10799 | Парӑм — ӗнсе ҫинчи арман чулӗ. | Паракан — Илекен |
10800 | Парӑм вӑл ҫывӑрнӑ чух та ӳсет. | Паракан — Илекен |
10801 | Парӑм вилсен те каҫмасть. | Паракан — Илекен |
10802 | Парӑм килсе кӗнӗ чух тилӗ пулса килсе кӗрет, тухса кайнӑ чух кашкӑр пулса тухса каять. | Паракан — Илекен |