Паракан — Илекен

 

10803Парӑм пирки арӑмна та ҫухатӑн.Паракан — Илекен
10804Парӑм пирки пар утна та сутса ярӑн.Паракан — Илекен
10805Парӑм сӑпса пек: тӗлӗкре те сӑхать.Паракан — Илекен
10806Парӑм ҫине юр ҫумасть.Паракан — Илекен
10807Парӑм татӑлсан сывлама та ҫӑмӑл.Паракан — Илекен
10808Парӑм тени пуҫ вӗҫӗнчех хуралласа тӑрать.Паракан — Илекен
10809Парӑма вӑхӑтра татсан ҫӗнӗрен ыйтма кӑмӑллӑ.Паракан — Илекен
10810Парӑма кӗме ӑс ҫитернине тавӑрса пама та тӑн ҫитер.Паракан — Илекен
10811Парӑма кӗрсе пар лашаллӑ пулма ҫук.Паракан — Илекен
10812Парӑмӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм теҫҫӗ.Паракан — Илекен
10813Парӑмӑн сасси те ҫук, ҫапах та канлӗн ҫывӑрттармасть.Паракан — Илекен
10814Парӑмӑн ҫынна пӑхӑнтарас хӑвачӗ пур.Паракан — Илекен
10815Парӑн — илеймӗн, шырӑн — тупаймӑн.Паракан — Илекен
10816Париччен хыт, парсан каялла ан ыйт.Паракан — Илекен
10820Пасар — пӗрле, телей — пуҫне.Паракан — Илекен
10817Пасар вӑл хирелле пӑхать: хирти епле, пасар та ҫапла.Паракан — Илекен
10818Пасар виҫепе шута юратать.Паракан — Илекен
10819Пасар кӗсье ҫаратать.Паракан — Илекен
10821Пасар пӗтсен сут тумаҫҫӗ.Паракан — Илекен
10822Пасар сутти — пуҫ сутти.Паракан — Илекен
10824Пасар ҫулӗ — такӑр ҫул.Паракан — Илекен
10823Пасар ҫулӗ ҫинче курӑк ӳсмест.Паракан — Илекен
10825Пасар ҫынни тӑвана та палламасть.Паракан — Илекен
10826Пасар таварӗ ирӗклӗ: илес килсен ил, илес килмесен ан ил.Паракан — Илекен
10827Пасар таварӗ паххутлӑ ҫӳрет.Паракан — Илекен
10828Пасар таварне куҫпа пӑхса илеҫҫӗ.Паракан — Илекен
10829Пасар укҫа ҫинче ташлать.Паракан — Илекен
10830Пасар укҫана юратать, каччӑ куҫӗ хӗрсене юратать.Паракан — Илекен
10831Пасар хакӗ пасармасть.Паракан — Илекен
10832Пасар хыпарӗ пур таврана саланать.Паракан — Илекен
10833Пасар япали виҫ кунлӑх.Паракан — Илекен
10834Пасара кайма укҫа кирлӗ, сунара кайма вӗшле кирлӗ.Паракан — Илекен
10835Пасара кайсан ҫын валли кулаҫ илме хушман.Паракан — Илекен
10837Пасарӑн кӗсйи пысӑк, вӑл темле япалана та вырнаҫтарать.Паракан — Илекен
10838Пасарта аттепе анне анчах ҫук.Паракан — Илекен
10839Пасарта ик тӗрлӗ ухмах: пӗри — хакла сутма тӑрӑшать, тепри — йӳне илме тӑрӑшать.Паракан — Илекен
10840Пасарта икӗ ухмах: пӗри — сутакан, тепри — илекен.Паракан — Илекен
10841Пасарта пуян та, кӗсьере чухӑн.Паракан — Илекен
10842Пасартан юличчен масартан юл тенӗ.Паракан — Илекен
10843Пасарти ӗҫкӗн тавсси! Ҫук.Паракан — Илекен
10844Пӗр аллине укҫи, тепӗр аллине япали.Паракан — Илекен
10845Пӗр пус та пин чул айӗнче.Паракан — Илекен
10846Пӗр пуслӑх парӑм сехетренех манӑҫать.Паракан — Илекен
10847Пӗр тенкӗлӗх парӑм вун тенкӗ таять.Паракан — Илекен
10848Пӗр туратсӑр йывӑҫ ӳсмест.Паракан — Илекен
10849Пуҫласа тавар илекене алӑран ан вӗҫерт.Паракан — Илекен
10850Савитле памасан илме ҫук.Паракан — Илекен
10851Савса панине савса ил, пӗрререн пине ҫитер.Паракан — Илекен
10852Савса парсан шыв та тутлӑ.Паракан — Илекен
10853Саланма часах, пуҫтарӑнма часах мар.Паракан — Илекен