| 10803 | Парӑм пирки арӑмна та ҫухатӑн. | Паракан — Илекен |
| 10804 | Парӑм пирки пар утна та сутса ярӑн. | Паракан — Илекен |
| 10805 | Парӑм сӑпса пек: тӗлӗкре те сӑхать. | Паракан — Илекен |
| 10806 | Парӑм ҫине юр ҫумасть. | Паракан — Илекен |
| 10807 | Парӑм татӑлсан сывлама та ҫӑмӑл. | Паракан — Илекен |
| 10808 | Парӑм тени пуҫ вӗҫӗнчех хуралласа тӑрать. | Паракан — Илекен |
| 10809 | Парӑма вӑхӑтра татсан ҫӗнӗрен ыйтма кӑмӑллӑ. | Паракан — Илекен |
| 10810 | Парӑма кӗме ӑс ҫитернине тавӑрса пама та тӑн ҫитер. | Паракан — Илекен |
| 10811 | Парӑма кӗрсе пар лашаллӑ пулма ҫук. | Паракан — Илекен |
| 10812 | Парӑмӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10813 | Парӑмӑн сасси те ҫук, ҫапах та канлӗн ҫывӑрттармасть. | Паракан — Илекен |
| 10814 | Парӑмӑн ҫынна пӑхӑнтарас хӑвачӗ пур. | Паракан — Илекен |
| 10815 | Парӑн — илеймӗн, шырӑн — тупаймӑн. | Паракан — Илекен |
| 10816 | Париччен хыт, парсан каялла ан ыйт. | Паракан — Илекен |
| 10820 | Пасар — пӗрле, телей — пуҫне. | Паракан — Илекен |
| 10817 | Пасар вӑл хирелле пӑхать: хирти епле, пасар та ҫапла. | Паракан — Илекен |
| 10818 | Пасар виҫепе шута юратать. | Паракан — Илекен |
| 10819 | Пасар кӗсье ҫаратать. | Паракан — Илекен |
| 10821 | Пасар пӗтсен сут тумаҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10822 | Пасар сутти — пуҫ сутти. | Паракан — Илекен |
| 10824 | Пасар ҫулӗ — такӑр ҫул. | Паракан — Илекен |
| 10823 | Пасар ҫулӗ ҫинче курӑк ӳсмест. | Паракан — Илекен |
| 10825 | Пасар ҫынни тӑвана та палламасть. | Паракан — Илекен |
| 10826 | Пасар таварӗ ирӗклӗ: илес килсен ил, илес килмесен ан ил. | Паракан — Илекен |
| 10827 | Пасар таварӗ паххутлӑ ҫӳрет. | Паракан — Илекен |
| 10828 | Пасар таварне куҫпа пӑхса илеҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
| 10829 | Пасар укҫа ҫинче ташлать. | Паракан — Илекен |
| 10830 | Пасар укҫана юратать, каччӑ куҫӗ хӗрсене юратать. | Паракан — Илекен |
| 10831 | Пасар хакӗ пасармасть. | Паракан — Илекен |
| 10832 | Пасар хыпарӗ пур таврана саланать. | Паракан — Илекен |
| 10833 | Пасар япали виҫ кунлӑх. | Паракан — Илекен |
| 10834 | Пасара кайма укҫа кирлӗ, сунара кайма вӗшле кирлӗ. | Паракан — Илекен |
| 10835 | Пасара кайсан ҫын валли кулаҫ илме хушман. | Паракан — Илекен |
| 10837 | Пасарӑн кӗсйи пысӑк, вӑл темле япалана та вырнаҫтарать. | Паракан — Илекен |
| 10838 | Пасарта аттепе анне анчах ҫук. | Паракан — Илекен |
| 10839 | Пасарта ик тӗрлӗ ухмах: пӗри — хакла сутма тӑрӑшать, тепри — йӳне илме тӑрӑшать. | Паракан — Илекен |
| 10840 | Пасарта икӗ ухмах: пӗри — сутакан, тепри — илекен. | Паракан — Илекен |
| 10841 | Пасарта пуян та, кӗсьере чухӑн. | Паракан — Илекен |
| 10842 | Пасартан юличчен масартан юл тенӗ. | Паракан — Илекен |
| 10843 | Пасарти ӗҫкӗн тавсси! Ҫук. | Паракан — Илекен |
| 10844 | Пӗр аллине укҫи, тепӗр аллине япали. | Паракан — Илекен |
| 10845 | Пӗр пус та пин чул айӗнче. | Паракан — Илекен |
| 10846 | Пӗр пуслӑх парӑм сехетренех манӑҫать. | Паракан — Илекен |
| 10847 | Пӗр тенкӗлӗх парӑм вун тенкӗ таять. | Паракан — Илекен |
| 10848 | Пӗр туратсӑр йывӑҫ ӳсмест. | Паракан — Илекен |
| 10849 | Пуҫласа тавар илекене алӑран ан вӗҫерт. | Паракан — Илекен |
| 10850 | Савитле памасан илме ҫук. | Паракан — Илекен |
| 10851 | Савса панине савса ил, пӗрререн пине ҫитер. | Паракан — Илекен |
| 10852 | Савса парсан шыв та тутлӑ. | Паракан — Илекен |
| 10853 | Саланма часах, пуҫтарӑнма часах мар. | Паракан — Илекен |