Паракан — Илекен

 

10904Ҫынна пани ҫухалман, пытарса хуни ҫухалнӑ.Паракан — Илекен
10905Ҫынтан сахал илсе нумай пар.Паракан — Илекен
10906Тӑххӑрлӑх укҫашӑн вакӑ ҫук.Паракан — Илекен
10907Турӑх сутакан та, тикӗт сутакан та пӗр Туррах пуҫҫапаҫҫӗ.Паракан — Илекен
10908Турӑх сутакан: «Тикӗт сутап!» — тесе кӑшкӑрмасть.Паракан — Илекен
10985Укса пур чух — тӳпере, укҫа ҫук чух — тӗрмере.Паракан — Илекен
10946Укҫа — ӗҫе, ӗҫ укҫана юратать.Паракан — Илекен
10983Укҫа — пур ҫӗрте те хуҫа.Паракан — Илекен
11019Укҫа — тӗнче тыткӑчи.Паракан — Илекен
10909Укҫа аван япала вӑл.Паракан — Илекен
10910Укҫа аван япала мар, вӑл усала вӗрентет.Паракан — Илекен
10911Укҫа айӑкран тӗкмест.Паракан — Илекен
10912Укҫа алла варламасть.Паракан — Илекен
10913Укҫа ӑман мар, ҫӗр чавнипе тупӑнмасть.Паракан — Илекен
10914Укҫа ӑсран кӑларать теҫҫӗ.Паракан — Илекен
10915Укҫа вӑйлӑ тӗнчере, унтан вӑйли ним те ҫук.Паракан — Илекен
10916Укҫа вӑл вӗрене ҫулҫи мар, йывӑҫ ҫинчен тӑкӑнмасть.Паракан — Илекен
10917Укҫа вӑл йӗрсе килет те, кула-кула тухса тарать.Паракан — Илекен
10918Укҫа вӑл кӑмпа мар, хӗлле те тупӑнать.Паракан — Илекен
10919Укҫа вӑл Мускавра та мухтавлӑ, Хусанта та хуравлӑ.Паракан — Илекен
10920Укҫа вӑл ҫук ҫынна та улпут тӑвать.Паракан — Илекен
10921Укҫа вӑл ҫынна тӗрмерен те хӑтарать, вилӗмрен те ҫӑлать.Паракан — Илекен
10922Укҫа вӑл тӗнче тыткӑчи.Паракан — Илекен
10923Укҫа вӑл тӗнче хӑлӑпӗ.Паракан — Илекен
10924Укҫа вӑл Турӑ та, патша та.Паракан — Илекен
10925Укҫа вӑл уй юпине те пуҫҫаптарӗ.Паракан — Илекен
10926Укҫа вӑл упа пек килсе кӗрет те, тилӗ пек тухса каять.Паракан — Илекен
10927Укҫа вӑл уплюнкка мар, хӗлле те пулать.Паракан — Илекен
10928Укҫа вӑл усала вӗрентет.Паракан — Илекен
10929Укҫа вӑл Хаяр Иванран та усалрах.Паракан — Илекен
10930Укҫа вӑл хӑй ҫутатать.Паракан — Илекен
10931Укҫа вӑл хупах ҫулҫи мар.Паракан — Илекен
10932Укҫа вӑл Хусан хуҫи.Паракан — Илекен
10933Укҫа вӑл Хусанта та хуҫа, Ӗпхӳре те ӗмпӳ.Паракан — Илекен
10934Укҫа вӑл чыс та парать, хисеп те парать.Паракан — Илекен
10935Укҫа вӑл шыв хумӗпе юхса килсе ҫыран хӗрне тухса ӳкмест.Паракан — Илекен
10936Укҫа вӑл ял касать.Паракан — Илекен
10937Укҫа вӑл ял та касать, сала та касать.Паракан — Илекен
10938Укҫа вӑхӑт чухламасть: паян пур та ыран ҫук, ыран пур та паян ҫук.Паракан — Илекен
10939Укҫа вӗҫҫӗн тем те илӗн те, атте-аннене илеймӗн.Паракан — Илекен
10940Укҫа вырӑнне укҫа тата пулать, ҫын вырӑнне ҫын пулмалла мар.Паракан — Илекен
10941Укҫа вырӑс аллинче теҫҫӗ.Паракан — Илекен
10942Укҫа енне шапа та ура тӑснӑ тет.Паракан — Илекен
10943Укҫа енчӗкӗ вӑл хӑмпӑ пек сарӑлать.Паракан — Илекен
10944Укҫа епле хаклӑ пулсан та унпа тепӗр ӗмӗр туянма ҫук.Паракан — Илекен
10945Укҫа ӗнсе хыҫтарать.Паракан — Илекен
10947Укҫа ӗҫлемест, хӑй ӗҫлеттерет.Паракан — Илекен
10948Укҫа кӑмпа мар, хӗлле те шӑтать.Паракан — Илекен
10949Укҫа кӑшкӑрса выртмасть.Паракан — Илекен
10950Укҫа кӗсье тӗпне тавӑрмасть.Паракан — Илекен