11054 | Укҫан пуҫӗ ҫук. | Паракан — Илекен |
11055 | Укҫан тасалӑхӗ ҫук. | Паракан — Илекен |
11056 | Укҫан тӑнӗ ҫук: каялла таврӑнасса кӗтме ҫук. | Паракан — Илекен |
11057 | Укҫан хӑлхи ҫук, йыхӑрнине илтес ҫук. | Паракан — Илекен |
11058 | Укҫан хӑлхине картман. | Паракан — Илекен |
11059 | Укҫан хӑлхине касман, алӑран кайсан ӑна шыраса тупаймӑн. | Паракан — Илекен |
11060 | Укҫан хӳри кӗске. | Паракан — Илекен |
11062 | Укҫан хӳри ҫук, тытса чараймӑн. | Паракан — Илекен |
11061 | Укҫан хӳри ҫук: епле килсе кӗрет, ҫаплах тухса каять. | Паракан — Илекен |
11063 | Укҫана ан шан, юлташна шан. | Паракан — Илекен |
11064 | Укҫана арчара тыт, хӗрарӑма алӑра тыт теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
11065 | Укҫана ӑсли те, ухмаххи те юратать: укҫи вара ӑслине ҫех кӑмӑллать. | Паракан — Илекен |
11066 | Укҫана пӗтерме тунӑ. | Паракан — Илекен |
11067 | Укҫана пухма йывӑр, салатма ҫӑмӑл. | Паракан — Илекен |
11069 | Укҫана укҫапа усраҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
11070 | Укҫана упа хӳри айне тӑкмаҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
11071 | Укҫанӑн куҫӗ ҫук, салатаканнийӗн пуҫӗ ҫук. | Паракан — Илекен |
11072 | Укҫапа пуйиччен пуҫупа пуй теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
11073 | Укҫапа пуйиччен туспа пуй. | Паракан — Илекен |
11074 | Укҫапа ухмах та кулач илсе ҫиме пӗлнӗ. | Паракан — Илекен |
11075 | Укҫапа чыслӑх пӗр енчӗке кӗмеҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
11076 | Укҫара тӑват кӗтеслӗ тӗнче уҫҫи. | Паракан — Илекен |
11077 | Укҫара туслӑх ҫук. | Паракан — Илекен |
11078 | Укҫаран асли — ҫын ӑсӗ. | Паракан — Илекен |
11079 | Укҫаран укҫа ҫуралать. | Паракан — Илекен |
11080 | Укҫаран усал хуҫа Улатӑрпа Хусанта та ҫук. | Паракан — Илекен |
11081 | Укҫаран усалли ним те ҫук. | Паракан — Илекен |
11082 | Укҫасӑр ҫынна енчӗк кирлех мар. | Паракан — Илекен |
11083 | Укҫашӑн мулла та чунне мура сутнӑ тет. | Паракан — Илекен |
11084 | Укҫашӑн пуп та ик хут венчет тунӑ тет. | Паракан — Илекен |
11085 | Укҫашӑн Турра та сутнӑ, Пӳлӗхе те сутнӑ. | Паракан — Илекен |
11068 | Укҫая укҫа тӑвать. | Паракан — Илекен |
11086 | Укҫи — енчӗкре, енчӗкӗ — Елчӗкре. | Паракан — Илекен |
11087 | Укҫи майӗпе таварӗ. | Паракан — Илекен |
11088 | Укҫи пулсан енчӗкӗ те тупӑнать. | Паракан — Илекен |
11089 | Укҫи пулсан хуҫи тупӑнать. | Паракан — Илекен |
11090 | Укҫи пур чух Уҫка та хуҫа. | Паракан — Илекен |
11091 | Укҫуна кура Улатӑра кай. | Паракан — Илекен |
11092 | Укҫупа пуйиччен пуҫупа пуй. | Паракан — Илекен |
11093 | Усламҫӑ укҫа юратать, тиек тилӗ тирӗ тиркемест. | Паракан — Илекен |
11094 | Усламҫӑсӑр пасар пулмасть, шӑпӑрҫӑсӑр туй иртмест. | Паракан — Илекен |
11095 | Хавас панине хавас ил, савса панине савса ил. | Паракан — Илекен |
11096 | Хаваспа илнине хаваспах тавӑр. | Паракан — Илекен |
11097 | Хӑмсариччен ҫапса ил. | Паракан — Илекен |
11098 | Хӗр хулӑм укҫи ҫӗр пӗр тенкӗ теҫҫӗ. | Паракан — Илекен |
11099 | Хысна укҫине ӗҫлесе илсе пӗтерейместӗн. | Паракан — Илекен |
11100 | Чӑпӑрккана ҫул ҫинче аври хӑв енче пулсан анчах ил. | Паракан — Илекен |
11101 | Чул хушшинчен хӗссе илнӗ укҫа-тенке ӑҫта килнӗ унта сапалама юрамасть. | Паракан — Илекен |
11120 | Ылтӑн — ҫур ылтӑн, ӑслӑ сӑмах — пӗр ылтӑн. | Паракан — Илекен |
11102 | Ылтӑн алӑ ылтӑн укҫаран хаклӑ. | Паракан — Илекен |