| 11202 | Атӑл урлӑ, каҫас пулсан виҫӗ кунлӑх ҫӑкӑр чик. | Килен — Каян |
| 11201 | Ӑҫта кайсан та аршӑнра тӑватӑ шит. | Килен — Каян |
| 11203 | Валт-валт утакан тавра кайсан ҫу хыпнӑ, ленк-ленк утакан тӳрӗ кайсан йӗкел юман ҫинчен ӳкнине курнӑ та, ҫапах ӑна тупайман теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11204 | Виҫ ял орлӑ кайсан тӑваттӑмӗшне кӗр. | Килен — Каян |
| 11205 | Выҫса килекене тӑрантарса яма каланӑ. | Килен — Каян |
| 11206 | Ерипе каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ. | Килен — Каян |
| 11207 | Ишеке каякан Киштеке ҫитнӗ. | Килен — Каян |
| 11209 | Кайман ҫул такӑр теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11211 | Каяс килнӗ ҫӗре каймаллах. | Килен — Каян |
| 11212 | Каяс ҫӗрӗ масар мар, тухас ҫӗрӗ пасар мар. | Килен — Каян |
| 11213 | Каяс ҫул такӑр пултӑр, ларас вырӑн типӗ пултӑр. | Килен — Каян |
| 11214 | Каяссинчен чӗнни паха. | Килен — Каян |
| 11215 | Кӗре хирӗҫ каякан шӑнса вилнӗ, ҫура хирӗҫ каян — шыва кайнӑ тет. | Килен — Каян |
| 11218 | Кил-кил теме йӑла пур, кай-кай теме йӑла ҫук. | Килен — Каян |
| 11216 | Килекен килтӗр те, кайма та пӗлтӗр. | Килен — Каян |
| 11217 | Килекен укҫа кӗмӗл, каяканни — ылтӑн. | Килен — Каян |
| 11221 | Килен хӑна кӑмӑллӑ, каян хӑна кӑсӑклӑ. | Килен — Каян |
| 11219 | Килен-каяна кӗртсе ҫӑкӑр-тӑвар ҫитерсе яр. | Килен — Каян |
| 11220 | Килен-каяна шыв та пулин ӗҫтер. | Килен — Каян |
| 11222 | Килесси — килет, пуласси — пулать. | Килен — Каян |
| 11223 | Килех! тесен килме лайӑх, ӗҫех! тесен ӗҫме лайӑх. | Килен — Каян |
| 11224 | Киличчен килмест, килсен каймасть теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11225 | Килнӗ ҫыннӑн кайни килӗшет. | Килен — Каян |
| 11226 | Килнӗ хӑна нумай ларсан кил хуҫине вӑй килет. | Килен — Каян |
| 11227 | Килнӗ хӑнана хӑвалама йӑла ҫук. | Килен — Каян |
| 11228 | Кирлӗ мар ҫын ӑсанни паха. | Килен — Каян |
| 11229 | Кукӑр каян телей тупнӑ, тӳрӗ каякан — нуша. | Килен — Каян |
| 11230 | Кучченеҫ илсе каякан ырать. | Килен — Каян |
| 11231 | Пӗр кун каймалӑх ҫӗр пулсан ҫичӗ кунлӑх ҫӑкӑр ил тенӗ. | Килен — Каян |
| 11232 | Пӗр кун каймалли ҫӗре виҫ кунлӑх ҫӑкӑр теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11233 | Пӳкле каякан пӳлӗнет, ҫавра каякан ҫӑв ҫиет теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11234 | Пӳкле каякан шыва кайнӑ, ҫавра каякан ҫӑв ҫинӗ теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11235 | Пӳкле ҫӳрекен пӳкле тӗлне пӗлмен. | Килен — Каян |
| 11236 | Пӳклерен каян пӑх хыпать, ҫаврӑнӑҫӑн каян ҫу хыпать теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11237 | Сукмак тӑрӑх каякан аташас ҫук. | Килен — Каян |
| 11238 | Ҫаврӑнӑҫ каякан ҫу хыпнӑ, тӳрӗ каякан пӑх хыпнӑ. | Килен — Каян |
| 11239 | Ҫӗр лашалли кӳлсе тухса кайнӑ, пӗр лашалли тӑрса юлнӑ. | Килен — Каян |
| 11241 | Ҫул ҫинче ҫӳрекене маткипе упӑшки теме хушман. | Килен — Каян |
| 11242 | Ҫул ҫӳрекен хыттине те, ҫемҫине те курать. | Килен — Каян |
| 11243 | Ҫула ҫӳрес кӑмӑлу пулсан хӑвӑнтан вунӑ хут лайӑхрах юлташ тупса кай теҫҫӗ. | Килен — Каян |
| 11244 | Ҫула тухсан пӗр йӗп те пин пӑт пулнӑ. | Килен — Каян |
| 11245 | Ҫула тухсан юлташу хӑвӑнтан аван пултӑр. | Килен — Каян |
| 11246 | Ҫула усал ҫынпа тухиччен пӗччен тух. | Килен — Каян |
| 11247 | Ҫӳле каяс — ҫӳллӗ, ҫӗре каяс — хытӑ. | Килен — Каян |
| 11248 | Ҫын кайрӗ, вырӑн юлчӗ. | Килен — Каян |
| 11249 | Тавра кайнӑ савӑннӑ, тӳрӗ кайнӑ ҫапӑннӑ. | Килен — Каян |
| 11250 | Тавра пулсан та ҫул пултӑр. | Килен — Каян |
| 11251 | Тӑшманпа ҫула кайиччен йытӑ ертни аванрах. | Килен — Каян |
| 11252 | Тӳрӗ кайсан ӑнаймӑн, ҫаврӑнӑҫӑн — ӑнӑн. | Килен — Каян |
| 11253 | Тӳрӗ каян пӑх ҫиен, ҫаврӑнӑҫ каян ҫу ҫиен. | Килен — Каян |