11202 | Атӑл урлӑ, каҫас пулсан виҫӗ кунлӑх ҫӑкӑр чик. | Килен — Каян |
11201 | Ӑҫта кайсан та аршӑнра тӑватӑ шит. | Килен — Каян |
11203 | Валт-валт утакан тавра кайсан ҫу хыпнӑ, ленк-ленк утакан тӳрӗ кайсан йӗкел юман ҫинчен ӳкнине курнӑ та, ҫапах ӑна тупайман теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11204 | Виҫ ял орлӑ кайсан тӑваттӑмӗшне кӗр. | Килен — Каян |
11205 | Выҫса килекене тӑрантарса яма каланӑ. | Килен — Каян |
11206 | Ерипе каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ. | Килен — Каян |
11207 | Ишеке каякан Киштеке ҫитнӗ. | Килен — Каян |
11209 | Кайман ҫул такӑр теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11211 | Каяс килнӗ ҫӗре каймаллах. | Килен — Каян |
11212 | Каяс ҫӗрӗ масар мар, тухас ҫӗрӗ пасар мар. | Килен — Каян |
11213 | Каяс ҫул такӑр пултӑр, ларас вырӑн типӗ пултӑр. | Килен — Каян |
11214 | Каяссинчен чӗнни паха. | Килен — Каян |
11215 | Кӗре хирӗҫ каякан шӑнса вилнӗ, ҫура хирӗҫ каян — шыва кайнӑ тет. | Килен — Каян |
11218 | Кил-кил теме йӑла пур, кай-кай теме йӑла ҫук. | Килен — Каян |
11216 | Килекен килтӗр те, кайма та пӗлтӗр. | Килен — Каян |
11217 | Килекен укҫа кӗмӗл, каяканни — ылтӑн. | Килен — Каян |
11221 | Килен хӑна кӑмӑллӑ, каян хӑна кӑсӑклӑ. | Килен — Каян |
11219 | Килен-каяна кӗртсе ҫӑкӑр-тӑвар ҫитерсе яр. | Килен — Каян |
11220 | Килен-каяна шыв та пулин ӗҫтер. | Килен — Каян |
11222 | Килесси — килет, пуласси — пулать. | Килен — Каян |
11223 | Килех! тесен килме лайӑх, ӗҫех! тесен ӗҫме лайӑх. | Килен — Каян |
11224 | Киличчен килмест, килсен каймасть теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11225 | Килнӗ ҫыннӑн кайни килӗшет. | Килен — Каян |
11226 | Килнӗ хӑна нумай ларсан кил хуҫине вӑй килет. | Килен — Каян |
11227 | Килнӗ хӑнана хӑвалама йӑла ҫук. | Килен — Каян |
11228 | Кирлӗ мар ҫын ӑсанни паха. | Килен — Каян |
11229 | Кукӑр каян телей тупнӑ, тӳрӗ каякан — нуша. | Килен — Каян |
11230 | Кучченеҫ илсе каякан ырать. | Килен — Каян |
11231 | Пӗр кун каймалӑх ҫӗр пулсан ҫичӗ кунлӑх ҫӑкӑр ил тенӗ. | Килен — Каян |
11232 | Пӗр кун каймалли ҫӗре виҫ кунлӑх ҫӑкӑр теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11233 | Пӳкле каякан пӳлӗнет, ҫавра каякан ҫӑв ҫиет теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11234 | Пӳкле каякан шыва кайнӑ, ҫавра каякан ҫӑв ҫинӗ теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11235 | Пӳкле ҫӳрекен пӳкле тӗлне пӗлмен. | Килен — Каян |
11236 | Пӳклерен каян пӑх хыпать, ҫаврӑнӑҫӑн каян ҫу хыпать теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11237 | Сукмак тӑрӑх каякан аташас ҫук. | Килен — Каян |
11238 | Ҫаврӑнӑҫ каякан ҫу хыпнӑ, тӳрӗ каякан пӑх хыпнӑ. | Килен — Каян |
11239 | Ҫӗр лашалли кӳлсе тухса кайнӑ, пӗр лашалли тӑрса юлнӑ. | Килен — Каян |
11241 | Ҫул ҫинче ҫӳрекене маткипе упӑшки теме хушман. | Килен — Каян |
11242 | Ҫул ҫӳрекен хыттине те, ҫемҫине те курать. | Килен — Каян |
11243 | Ҫула ҫӳрес кӑмӑлу пулсан хӑвӑнтан вунӑ хут лайӑхрах юлташ тупса кай теҫҫӗ. | Килен — Каян |
11244 | Ҫула тухсан пӗр йӗп те пин пӑт пулнӑ. | Килен — Каян |
11245 | Ҫула тухсан юлташу хӑвӑнтан аван пултӑр. | Килен — Каян |
11246 | Ҫула усал ҫынпа тухиччен пӗччен тух. | Килен — Каян |
11247 | Ҫӳле каяс — ҫӳллӗ, ҫӗре каяс — хытӑ. | Килен — Каян |
11248 | Ҫын кайрӗ, вырӑн юлчӗ. | Килен — Каян |
11249 | Тавра кайнӑ савӑннӑ, тӳрӗ кайнӑ ҫапӑннӑ. | Килен — Каян |
11250 | Тавра пулсан та ҫул пултӑр. | Килен — Каян |
11251 | Тӑшманпа ҫула кайиччен йытӑ ертни аванрах. | Килен — Каян |
11252 | Тӳрӗ кайсан ӑнаймӑн, ҫаврӑнӑҫӑн — ӑнӑн. | Килен — Каян |
11253 | Тӳрӗ каян пӑх ҫиен, ҫаврӑнӑҫ каян ҫу ҫиен. | Килен — Каян |