| 11299 | Автанӑн авӑтасси, ҫамрӑкӑн савӑнасси. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11300 | Алхасса ҫӳриччен аслипе пупле. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11301 | Ан кулян, ҫамрӑкки тупатпӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11302 | Асатте те такамӑн мӑнукӗ пулнӑ тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11303 | Аслашшӗпе асламӑш мӗншӗн харкашнине мӑнукӗсем пӗлмеҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11304 | Аслӑ пуҫа хӗн килнӗ, мӑн пуҫ кайнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11305 | Аслӑ ҫынна пинпӳ теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11306 | Аслӑк ҫинче авӑн ҫапаймӑн, аслине кӗҫӗне хураймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11307 | Асли алхассан кӗҫӗнни те кӗҫенет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11308 | Аслин сӑмахне кӗҫӗнни ан пӳлтӗр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11309 | Аслине аслӑ ҫул, кӗҫӗннине кӗҫӗн ҫул. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11310 | Аслинчен ӑслӑ пулмаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11311 | Аслинчен кӗҫӗнни иртеймест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11312 | Аслипе калаҫма ӑс кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11313 | Аслисем килте чух кӗҫӗннисем шарламаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11314 | Аслисенчен асли татах пур. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11315 | Аслисенчен ытларах ыйтаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11316 | Астуман енне аслин те йӑнӑш пулнӑ тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11318 | Ача ӳкет — айӗнче минтер тейӗн, ватӑ ӳкет — айӗнче сӳре тейӗн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11317 | Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11319 | Ват арҫынна ҫамрӑк арӑм тӗс паман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11320 | Ват выльӑх какайӗ виҫ кун пӗҫерсен те ҫемҫелмест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11322 | Ват ене те вӑкӑра ӑмсанать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11321 | Ват енне шӑм-шак шултӑркать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11323 | Ват йытӑ анчӑка тухать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11324 | Ват каскана шыв ҫурать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11325 | Ват качака выльӑх мар, ҫара ҫерҫи кайӑк мар, усал арӑм матка мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11326 | Ват лашана шанса кӳлеҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11327 | Ват майра кучӗпе мухтанать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11328 | Ват майра хӑй кутне хӑй мухтать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11329 | Ват Сантӑрӑн сакӑр савни. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11330 | Ват старикӗн шӑл витмест, шиклӗ ҫыннӑн ал ҫитмест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11335 | Ват ҫерҫие хывлӑхпа сапса улталанӑ теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11334 | Ват ҫерҫие хывлӑхпа улталаймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11333 | Ват ҫирӗке ҫил хайӑрать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11351 | Ват ҫын — ҫӑраҫҫи. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11354 | Ват ҫын — тват ҫын. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11336 | Ват ҫын ӑсне хурт ҫимен. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11337 | Ват ҫын вакласа калаҫать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11338 | Ват ҫын вилсен ырӑпа асӑнаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11339 | Ват ҫын вырӑнӗ Турӑ умӗнче. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11340 | Ват ҫын каялла, ҫамрӑк ҫын малалла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11341 | Ват ҫын пӗр пӗремӗк парсан та савӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11343 | Ват ҫын пилне пӳсӗр ҫиес ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11344 | Ват ҫын пурнӑҫӗ ват пек йӳҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11345 | Ват ҫын пуҫне юр шӑлать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11346 | Ват ҫын сӑмахӗ ватӑлмасть теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11347 | Ват ҫын сӑмахӗ харам ҫӗрте выртмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11348 | Ват ҫын сӑмахӗ час ҫавӑрнмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11349 | Ват ҫын сӑмахне пӳлме хушман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |