11299 | Автанӑн авӑтасси, ҫамрӑкӑн савӑнасси. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11300 | Алхасса ҫӳриччен аслипе пупле. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11301 | Ан кулян, ҫамрӑкки тупатпӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11302 | Асатте те такамӑн мӑнукӗ пулнӑ тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11303 | Аслашшӗпе асламӑш мӗншӗн харкашнине мӑнукӗсем пӗлмеҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11304 | Аслӑ пуҫа хӗн килнӗ, мӑн пуҫ кайнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11305 | Аслӑ ҫынна пинпӳ теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11306 | Аслӑк ҫинче авӑн ҫапаймӑн, аслине кӗҫӗне хураймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11307 | Асли алхассан кӗҫӗнни те кӗҫенет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11308 | Аслин сӑмахне кӗҫӗнни ан пӳлтӗр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11309 | Аслине аслӑ ҫул, кӗҫӗннине кӗҫӗн ҫул. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11310 | Аслинчен ӑслӑ пулмаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11311 | Аслинчен кӗҫӗнни иртеймест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11312 | Аслипе калаҫма ӑс кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11313 | Аслисем килте чух кӗҫӗннисем шарламаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11314 | Аслисенчен асли татах пур. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11315 | Аслисенчен ытларах ыйтаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11316 | Астуман енне аслин те йӑнӑш пулнӑ тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11318 | Ача ӳкет — айӗнче минтер тейӗн, ватӑ ӳкет — айӗнче сӳре тейӗн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11317 | Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11319 | Ват арҫынна ҫамрӑк арӑм тӗс паман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11320 | Ват выльӑх какайӗ виҫ кун пӗҫерсен те ҫемҫелмест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11322 | Ват ене те вӑкӑра ӑмсанать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11321 | Ват енне шӑм-шак шултӑркать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11323 | Ват йытӑ анчӑка тухать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11324 | Ват каскана шыв ҫурать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11325 | Ват качака выльӑх мар, ҫара ҫерҫи кайӑк мар, усал арӑм матка мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11326 | Ват лашана шанса кӳлеҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11327 | Ват майра кучӗпе мухтанать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11328 | Ват майра хӑй кутне хӑй мухтать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11329 | Ват Сантӑрӑн сакӑр савни. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11330 | Ват старикӗн шӑл витмест, шиклӗ ҫыннӑн ал ҫитмест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11335 | Ват ҫерҫие хывлӑхпа сапса улталанӑ теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11334 | Ват ҫерҫие хывлӑхпа улталаймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11333 | Ват ҫирӗке ҫил хайӑрать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11351 | Ват ҫын — ҫӑраҫҫи. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11354 | Ват ҫын — тват ҫын. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11336 | Ват ҫын ӑсне хурт ҫимен. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11337 | Ват ҫын вакласа калаҫать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11338 | Ват ҫын вилсен ырӑпа асӑнаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11339 | Ват ҫын вырӑнӗ Турӑ умӗнче. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11340 | Ват ҫын каялла, ҫамрӑк ҫын малалла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11341 | Ват ҫын пӗр пӗремӗк парсан та савӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11343 | Ват ҫын пилне пӳсӗр ҫиес ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11344 | Ват ҫын пурнӑҫӗ ват пек йӳҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11345 | Ват ҫын пуҫне юр шӑлать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11346 | Ват ҫын сӑмахӗ ватӑлмасть теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11347 | Ват ҫын сӑмахӗ харам ҫӗрте выртмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11348 | Ват ҫын сӑмахӗ час ҫавӑрнмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11349 | Ват ҫын сӑмахне пӳлме хушман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |