Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх

 

11350Ват ҫын сурнӑ сурчӑк ҫӑпата пуҫне ӳкет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11352Ват ҫын ҫулне пӳлмеҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11353Ват ҫын тӑват ҫын тесе ахаль каламан.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11355Ват ҫын телейӗ вансах тӑрать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11356Ват ҫын тунсӑхӗ — каҫхи сӗмлӗх: сирсе те сирӗлмест.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11357Ват ҫын умӗнче вӑтанма пӗлни аван.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11358Ват ҫын усси мӗн усси: ҫиет те кӑларать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11359Ват ҫын хӗвӗнче ват йӳҫҫи.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11360Ват ҫын хисепе юратать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11361Ват ҫын ыйхи — шапчӑк ыйхи.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11362Ват ҫын ылханӗ ҫӗре ӳксе ҫухалмасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11342Ват ҫын: «Пӗр хӗл каҫиччен виҫӗ ҫу каҫӑттӑм», — тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11363Ват ҫынна ача ӑсӗ кӗрет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11364Ват ҫынна ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑ кӑмака ҫи кирлӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11365Ват ҫынна вучах та ӑшӑтаймасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11366Ват ҫынна канлӗх кирлӗ, ҫамрӑка юрату кирлӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11367Ват ҫынна сакӑр вун ҫултан иртсен ҫын ӗмӗрне пурӑнать теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11368Ват ҫынна сӑмахпа улталаймӑн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11370Ват ҫынна туя кирлӗ, ачана сӑпка кирлӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11369Ват ҫынна хирӗҫ ан кала.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11371Ват ҫыннӑн вӑрҫасси, ҫамрӑкӑн итлесси.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11372Ват ҫыннӑн пуҫ сакки сарлака.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11373Ват ҫыннӑн ҫамки сарлака.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11374Ват ҫынпа калаҫни — ӑс пухни.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11375Ват ҫынпа пупличчен сӑмсу айне типӗт теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11376Ват ҫынсем ахаль каламан.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11377Ват ҫынтан ан ирӗн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11378Ват упӑшка — ҫӗрӗк валашка.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11379Ват упӑшкан ҫамрӑк арӑмӗ ни хӗрача мар, ни мӑшӑр мар, ни тӑлӑх хӗрарӑм мар.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11380Ват уран тӗрек ҫук.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11381Ват ухмах ҫамрӑккине кун памасть.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11382Ват ухмаха усал илӗртет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11383Ват хурамана авма хӗн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11384Ват чикан та хӑй лашине мухтать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11385Ват юманӑн тымарӗ ҫирӗп.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11386Ватӑ анчӑк шанчӑклӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11389Ватӑ енне кайсан лашан та хӑлхи усӑнать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11390Ватӑ енне кайсан ҫын ытларах калаҫакан пулать ҫав.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11391Ватӑ йывӑҫ шӗкӗллӗ пулать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11392Ватӑ йытӑ тулӑхсӑр вӗрмест.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11393Ватӑ кашкӑр йыт кулли пулнӑ тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11394Ватӑ кашкӑр кӗрт пухать теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11395Ватӑ кашкӑр кӗтӳ хыҫне пынӑ та: «Ҫамрӑк вӑкӑрӑн хӑҫан ҫӑмарти татӑлса ӳкет-ши?» — тесе шутлать тет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11396Ватӑ кашкӑра капкӑна лектерме хӗн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11397Ватӑ кашкӑра танатана хуса кӳртеймӗн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11398Ватӑ кунсем каялла, ҫамрӑк кунсем малалла.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11399Ватӑ кушак тилӗрен чее.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11400Ватӑ лаша йӑран пӑсмасть те, ӑшӑх сухалать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11401Ватӑ лаша суха кассине пӑсмасть теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11402Ватӑ лашан йӑранӗ тикӗс.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх