| 11403 | Ватӑ лашана тӗпе кӳлеҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11404 | Ватӑ патӗнче ватӑ пул, ҫамрӑк умӗнче ҫамрӑк пул. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11405 | Ватӑ пурнӑҫ ват тути. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11406 | Ватӑ пуҫра вӑйӑ шухӑш мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11407 | Ватӑ ҫӑхан ахаль кӑшкӑрмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11408 | Ватӑ ҫын асаилӳсемпе, ҫамрӑкки килес кунсемпе пурӑнать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11409 | Ватӑ ҫын вакларах калаҫать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11410 | Ватӑ ҫын йӗрсе каланӑ — юраман, ялти ҫын кулса каланӑ — юранӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11411 | Ватӑ ҫын халалӗ харам ҫӗрте выртман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11420 | Ватӑ ҫынна — чуман ут, вӑйпиттине — ҫӳрен ут. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11412 | Ватӑ ҫынна вар урлӑ каҫма та йывӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11413 | Ватӑ ҫынна вӑхӑт пусать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11414 | Ватӑ ҫынна итлес пулать, ҫамрӑккине вӗрентес пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11415 | Ватӑ ҫынна кӳрентериччен пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр тытса лар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11416 | Ватӑ ҫынна сӑмахпа улталаймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11417 | Ватӑ ҫынна ҫӑва туртать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11418 | Ватӑ ҫынна хӗрхенмесен хуна йывӑр килӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11419 | Ватӑ ҫынна хисепле, ху та ватӑлӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11421 | Ватӑ ҫыннӑн ӑсӗ ҫаврака. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11422 | Ватӑ ҫыннӑн вачӗ шӑтать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11423 | Ватӑ ҫыннӑн вӑй сахал, хыт кукарӑн тус сахал. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11424 | Ватӑ ҫыннӑн виҫ ура, пурпӗр тӑн-тӑн утаймасть теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11425 | Ватӑ ҫыннӑн кашни ӳсӗрмессерен шӑл ӳкет теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11426 | Ватӑ ҫыннӑн та чунӗ ҫамрӑк ҫав. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11427 | Ватӑ ҫыннӑн тӗлӗкӗ те илемсӗр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11428 | Ватӑ ҫыннӑн тусӗ — кӑмака. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11429 | Ватӑ ҫыннӑн ыйхи ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11430 | Ватӑ ҫыннӑн юн сивӗнет теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11431 | Ватӑ ҫынпа ан тавлаш теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11432 | Ватӑ ҫынра — ӑс, ҫамрӑк ҫынра — вӑй. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11433 | Ватӑ ҫынтан кулни аван мар. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11434 | Ватӑ тавраш пулмасан йӗрке те пулмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11435 | Ватӑ тесе ватса тӑкма ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11436 | Ватӑ шӑм-шак ӑшша юратать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11437 | Ватӑ юман авӑнмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11438 | Ватӑ юмахра чӑнлӑх нумай. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11439 | Ватӑ ятламасан ҫамрӑк ӳсмест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11387 | Ватӑ-вӗтӗ пулмасан пӗр йӗрке те килмест. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11388 | Ватӑ-вӗтӗрен кулма каланӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11440 | Ватӑласси малашӗ, ҫамрӑкланма мехел ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11441 | Ватӑлмалӑх кунра телей мӑкалать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11442 | Ватӑлнӑ кӗрӗк ҫамрӑк ӳте те ӑшӑтмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11443 | Ватӑлса ҫитсен юман йывӑҫ та ӳкет теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11444 | Ватӑлсан пӳрне те авӑнмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11445 | Ватӑлсан ҫӑпатан та сухал тухать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11446 | Ватӑлсан тӗрек чакать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11447 | Ватӑлсан хӗрарӑм тылламалли кантӑр пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11448 | Ватӑпа ватӑлса каян, ҫамрӑкпа ҫамрӑкланан. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11449 | Ватӑран ан кул, ху та ватӑ пулӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11450 | Ватӑран кулакан ват хыпнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |