11451 | Ватӑран куличчен йытӑран кул. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11452 | Ватӑсем хушшинче нумай ан сӑмахла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11453 | Ватлӑх ват тути калать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11454 | Ватлӑх кӑмӑл хыҫҫӑн ҫӳремест теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11455 | Ватлӑх килет — ырлӑх пӗтет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11456 | Ватлӑх куршанак пек: систермесӗр ҫулӑхать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11457 | Ватлӑх ҫитсен иккӗмӗш юрату пуҫланать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11458 | Ватлӑх ҫитсен хура ҫӳҫе те пас тытать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11459 | Ватлӑх ҫитсен ясарлӑх та кимӗлет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11460 | Ватлӑх хӑйӗннех тӑвать вӑл. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11461 | Ватлӑхра мӑйӑр катса савӑнаймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11462 | Ватлӑхра ырӑ кинтен ырри ним те ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11331 | Ватсупнӑ аптрал тупнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11332 | Ватсупнӑ ҫын ӑсран та супать, тӑнран та супать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11463 | Ватта итленӗ — пурӑнма пӗлнӗ, итлеменни урине тӑснӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11464 | Ватта курсан — ватӑ тесе хисеплӗр; арӑма курсан — инке тейӗр; хӗре курсан — хӗрсем тесе чӗнӗр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11465 | Ватта курсан ҫӗлӗк ил. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11466 | Ватта пуҫҫапмасан пуҫ пулмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11467 | Ватта сума сӑвакан — хӑй те ватӑ пулакан, ватта хурлӑх тӑвакан — хӑй те хурлӑхлӑ пулакан. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11468 | Ватта сума сӑвакан — хӑй те сумлӑ пулакан. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11469 | Ватта сума сӑвакан хӑй те ватӑ пулнӑ, ватта хурлӑх тӑвакан хӑй те хурлӑх курнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11470 | Ватта ҫапсан алӑ хӑрать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11471 | Ватта туя кирлӗ, пӗчӗкҫӗ ачана сӑпка кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11472 | Ватта хывман — хавал туман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11473 | Ватта ырра хур. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11474 | Ватти ӑс памасӑр ӗҫ ӑнмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11475 | Ватти ӑспа пулӑштӑр, ҫамрӑк вӑйпа пулӑштӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11476 | Ватти ватӑрах пултӑр, ҫамрӑкки ҫамрӑкрах пултӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11477 | Ватти каланине итлес пулать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11478 | Ватти пӗлсе сӗмленет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11479 | Ватти пултӑр ватӑ пек, яшши пултӑр яшӑ пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11480 | Ватти ҫук — латти ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11481 | Ватти умӗнче пуҫа асла хумаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11482 | Ватти хушнине итлес пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11483 | Ваттине вӗрентиччен ху унтан вӗрен теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11484 | Ваттине канлӗх кирлӗ, ҫамрӑка вӑйӑ кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11485 | Ваттинчен мар, пурнӑҫ курнинчен ыйтса пӗл. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11486 | Ваттипе ҫамрӑкки пӗр пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11489 | Ваттисем калани — тӗрек те, тӗрев те. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11488 | Ваттисем калани вырӑнлӑ, патша калани юрӑхлӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11487 | Ваттисем калани вырӑнлӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11490 | Ваттисем калаҫнӑ чух пуҫна чиксе итлесе лар, эпӗ пӗлетӗп тесе малтан кӑшкӑрса ан тӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11491 | Ваттисен ватӑ йӑли, ҫамрӑксен ҫамрӑк йӑли. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11492 | Ваттисен сӑмахӗнче ват нумай. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11493 | Ваттисен сӑмахӗнчен тухакан ырӑ курман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11494 | Ваттисен сӑмахӗсене итлемесен пуҫне ҫухатать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11495 | Ваттисен сӑмахне ҫӗлӗке пуҫ айне хурса итлеме каланӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11496 | Ваттисене асӑнман ҫынна хавал тухман тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11497 | Ваттисене хисеплес пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
11498 | Ваттисене юратманни вӗттисене те юратмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |