| 11451 | Ватӑран куличчен йытӑран кул. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11452 | Ватӑсем хушшинче нумай ан сӑмахла. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11453 | Ватлӑх ват тути калать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11454 | Ватлӑх кӑмӑл хыҫҫӑн ҫӳремест теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11455 | Ватлӑх килет — ырлӑх пӗтет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11456 | Ватлӑх куршанак пек: систермесӗр ҫулӑхать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11457 | Ватлӑх ҫитсен иккӗмӗш юрату пуҫланать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11458 | Ватлӑх ҫитсен хура ҫӳҫе те пас тытать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11459 | Ватлӑх ҫитсен ясарлӑх та кимӗлет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11460 | Ватлӑх хӑйӗннех тӑвать вӑл. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11461 | Ватлӑхра мӑйӑр катса савӑнаймӑн. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11462 | Ватлӑхра ырӑ кинтен ырри ним те ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11331 | Ватсупнӑ аптрал тупнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11332 | Ватсупнӑ ҫын ӑсран та супать, тӑнран та супать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11463 | Ватта итленӗ — пурӑнма пӗлнӗ, итлеменни урине тӑснӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11464 | Ватта курсан — ватӑ тесе хисеплӗр; арӑма курсан — инке тейӗр; хӗре курсан — хӗрсем тесе чӗнӗр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11465 | Ватта курсан ҫӗлӗк ил. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11466 | Ватта пуҫҫапмасан пуҫ пулмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11467 | Ватта сума сӑвакан — хӑй те ватӑ пулакан, ватта хурлӑх тӑвакан — хӑй те хурлӑхлӑ пулакан. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11468 | Ватта сума сӑвакан — хӑй те сумлӑ пулакан. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11469 | Ватта сума сӑвакан хӑй те ватӑ пулнӑ, ватта хурлӑх тӑвакан хӑй те хурлӑх курнӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11470 | Ватта ҫапсан алӑ хӑрать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11471 | Ватта туя кирлӗ, пӗчӗкҫӗ ачана сӑпка кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11472 | Ватта хывман — хавал туман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11473 | Ватта ырра хур. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11474 | Ватти ӑс памасӑр ӗҫ ӑнмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11475 | Ватти ӑспа пулӑштӑр, ҫамрӑк вӑйпа пулӑштӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11476 | Ватти ватӑрах пултӑр, ҫамрӑкки ҫамрӑкрах пултӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11477 | Ватти каланине итлес пулать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11478 | Ватти пӗлсе сӗмленет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11479 | Ватти пултӑр ватӑ пек, яшши пултӑр яшӑ пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11480 | Ватти ҫук — латти ҫук. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11481 | Ватти умӗнче пуҫа асла хумаҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11482 | Ватти хушнине итлес пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11483 | Ваттине вӗрентиччен ху унтан вӗрен теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11484 | Ваттине канлӗх кирлӗ, ҫамрӑка вӑйӑ кирлӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11485 | Ваттинчен мар, пурнӑҫ курнинчен ыйтса пӗл. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11486 | Ваттипе ҫамрӑкки пӗр пек. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11489 | Ваттисем калани — тӗрек те, тӗрев те. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11488 | Ваттисем калани вырӑнлӑ, патша калани юрӑхлӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11487 | Ваттисем калани вырӑнлӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11490 | Ваттисем калаҫнӑ чух пуҫна чиксе итлесе лар, эпӗ пӗлетӗп тесе малтан кӑшкӑрса ан тӑр. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11491 | Ваттисен ватӑ йӑли, ҫамрӑксен ҫамрӑк йӑли. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11492 | Ваттисен сӑмахӗнче ват нумай. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11493 | Ваттисен сӑмахӗнчен тухакан ырӑ курман. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11494 | Ваттисен сӑмахӗсене итлемесен пуҫне ҫухатать теҫҫӗ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11495 | Ваттисен сӑмахне ҫӗлӗке пуҫ айне хурса итлеме каланӑ. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11496 | Ваттисене асӑнман ҫынна хавал тухман тет. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11497 | Ваттисене хисеплес пулать. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |
| 11498 | Ваттисене юратманни вӗттисене те юратмасть. | Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх |