Атте-анне — Ача-пӑча

 

11931«Кӗпене сутса шыв ӗҫӗттӗм», — тесе калать тет пӑчӗк ача.Атте-анне — Ача-пӑча
11938«Пӗлӗтлӗ кун манӑн хӗр те ир тӑрать», — тесе калӑрӗ тет амӑшӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
12035«Хам ӗҫлесе хам ҫиеп», — тесе калать тет пӗчӗк ача амӑш кӑкрине тытса.Атте-анне — Ача-пӑча
12036«Хам ҫисессӗн, кӑшт ҫисен те тӑраннӑ пек туйӑнать», — тесе калать тет пӗчӗк ача.Атте-анне — Ача-пӑча
11626Ак час йӗме чарӑнмасан михӗллӗ тутар килет те миххине хурса каять теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11627Алӑ айӗнчен ачу-пӑчуна ан яр.Атте-анне — Ача-пӑча
11629Алри ача — ачаш ача, ҫиччӗри ача — ҫивчӗ ача, ҫиччӗрен иртсен — ака ачи.Атте-анне — Ача-пӑча
11628Алри ача ал-уруна ҫыхать.Атте-анне — Ача-пӑча
11630Алри ача ҫиме памасть, пысӑклансан пурӑнма памасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11631Алри ача ҫум ҫакки.Атте-анне — Ача-пӑча
11632Ама пӗр те, аҫа ӑрасна.Атте-анне — Ача-пӑча
11633Ама сӗчӗпе кӗменни вӑкӑр сӗчӗпе кӗрес ҫук.Атте-анне — Ача-пӑча
6487Ама сӗчӗпе кӗменнине качака сӗчӗпе кӗрес ҫук.Атте-анне — Ача-пӑча
11634Амаҫури авӑр тӗпне сиктерӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11636Амаҫури алли — тимӗр сӳре.Атте-анне — Ача-пӑча
11635Амаҫури алли анне алли мар.Атте-анне — Ача-пӑча
11637Амаҫури амӑшӗ ҫӑкӑр каснӑ чух та ҫӗҫӗпе йонать.Атте-анне — Ача-пӑча
11638Амаҫури ачашлани ал туйипе ҫапнӑ пек.Атте-анне — Ача-пӑча
11639Амаҫури пусӗ, аҫаҫури ҫийӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11640Амаҫури ҫӑкӑрӗ армути пек йӳҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11641Амаҫури ҫилли амалансах тӑрать.Атте-анне — Ача-пӑча
11642Амаҫури те аван та, тӑван анне маларах.Атте-анне — Ача-пӑча
11643Амаҫури те аванах сӑйлать: алтӑрпа парать те аврипе тӗртсе илет.Атте-анне — Ача-пӑча
11644Амаҫури хӗрхенет, ялан типӗ ҫитерет.Атте-анне — Ача-пӑча
11645Амаҫурин валӗ валеҫнӗ чух ютран тӑваншӑн алли кӗске, хӑйӗнчен тӑваншӑн алли вӑрӑм.Атте-анне — Ача-пӑча
11646Амаҫурине алӑ ҫаптӑр, аҫаҫурине аҫа ҫаптӑр.Атте-анне — Ача-пӑча
11647Амаҫурине ашак постӑр, аҫаҫурине аҫа ҫаптӑр.Атте-анне — Ача-пӑча
11648Амаҫурипе ҫур ҫул пурӑнасси те ҫур ӗмӗр пурнассине тӑрать.Атте-анне — Ача-пӑча
11649Амӑш куҫӗ умӗнче пур ачи те чечек пек.Атте-анне — Ача-пӑча
11650Амӑш пӗтмесӗр хӗр пӗтмест.Атте-анне — Ача-пӑча
11651Амӑш савса ҫын тунӑ, савни тытса чуптунӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11652Амӑш ҫумӗнче ачи шӑнмасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11653Амӑш чӗлхипе калаҫать, ашшӗ аллипе тӑвать.Атте-анне — Ача-пӑча
11654Амӑш чӗри хӑй ачинчен ютшӑнмасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11655Амӑш ылханӑвӗнчен йывӑрри ним те ҫук.Атте-анне — Ача-пӑча
11656Амӑшӗ ачине ҫуратнӑ чухне ҫунат парать.Атте-анне — Ача-пӑча
11657Амӑшӗ ачине яланах юратать.Атте-анне — Ача-пӑча
11658Амӑшӗ вӗрентет йӑрӑ пулма, ашшӗ вӗрентет ӑслӑ пулма.Атте-анне — Ача-пӑча
11659Амӑшӗ епле, хӗрӗ ҫапла.Атте-анне — Ача-пӑча
11660Амӑшӗ йӳҫӗ ҫисен те, ачисем пылак ҫинӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11661Амӑшӗ пулсан ачи пулать.Атте-анне — Ача-пӑча
11662Амӑшӗн ачи яланах ача.Атте-анне — Ача-пӑча
11663Амӑшӗн кӑлтӑкӗ хӗрӗнче палӑрать.Атте-анне — Ача-пӑча
11664Амӑшӗн ҫӗр шухӑш, хӗрӗн пӗр шухӑш.Атте-анне — Ача-пӑча
11665Амӑшӗн шухӑшӗ ачи ҫинче, ачин шухӑшӗ вӑйӑ ҫинче.Атте-анне — Ача-пӑча
11666Амӑшӗпе ӳсекен ача ачашрах пулать.Атте-анне — Ача-пӑча
11667Амӑшне пӑхса хӗрне ил.Атте-анне — Ача-пӑча
11668Амӑшне хирӗҫ вӗрекен анчӑк кашкӑр кулли пулнӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11669Амӑшне ылхантарса йӗртекен ыр кураймӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11670Амӑшсӗр ача ик хут тӑлӑх.Атте-анне — Ача-пӑча