Атте-анне — Ача-пӑча

 

11718Аҫуна-апуна хисепле, хӑнах ырӑ пулӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11714Аҫӳ-аннӳ ирӗкӗнчен тухакан пуҫне ҫухатнӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11723Ати-апай килӗнче ӗмӗр иртни сисӗнмест.Атте-анне — Ача-пӑча
11754Атте — ыраш хӑмӑлӗ, анне — унӑн кӑмӑлӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11749Атте вилчӗ — така пуҫ йолчӗ, анне вилчӗ — хушпу йолчӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11750Атте килӗнчине нимӗн те ҫитмест.Атте-анне — Ача-пӑча
11751Атте панче ырлӑх нумай, кун сахал теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11752Атте патӗнчи пурҫӑн пурнӑҫ ҫичӗ ютри йӗтен пурнӑҫа ҫаврӑнать.Атте-анне — Ача-пӑча
11753Атте темиҫе те пур, анне пӗрех ҫеҫ.Атте-анне — Ача-пӑча
11724Атте-анне артакӗ — аркӑ ҫинче, ҫичӗ ют артакӗ — чӗн пушӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11725Атте-анне ахаль ятламасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11726Атте-анне куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест.Атте-анне — Ача-пӑча
11727Атте-анне пехилӗ ҫитет теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11728Атте-анне пил парӗ, Турӑ Пӳлӗх кун парӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11729Атте-анне пиллени Турӑ ҫырнипе тан.Атте-анне — Ача-пӑча
11730Атте-анне пиллӗхӗ ылтӑнран хаклӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11731Атте-анне пиртен тӑранмасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11732Атте-анне пур ҫинче мӗн шухӑш пур пуҫ ҫинче.Атте-анне — Ача-пӑча
11734Атте-анне пур чухне — сутса ярас килет, ҫук чухне — укҫа парса илес килет.Атте-анне — Ача-пӑча
11733Атте-анне пур чухне кирек кама та пурӑнма аван.Атте-анне — Ача-пӑча
11735Атте-анне пур чухне усал-хаяр ҫӗнеймест.Атте-анне — Ача-пӑча
11736Атте-анне пурри — кил илемӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11737Атте-анне сӑмахӗ пӑсӑк мар.Атте-анне — Ача-пӑча
11738Атте-анне сӑмахӗ ҫӗре ан ӳктӗр.Атте-анне — Ача-пӑча
11739Атте-анне сӑмахне виличчен манма хушман теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11740Атте-анне ҫийӗнче ӗмӗр вӑрӑм, кун кӗске.Атте-анне — Ача-пӑча
11741Атте-анне ҫинче ыр курни ӗмӗрлӗхе пырас ҫук.Атте-анне — Ача-пӑча
11742Атте-анне тӑван юн, арӑм анчах урӑх юн теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11743Атте-анне халалӗ пин сумлӑх.Атте-анне — Ача-пӑча
11744Атте-анне ятне ан ҫӗрт.Атте-анне — Ача-пӑча
11745Атте-анне ятне ямасан ыр ҫын тесе ал парӗҫ.Атте-анне — Ача-пӑча
11746Атте-аннене курасси, курассинчен уйрӑласси.Атте-анне — Ача-пӑча
11747Атте-аннерен хакли никам та ҫук тӗнчере.Атте-анне — Ача-пӑча
11748Атте-аннерен хакли нимӗн те ҫук.Атте-анне — Ача-пӑча
11755Аттем-аннем ячӗпе патшасем чӗнеҫҫӗ хӑнана.Атте-анне — Ача-пӑча
11756Аттепе анне аса килсессӗн вӗҫсе ӳкесчӗ — ҫунат ҫук.Атте-анне — Ача-пӑча
11757Аттепе ҫичӗ ют пӗр канашлӑ.Атте-анне — Ача-пӑча
11758Аттепеле анненӗн килне тытма кӗҫӗнтен пуҫтарнӑ ӑс кирлӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11759Ахальлин амӑш вилнӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11760Ача вӑл пӗрре те нумай, саккӑр та сахал теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11761Ача выляса ырмасть, кахал канса ырмасть.Атте-анне — Ача-пӑча
11762Ача кӑмпа мар, хӗлле те ҫуралать.Атте-анне — Ача-пӑча
11763Ача кулли пулас мар теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11764Ача макӑрать, амӑшӗн кӑкӑрӗ ыратать.Атте-анне — Ача-пӑча
11766Ача нумай — терт нумай.Атте-анне — Ача-пӑча
11767Ача пӑхакан выҫса вилмен, йытӑ пӑхакан выҫса вилнӗ теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11768Ача пӑхиччен чул касап теҫҫӗ.Атте-анне — Ача-пӑча
11769Ача пӑхса ӳстереҫси качака пӑхса ӳстересси мар.Атте-анне — Ача-пӑча
11793Ача пӑчана ху куҫ умӗнче тытнине ним те ҫитмест.Атте-анне — Ача-пӑча
11798Ача пӗчӗк чухне пӗчӗк хуйхӑ, пысӑклансан пысӑк хуйхӑ.Атте-анне — Ача-пӑча