11799 | Ача пӗчӗкле кӑна аван. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11800 | Ача ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра хӗрарӑм вутлӑ кӗпе тӑхӑнать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11801 | Ача ҫуратакан хӑрах урипе леш тӗнчере. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11802 | Ача ҫуратасси Сарамат кӗперри урлӑ каҫасси мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11803 | Ача тӑвасси алса хывасси мар теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11804 | Ача туман сӑпкине хатӗрленӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11805 | Ача тусан вӑта пӳрне кӗскелет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11806 | Ача ӳснӗ май нуши те ӳсет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11807 | Ача ӳссе ҫитиччен амӑш ҫӑварне алӑ витре пӑх кӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11808 | Ача ӳстересси ача вӑййи мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11809 | Ача ӳстернӗ чух хӗрарӑмӑн сад пахчи, ачасем ӳссе ҫитӗнсен — вут пахчи. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11770 | Ача хырӑмӗ йӑмра ҫулҫи ӳкиччен выҫса каять. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11810 | Ача хыҫҫӑн каять — ача ӑслӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11811 | Ача чӗлхине амӑш пӗлет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11812 | Ача чӗлхипе Турӑ калаҫать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11813 | Ача чух ачашши ҫитӗнсен усал теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11814 | Ача чухне — анне чӗччи лайӑх, авлансан — арӑм тути тутлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11771 | Ача-пӑча вӑйӗ ҫитмесен йӗрсе хӑратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11772 | Ача-пӑча кусси кусаймӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11773 | Ача-пӑча пӳрт тултарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11774 | Ача-пӑча сак тулли, хӑма хушши пӑх тулли. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11775 | Ача-пӑча сӑмахне итлекенӗн пурнӑҫӗ юхӑнать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11777 | Ача-пӑча сӑмахне итлесен шыва та кайса вилӗн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11776 | Ача-пӑча сӑмаххине итлесен пуҫ та пӗтӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11778 | Ача-пӑча ҫитӗннӗ чух пӗр аллинче вут, тепӗр аллинче — шыв. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11779 | Ача-пӑча тени вӑл хушман ӗҫе юратать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11780 | Ача-пӑча ӳстерес тӗк чӑмӑри хатӗрле. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11781 | Ача-пӑча ӳстересси вутра ҫуннӑ пек. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11782 | Ача-пӑча ӳстересси чӑх-чӗп ӳстересси мар теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11783 | Ача-пӑча ӳстериччен ялти кушака ӳстер. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11784 | Ача-пӑча хыҫӗнчен каякан пуҫне кӑмака айне чиксе вилнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11785 | Ача-пӑча хыҫҫӑн кайнӑ сӗтел ури айне кӗрсе вилнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11786 | Ача-пӑча хыҫҫӑн каякан ҫакӑнса вилнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11787 | Ача-пӑча чӗри упа ҫумӗнче, ашшӗ-амашӗ чӗри ача-пача ҫумӗнче. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11789 | Ача-пӑчана ан хӑрат. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11790 | Ача-пӑчана ашшӗ-амӑшӗ мул париччен ӑс пама кирлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11791 | Ача-пӑчана сак урлӑ выртнӑ чухне ҫап, тӑрӑх выртнӑ чух ан ҫап. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11792 | Ача-пӑчана ӳснӗҫемӗн ӑс кӗриччен пӑх кӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11794 | Ача-пӑчана хушиччен хушманни луччӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11795 | Ача-пӑчана шанакан сӗтел айне пулса вилнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11796 | Ача-пӑчана шанакан суккӑр пулнӑ тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11797 | Ача-пӑчасӑр пурнӑҫ малалла каймасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11815 | Ачайӑн ашшӗ вон иккӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11816 | Ачаллӑ пулма ӑс кирлӗ мар, пӑхса ӳстерме ӑс кирлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11817 | Ачаллӑ пӳрт — пасар, ачасӑр пӳрт — масар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11818 | Ачаллӑ хур амине апат ҫитмен. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11819 | Ачамышки-чумышки, пирӗн кокки сакайӗнче, он алсы сак ҫинче. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11820 | Ачан ачи хӑвӑн ачунтан мала. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11821 | Ачана ачаша вӗрентсен вӑл ӳссен те ҫавнах пӑхать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11822 | Ачана ҫапиччен юпана кайса ҫап. | Атте-анне — Ача-пӑча |