11823 | Ачапча ал-урана ҫыхать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11824 | Ачапча аллипе авӑн ҫапаймӑн, ҫапсан та ҫӑкӑрлӑ пулаймӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11825 | Ачапча ӑнсан — мул, ӑнмасан — хура чул. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11826 | Ачапча кусси кусакан пусса сикнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11827 | Ачапча пӳрт тултарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11828 | Ачапча ҫитӗннӗ чух пӗр алӑра — вут, тепӗр алӑра — шыв. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11829 | Ачапча ури айӗн ҫил вӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11830 | Ачапча ӳстересси вутра ҫуннӑ пек. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11831 | Ачапча ӳстерсе ыррине корӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11832 | Ачапча ырра кура ырӑ пулать, усала кура усал пулать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11833 | Ачапчаллӑ пуласси Турӑ умӗнчи парӑм теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11834 | Ачапчан турти кӗске. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11835 | Ачапчана ачашлама та пӗлес пулать теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11836 | Ачапчана ашшӗ-амӑшӗ мул париччен ӑс пама кирлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11837 | Ачапчана йытӑпа кушак та ҫоратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11838 | Ачапчана пӗчӗклех тӑн парса ӗҫпе пиҫӗхтер. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11839 | Ачапчана хушиччен хушманни. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11840 | Ачапчашӑн тӗнче тикӗс. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11841 | Ачасӑр арӑмӑн ача пӑхас хуйхи ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11842 | Ачасӑр кил-йышра телей ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11843 | Ачасӑр пурнӑҫ — калчасӑр уй-хир. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11844 | Ачасӑр ҫын вилнӗшӗн йытӑ та йӗмест теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11845 | Ачасӑр хӗрарӑм — хӗсӗр качака. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11846 | Ачасем — пурнӑҫ чечекӗсем теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11847 | Ачасемсӗр асатте пулаймӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11848 | Ачаш ача арча тустарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11849 | Ачаш ача ашшӗ пуҫне ҫапса ҫӗмӗрнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11850 | Ачаш ача ашшӗ пуҫне ҫухатать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11852 | Ачаш ача ашшӗне йывӑрлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11851 | Ачаш ача ашшӗне хӗненӗ, ачаш хӗр ача тунӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11853 | Ачаш ача йӗре пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11854 | Ачаш ача ҫамрӑкла хӑй йӗрет, ҫитӗнсе ҫитсен ашшӗ-амӑшне йӗртет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11855 | Ачаш пӑру икӗ ӗнене ӗмет, ачаш марри хӑйӗн амӑшне те ӗмеймест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11856 | Ачаш хӗр ача тӑвать, ачаш ывӑл вӑрӑ тӑвать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11857 | Ачаш хӗр ачаш ывӑл ҫуратать, ачи вӑрӑ пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11858 | Ачаш ывӑл ашшӗ пуҫне каснӑ, ачаш хӗр ача туса кайнӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11859 | Ачашлӑх та виҫеллӗ анчах кирлӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11765 | Ачӑ мӗн пӗлет, уншӑн пулсан ҫиме пар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11860 | Ачи ашшӗне вӗрентмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11861 | Ачи ашшӗне вӗрентнӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11862 | Ачи май сӑпки. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11863 | Ачи мӑлатук та, ашшӗ тимӗрҫ мар. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11866 | Ачи полмасан сӑпки полмас. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11867 | Ачи ҫемӗн юлташши. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11868 | Ачи хыҫҫӑн каякан тип ҫырмана кайса вилнӗ тет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11869 | Ачи чипер те, анчах Тур кӗтессине сысать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11870 | Ачи чипер те, кочӗ пӑхлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11871 | Ачи чипер те, сӑмси пылчӑклӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11864 | Ачи-пӑчи начар кӑмӑллӑ пулсан ашшӗ-амӑшӗ еплине ҫавӑнтан пӗл. | Атте-анне — Ача-пӑча |
11865 | Ачи-пӑчине вӗрентеймене хӑйне вӗрентес пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |