Арҫын — Хӗрарӑм

 

12084«Аннене парас — пысӑк, арӑма парас — пӗчӗк», — тесе каларӗ тет пӗр пай валеҫекен.Арҫын — Хӗрарӑм
12542«Эпӗ кирек ӑҫтан ҫӳрем, кин, эс пӗр хӑмапа ут», — тесе калать тет хуняма.Арҫын — Хӗрарӑм
12063Аван пулсан — арӑма, усал пулсан — арҫынна.Арҫын — Хӗрарӑм
12065Адама арӑмӗ астарнӑ, арӑмне усал астарнӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12066Адампа Ева ӗҫне ухмах та пӗлет.Арҫын — Хӗрарӑм
12067Адампа Ева ҫылӑхӗ ҫут тӗнчене ҫулӑхнӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12068Адамран — арлӑх, Евӑран — ҫылӑх.Арҫын — Хӗрарӑм
12073Ай-хай кукамай, алла туя тытнӑ та Арапуҫне уттарнӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12074Ай-хай кукамай, ӗҫе кайма «вӑй ҫук» тет, ӗҫке кайма, чирӗке кайма «ӑҫта манӑн туя» тет.Арҫын — Хӗрарӑм
12070Айван арӑм — арҫын нуши.Арҫын — Хӗрарӑм
12069Айван арӑм арпалӑх юпине те пуҫҫапать.Арҫын — Хӗрарӑм
12071Айван арӑмран ял кулать.Арҫын — Хӗрарӑм
12072Айван арҫын хӗрарӑм арки айӗнче.Арҫын — Хӗрарӑм
12075Алӑ ҫинче вылякан хӗрарӑм ӗнсе ҫинче алхасать.Арҫын — Хӗрарӑм
12076Алла илмен хӗрарӑм ӗнсе ҫинче ташланӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12077Алхасасси Адамран.Арҫын — Хӗрарӑм
12078Ама пулмасан пыл хурчӗ те пурӑнмасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12079Амасӑр пурнасси пит йывӑр.Арҫын — Хӗрарӑм
12080Амасӑр хурт уйрӑлмасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12081Ами апла тумасан аҫи капла пулас ҫук.Арҫын — Хӗрарӑм
12082Ами ашкӑнмасӑр аҫи ашкӑнмасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12083Ами ҫеҫ пултӑр, аҫи таҫтан та тупӑнать.Арҫын — Хӗрарӑм
12085Апайшӑн пулсан валӗ пысӑкрах, арӑмшӑн пулсан валӗ пӗчӗкрех.Арҫын — Хӗрарӑм
12087Апла пулӗ, капла пулӗ, пире хӑйматлӑх кам пулӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12086Апла-капла ан калаҫ, ҫын арӑмне ан чупту.Арҫын — Хӗрарӑм
12088Ар амӑшӗ пуличчен арлама вӗрен.Арҫын — Хӗрарӑм
12089Ар епле, йыш ҫапла.Арҫын — Хӗрарӑм
12090Ар кутне ар пӗлет, хуран кутне вӑт пӗлет теҫҫӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12092Ар пулса ҫуралтӑн пулсан ар пек вил.Арҫын — Хӗрарӑм
12093Ар пурнӑҫӗ арӑмран килет.Арҫын — Хӗрарӑм
12094Ар пуҫӗ таҫта та ҫитӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12095Ар сӑмахӗ арпа мар.Арҫын — Хӗрарӑм
12096Ар ҫилленчӗкӗ аркӑ айӗнче.Арҫын — Хӗрарӑм
12097Ар ҫинче кантра ҫӗрмест.Арҫын — Хӗрарӑм
12098Ар ҫинчи ҫӑпата кантри ҫӗрмес теҫҫӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12099Ар ҫук ҫӗрте йӗрке те ҫук.Арҫын — Хӗрарӑм
12100Ар ҫуначӗ ут.Арҫын — Хӗрарӑм
12102Ар ҫылӑхӗ ҫурмалла.Арҫын — Хӗрарӑм
12104Ар хыҫҫӑн арлан шӑтӑкне кӗнӗ тет, ачапча хыҫҫӑн кӑмака айне кӗнӗ тет.Арҫын — Хӗрарӑм
12091Ар-пир сӑхсӑхсан уйрӑлать, ар усалӗ апла та уйрӑлмасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12103Ар-ул пынӑ — ус тунӑ, усал хӗрарӑм пынӑ — элек панӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12105Ар-ывӑл пынӑ — ӑс панӑ, хӗрарӑм пынӑ — элек панӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12152Арамӗ сӑмахӗпе ҫӳрекен качака пулнӑ тет.Арҫын — Хӗрарӑм
12117Арӑм — канаш тума, аппа — салам яма, анне — асра тытма.Арҫын — Хӗрарӑм
12118Арӑм — канашлама, хуняма — ӑс пама, анне — пурнӑҫ тытса пыма.Арҫын — Хӗрарӑм
12139Арӑм — Турӑ умӗнчи парӑм.Арҫын — Хӗрарӑм
12106Арӑм аллине лексен алӑ ҫулсӑр хӑтӑлаймӑн.Арҫын — Хӗрарӑм
12107Арӑм алса мар, куллен улӑштарма ҫук.Арҫын — Хӗрарӑм
12108Арӑм арча мар, ӑшне уҫса пӑхма ҫук.Арҫын — Хӗрарӑм
12109Арӑм аскӑнӗ ар чарса та чарӑнмасть.Арҫын — Хӗрарӑм