12365 | Упӑшка кил сыхлать, арӑм хир акать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12366 | Упӑшка патакки арӑмне аш кукли ҫинӗ пек. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12367 | Упӑшка пур — пурнӑҫ пур. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12368 | Упӑшка сак ваклать те вут тӑвать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12369 | Упӑшка сассипе тӑрантарнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12370 | Упӑшка тытать те тӑвать, арӑм курать те пӑсать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12371 | Упӑшка хӳтти — ҫӗр хӳтти. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12373 | Упӑшкан — чунӗ, арӑмӗн — чышки. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12374 | Упӑшкан — ячӗ, арӑмӗн — чӗлхи. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12372 | Упӑшкан ҫукран пур пулнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12375 | Упӑшкасем пурте Турӑран. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12376 | Упӑшки арӑмӗнчен иртмен тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12377 | Упӑшкипе арӑмӗ тӳнтерле пурӑнсан пурнӑҫ малалла каймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12378 | Усал арӑм арҫынна пӑсать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12379 | Усал арӑм вилнӗшӗн арҫын чӗри хурлаймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12380 | Усал арӑм чӗре шурӑхтармӑшӗ, пит-куҫ сарӑхтармӑшӗ, ӑс-пуҫ тарӑхтармӑшӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12381 | Усал арӑм янрашма тытӑнсан алӑк хӑлӑпне тытсах тӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12382 | Усал арӑмӑн виҫ упӑшка. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12383 | Усал арӑмӑн ик кӑмака тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12384 | Усал арӑмпа ал усӑнать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12385 | Усал арҫынпа пурӑниччен упапа пурӑнма ҫӑмӑлрах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12386 | Усал арҫынпа ырӑ хӗрарӑм та усала тухать, ырӑ арҫын ҫинче усал хӗрарӑм та ырах пулать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12387 | Усал инке — инкемек. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12389 | Усал инке усалӗ ултӑ миххе кӗрес ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12388 | Усал инке, кай кунтан; чипер инке, кил кунта. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12390 | Усал упӑшка вилнишӗн арӑм чунӗ хурланмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12391 | Усал упӑшкан арӑмӗ ырӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12392 | Усал хӗрарӑм утмӑл мӑйракаллӑ шуйттанран та усал. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12393 | Усал хӗрарӑм шуйттана та хӑратнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12394 | Усал хунеме ҫӑмарта сарринче те ҫӳпӗ тупнӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12395 | Ута тытма йӗвен кирлӗ, хӗрарӑма тытма патак кирлӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12396 | Учча укҫи уҫӑпа, уҫӑпа та ӗмӗрлӗх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12398 | Хӑйматлӑх кӗрӳ лапта каштаран ан ирттӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12399 | Хӑйматлӑх хӑйма ҫиме. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12400 | Хӑйматлӑх хӑйма ҫинӗ, ҫамрӑк арӑм пуҫа ҫинӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12447 | Хӗрарам ҫумӗнче хӗрӗх инкек, арҫын ҫумӗнче алӑ усал. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12405 | Хӗрарӑм — аркипе, арҫын — аллипе. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12438 | Хӗрарӑм — пурнӑҫ чечекӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12455 | Хӗрарӑм — хӗрӗх пӑт. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12458 | Хӗрарӑм — чӑх чӗри. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12401 | Хӗрарӑм алли хӗрӗх тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр, арҫын алли алӑ тӗрлӗ ӗҫ пӗлтӗр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12402 | Хӗрарӑм аллине хӗҫ-тимӗр тӗс мар. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12403 | Хӗрарӑм аллинче хӗрӗх тӗрлӗ ӗҫ вылянать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12404 | Хӗрарӑм анаталла анса утать, тӑвалла хӑпарса ларать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12492 | Хӗрарӑм арки вӑрӑм та, ӑсӗ кӗске тенӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12406 | Хӗрарӑм арҫынна та кӑшлать, хур тукмаккине те кӑшлать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12407 | Хӗрарӑм арҫынпа пӗр танах. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12408 | Хӗрарӑм арҫынтан вӑрттӑн яла пӗр пӗрчӗк кӑларсан пин пӗрчӗк каять. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12409 | Хӗрарӑм арҫынтан виҫӗ хут ӑслӑрах, тӑватӑ хут чеерех. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12411 | Хӗрарӑм ӑсӗ — яшка пӑсӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |