| 12601 | Пӑхма хӗрсем хӗвел пек, ӑш-чиккисем хура юн. | Каччӑ — Хӗр |
| 12602 | Пӗве ҫитнӗ хӗрӗн амӑшӗ ҫывӑрайми пулнӑ тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12603 | Пӗр ачашӑн пӗр хӗр ӳсетех. | Каччӑ — Хӗр |
| 12604 | Пӗр хӗр ясар пулсассӑн пур хӗр ҫине ят килет. | Каччӑ — Хӗр |
| 6608 | Пӗр хӗр ясар пулсассӑн ҫӗр хӗр ҫине ят тивет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12606 | Пуян хӗрӗ мул тума, чухӑн хӗрӗ чун усрама. | Каччӑ — Хӗр |
| 12607 | Пыл хуртланмасть, хӗр ватӑлмасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12608 | Савса сар хӗр усракан инке-арӑмсӑр юлакан. | Каччӑ — Хӗр |
| 12609 | Сайра юман сайхахлӑх, сайра ача салтаклӑх. | Каччӑ — Хӗр |
| 12610 | Сӑпӑ хӗр сухан ҫимен тет, ҫие пуҫласан хуппине хӑварман тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12611 | Сӗннӗ хӗр сӑнсӑр пулать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12612 | Ҫитӗннӗ хӗрӗн ҫичӗ упӑшка. | Каччӑ — Хӗр |
| 12613 | Ҫичӗ хӗр паракан юрла ернӗ, ҫичӗ ывӑл паракан ҫӗрме пуян пулнӑ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12614 | Ҫичӗ ывӑл ӳстерекен — ҫичӗ пуян, хӑйпе саккӑр; ҫичӗ хӗр паракан ҫичӗ юрла ернӗ тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12615 | Ҫуралнӑ хӗр каччӑ тупатех. | Каччӑ — Хӗр |
| 12616 | Ҫураҫнӑ хӗрпе каччӑ хушшинче йӗнерлӗ ут ҫӳренӗ тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12617 | Ҫыр хӗрринчи ҫырлана кам татмӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12618 | Теветсӗр хӗр телейсӗр хӗр теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12619 | Теветсӗр хӗр ятне евчӗ те пӗлмен. | Каччӑ — Хӗр |
| 12620 | Тӗрре пӗлмен хӗрсене сарӑ порҫӑн нушнах мар. | Каччӑ — Хӗр |
| 12621 | Тирпейлӗ хӗрача чӑлхине хуратмасть, ҫӑпати пуҫне вараламасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12622 | Ун пек сӑлтӑк мулла хӗренче те пур. | Каччӑ — Хӗр |
| 12623 | Урпа ҫисен ут вылять, пыл ҫисессӗн хӗр вылять. | Каччӑ — Хӗр |
| 12624 | Ӳснӗ хӗршӗн ашшӗ те ҫичӗ ют пулнӑ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12625 | Ферма хӗрӗн арчи тӑват ураллӑ теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12627 | Хӗве хупиччен хӗр ятне ан ӳкер. | Каччӑ — Хӗр |
| 12628 | Хӗве хупнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хӗр пулма ҫук. | Каччӑ — Хӗр |
| 12629 | Хӗнсӗр хӗр ҫитӗнмест теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12630 | Хӗр аллине ҫӗрӗ илем кӳрет теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12631 | Хӗр ахаль кӑна, «йӑлишӗн» хирӗлсе тӑрать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12633 | Хӗр ӑсне пӗрре пӑхсах пӗлме ҫук теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12634 | Хӗр вӑл картана хупма сурӑх мар, арчана хупма укҫа мар. | Каччӑ — Хӗр |
| 12635 | Хӗр вӑл ҫӗрӗ витер те тухса кайӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12637 | Хӗр ӗмӗрӗ — хӑй ҫути. | Каччӑ — Хӗр |
| 12638 | Хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх, арӑм ӗмӗрӗ — яланлӑх. | Каччӑ — Хӗр |
| 12636 | Хӗр ӗмӗрӗ куҫҫулӗпе ӑсанать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12639 | Хӗр ӗмӗрӗ хӑналӑх теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12640 | Хӗр ӗмӗрӗ хӗлӗхрен кӗске. | Каччӑ — Хӗр |
| 12641 | Хӗр ӗмӗрӗ хӗрӗх юплӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12642 | Хӗр ӗмӗрне хӗрӗх йытӑпа шыраса тупаймӑн. | Каччӑ — Хӗр |
| 12643 | Хӗр илемӗ хӗрӗх сум теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12644 | Хӗр ирӗклӗхӗ ашшӗ килӗнчен тухиччен. | Каччӑ — Хӗр |
| 12645 | Хӗр кӑмӑлӗ — чӗр кӗмӗл. | Каччӑ — Хӗр |
| 12646 | Хӗр кӑмӑлне хӗрлӗ тавар. | Каччӑ — Хӗр |
| 12647 | Хӗр куҫӑхать теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12648 | Хӗр куҫҫулӗ — ирхи сывлӑм. | Каччӑ — Хӗр |
| 12649 | Хӗр куҫҫулӗ хӗвелпех типет, анне куҫҫулӗ шӑлса та типмест. | Каччӑ — Хӗр |
| 12650 | Хӗр куҫҫульне ҫын курмасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12651 | Хӗр куҫҫульне уйӑх типӗтет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12652 | Хӗр лайӑхӗ — качча кайиччен, арӑм лайӑхӗ — ӗмӗр иртиччен. | Каччӑ — Хӗр |