| 12754 | Хӗрӗхе ҫитсен текех хӗр мар вара. | Каччӑ — Хӗр |
| 12753 | Хӗрӗхе ҫитсен хӗлӗхленет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12755 | Хӗрлӗ питлӗ хӗрача каччӑ сӑнне шуратать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12756 | Хӗрлӗх пӗтсен хӗр илемӗ иксӗлет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12757 | Хӗрлӗх пулсан хӗве кӗрен, ҫуккӑ пулсан хӗне кӗрен. | Каччӑ — Хӗр |
| 12758 | Хӗрне кура каччи. | Каччӑ — Хӗр |
| 12759 | Хӗрне кура тупри. | Каччӑ — Хӗр |
| 12760 | Хӗрне ят хунӑ ҫӗре каччи лаша утланать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12761 | Хӗрпе каччӑ — чечекпеле пыл хурчӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12762 | Хӗрпе каччӑн ҫичӗ ҫул юмахласан та юмах пӗтес ҫук. | Каччӑ — Хӗр |
| 12763 | Хӗрсе ҫитсен хӗр ташлать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12764 | Хӗрсем пурте ырӑ, арӑмсем анчах усал. | Каччӑ — Хӗр |
| 12765 | Хӗрсем улӑм ҫӳппи вӗҫнине курсан та кулаҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12766 | Хӗрсен чӗлхи хӗрӗх хӗлӗхлӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12767 | Хӗрсене курсан такамӑн та юн хӗрет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12768 | Хӗрсӗр хирте вилмен, ывӑлсӑр вӑрманта вилмен. | Каччӑ — Хӗр |
| 12769 | Хӗртен арӑм пулнӑ чух макӑрни те килӗшет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12770 | Хӗртен арӑм пулсан пурнӑҫ ӳсӗнет вара. | Каччӑ — Хӗр |
| 12771 | Хӗртен арӑм тусассӑн сӳтсе тӑкма йӑла ҫук. | Каччӑ — Хӗр |
| 12772 | Хӗртен арӑм час пулать, арӑмран хӗр пулас ҫук. | Каччӑ — Хӗр |
| 12773 | Хӗртен хӗр уйрӑмӗ пур. | Каччӑ — Хӗр |
| 12774 | Хитре хӗр Хӗветле: амӑшӗ ырлать, аппӑшӗ мухтать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12775 | Хитре-чипер пулсассӑн хӗр час вырнаҫать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12776 | Хура сӑхманлисене хамӑр пӑхмастпӑр, кӑвак сӑхманлисем пире пӑхмаҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12777 | Чаплӑ хӗрӗн чап каять, начар хӗрӗн ят каять тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12778 | Чаплӑ хӗрӗн чап каять, чап каять те час каять. | Каччӑ — Хӗр |
| 12779 | Чӑххин выҫнӑ тӑрать, автанӑн шыҫнӑ тӑрать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12780 | Чипер хӗр хӑй хитре пулнишӗн мар, юлташ хӗрӗ илемсӗр пулнишӗн савӑнать тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12781 | Чиперӗ ҫырла пек пулсан та, вунҫиччӗре тин пиҫет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12782 | Чуптумасӑр хӗр ҫаврӑнмӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12783 | Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12784 | Ывӑлупа вӑрҫсан кӑмака ҫине хӑпарса вырт, кӗрӗвӳпе вӑрҫсан алӑк хӑлӑпне тытса тӑр. | Каччӑ — Хӗр |
| 12785 | Ырӑ ӑслӑ хӗр хӑй валли ар тупать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12786 | Ырлакан хӗр ҫынна хурлать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12787 | Ырламашкӑн ывӑл пултӑр, хӗрхенмешкӗн хӗр пултӑр. | Каччӑ — Хӗр |
| 12788 | Юнсӑр хӗр ясар пулать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12789 | Юр ҫунипе юр пӗтмест, хӗр кайнипе хӗр пӗтмест. | Каччӑ — Хӗр |
| 12790 | Юсав хӗрсене юсавви, пирӗн пеккисене чиперри. | Каччӑ — Хӗр |
| 12791 | Ют ялти пӗлмен-палламан вӑтам хӗр те хамӑр ялти лайӑх хӗртен чипертерех пек туйӑнать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12792 | Якӑл-якӑл уттуна хӗр юлташна парса хӑвар. | Каччӑ — Хӗр |
| 12793 | Ясар хӗре ял савать, ял савать те, чун савмасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12794 | Ясар хӗрӗн ӑс кӗске. | Каччӑ — Хӗр |
| 12795 | Яштам йӑвӑҫ шор пӳртлӗх, яштам ача салтаклӑх. | Каччӑ — Хӗр |